Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк икĕ врач ĕçе кÿлĕнчĕç

13 апреля 2012 г.

ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев “Чăваш Республикин ялти сывлăх сыхлав учрежденийĕсене медицина кадрĕсемпе тивĕçтермелли мерăсем çинчен” Указа алă пусни, унпа килĕшÿллĕн медицинăн 35 çул тултарман ĕçченĕсене, яла ĕçлеме килсен, 2012 çулта пĕр хут тÿлекен 1 миллион тенкĕлĕх компенсаци пама палăртни пирки район хаçатĕнче те пĕлтернĕччĕ.

Çÿлерех асăннă Указа РФ Правительствин Председателĕ В. Путин пуçарăвĕпе хатĕрленĕ “Земство тухтăрĕ” проекта пурнăçлас тĕллевпе йышăннă.

Сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă бюджет учрежденийĕнче те, Г. Сушко тĕп врач çирĕплетнĕ тăрăх, врачсем çитсех каймаççĕ. Кадр ыйтăвĕ юлашки вăхăтра уйрăмах çивĕчленсе çитнĕ. Çакна тĕп врач тĕрлĕ шайра пĕр хут çеç мар хускатнă. Халĕ ав ку ĕçĕн пĕрремĕш “çимĕçĕсем” пур та. Районти тĕп больницăна кăçал “Земство тухтăрĕ” проектпа килĕшÿллĕн икĕ çамрăк врач (шăл тухтăрĕсем) килнĕ. Ку йыша кĕçех тата икĕ çамрăк врач хушăнни те питех те вырăнлă пулĕ. Çакна Галина Николаевна хăй те, больницăн ытти ĕçченĕсем те çирĕппĕнех шанаççĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Первоисточник: http://www.smi21.ru/?mode=publication&path=branch,orgs&orgs=20&branch=1&publication=993526&p_date=13.04.2012&date=13.04.2012&p_page=187

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика