Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвă-юрă ытамĕнче

19 июня 2012 г.

 

Районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ ята илнĕ "Трак ен" халăх фольклор ушкăнĕ чăмăртаннăранпа кăçалхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче 20 çул çитет. Хамăн пысăках мар статьяра унăн уйрăлми чи çывăх тусĕсем — Ольгăпа Лев Григорьевсем, Лина Александрова тата Эльвира Федорова юрăçсем çинчен каласа парассăм килчĕ.

Красноармейскинчи Механизаторсен урамĕнчи кирпĕч çуртра 42 çул çума-çумăн, юнашар тăрса, пĕр-пĕрне чун ăшшипе юратса пурăнаççĕ Григорьевсем. Ольга Нимĕчкассинче, Лева райцентра хирĕç ларакан сăрт çамкиллĕ Вутланта çуралнă. Пурнăç çак мăшăра вĕрентÿ тытăмĕпе çыхăнтарнă. Пĕри — вырăс чĕлхипе литература, тепри хими предмечĕсемпе пĕлÿ панă. Иккĕшĕ те Алманчри тата Красноармейскинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 2-мĕш шкулсенче ĕçленĕ.

— 20 çула яхăн "Трак ен" халăх фольклор ушкăнĕнче юрлатăп, ташлатăп эпĕ. Черетлĕ репетицисене, концертсене мăшăрăм Лева явăçтарчĕ, паллах... Сцена чăннипех иккĕмĕш кил пулса тăчĕ маншăн, — тет Ольга Афанасьевна. — Туслă йыш, тăрăшуллă ушкăн пирĕн...

О. Григорьева — РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин хисеп грамотисемпе парнисене тивĕçнĕ.

— Манăн та юрăпа ташă ытамĕнче чун уçăлать. Пĕлетĕр-и, 1953 çултанпа сценăпа, куракансемпе çывăх эпĕ. Хам çуралнă, ÿснĕ Вутлан ялĕнче клуб заведующийĕнче вăй хунă Çитăр мучине, Сидор Алексеева, тавах уншăн, — хăй шухăшне пытармасть Лев Григорьевич. — Тĕрĕссипе каласан, "Трак ен" фольклор ушкăнĕсĕр пурăнаймастăп, хама юрăпа ташăсăр сывлăш çитмен евĕрех туятăп.

Л. Григорьев репертуарĕнче К. Архиповпа Ю. Кудаков, В. Рудникова, И. Степанов, Н. Никоноров, Н. Филимонов композиторсен юррисем. Юрăçăн сассийĕ уçă, çепĕç. Вăл 1993 çулхи юрăсемшĕн районти Н. Янкас ячĕллĕ премие тивĕçнĕ.

* * *

Красноармейскинче Лина Лаврентьевна Александрова куракана ытларах "...Мăшăр кайăк пит телейлĕ" юрăпа асра. Ăна вăл ĕçкĕ-çикĕре те, сцена çине улăхсан та шăрантарать. Çынсене чун уççипе, кăмăл ăшшипе илĕртет.

— Еншик Чуллă вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухнех юрлама юратнă эпĕ. Çемйипех юрă-кĕвĕ тĕнчине парăннă эпир. Акă, тĕслĕхрен, "Ÿсес çук пахчара шурă роза", "Урпа сăри", "Мăшăр кайăк пит телейлĕ", "Тавай, кÿлер-и кăвак лашине" тата ыттисене те çав тери килĕштерсе юрлатăп. Юрă — чун çуначĕ, — тет Л. Александрова.— Мăшăрпа — Виталийпе — вăтăр çул ытла ĕнтĕ пĕр чĕлхерен пурăнатпăр.

5 хĕр Александровсен. Мăнуксем те çитĕнеççĕ. Тĕрĕ тĕрлес ăсталăхĕ те пысăк "Трак ен" халăх фольклор ушкăнĕн пултаруллă юрăçин. Ку тĕлĕшпе районти, республикăри конкурссенче, выставкăсенче тупăшать, хаклă парнесем выляса илет.

Лина Лаврентьевна патшалăхăн Чăваш Енри ветеринари службин "Красноармейски районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕ" учрежденийĕнче ветеринари санитарĕнче тăрăшать.

* * *

Эльвира Ивановна Федорован çамрăклăхĕ Нимĕчкасси ялĕпе çыхăннă. Вăтам пÿ-силлĕ, вашават хĕрарăм вăл. Хăть кампа та çепĕççĕн сăмахлать. Урамра тĕл пулсан та: "Сывлăх пултăр... Вăй патăр!"— тет.

— "Трак ен" халăх фольклор ушкăнĕ, çак йышри юрăпа ташă ăстисем маншăн чун йăпатмăшĕ вырăнĕнчех. Çумра мăшăр çук чухне чун-чĕрере тăруках капланнă пусăрăнчăка сирме пулăшаççĕ-çке вĕсем, — чуна уçса калаçать манпа çырă хĕрарăм.— Сывлăх пултăрах унăн илемлĕх ертÿçине Николай Никонорова...

— Хăçантанпа юрлатăр?— ыйтуллăн пăхрăм куçĕсенчен. — Сассăр чăнах та тÿлек...

— Вун пĕрмĕш çул çине пусрĕ... Вăхăтăн çулне пÿлме çук, — йăл кулăпа калаçрĕ Эльвира. — Уйрăмах мана хамăр йышра Алевтина Александровна Федорова чун туртăмĕ...

Автортан: пĕр канăç та çук фольклор ушкăнĕн. Акă кăçал "Трак ен" халăх фольклор ушкăнĕ Элĕк районĕнчи Чулкаç, Шĕмшеш, Элĕк, Куславкка районĕнчи Кунер, Куснар, Карач ялĕсенче пулчĕ, хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Такăр çул сана, юбиляр!

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика