Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăк умне пухăнчĕç

13 мая 2011 г.

Аслă Çĕнтерÿ кунне янкассем те савăнăçлăн паллă турĕç.

Майăн 8-мĕшĕнче кану çурчĕ умĕнчи ентеш-паттăрсене асăнса лартнă палăк патне пухăннă çынсене Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э. Ю. Ермаков уяв ячĕпе саламласа ыр сунчĕ. Эдуард Юрьевич вăрçă ветеранĕсемпе салтак арăмĕсене ятарлă парнесемпе чысларĕ.

Çавăн пекех кунти ветерансен канашĕн ертÿçи Ю. Н. Ефремова, вăрçă ачисен ячĕпе Н. Г. Ершов саламлă сăмахсем каларĕç. Вăрçăра вилнĕ салтакăн тăлăх арăмĕ — 94 çула кайнă А. И. Иванова аса илĕвĕсем те асра юлчĕç. Шел пулин те ку тăрăхри икĕ фронтовик, сывлăхĕсем хавшанине пула, митинга пыраймарĕç, вĕсене килĕсене кайса саламларĕç.

Ялти пуçламăш шкулта вĕренекенсем патриотла сăвăсем каларĕç, юрăсем парнелерĕç, палăк умне чечексем хучĕç. Ял-йыш ячĕпе культура ĕçченĕсем гирлянда хатĕрленĕ. Вĕсем тăрăшнипех уяв сĕтелĕ хушшинче кăмăлĕсене çĕклерĕç уява килнисем.

Н. Янгер

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика