Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăл кирлех

08 апреля 2011 г.

Кивĕ Йĕкĕтри Ленин ячĕллĕ урамра çăл кирлĕ тесе шутлать ял старости В. С. Сергеев.

Тарават, уçă, тĕрĕс сăмах тытакан çынсен йышĕнче — Кивĕ Йĕкĕтри сакăр теçетке урлă каçнă Валерьян Сергеевич Сергеев.

Сумлă çыннăмăр тăван кĕтесре çуралса вăй илнĕ, салтакра пулнă, уй-хир бригадирĕн “тилхепине” тытнă.

— Пĕлетĕр-и эсир? Эпĕ 1954 çулта çар çыннин тумне хыврăм. Тепĕр çулхине вара Яманакри Сывлăмкасси хĕр-упраçĕпе Зинăпа çемье çавăртăм, — хăй калассине пытармарĕ ватă.

— Мана упăшкан виççĕмĕш сыпăкри тăванĕ эпĕ 11 çулта чухнех куç хывнă. Çĕнĕ Йĕкĕт ялĕнченччĕ пулас çав хĕрарăм. Матрунь ятлăччĕ. “Сана, чиперскере, вĕçертместпĕрех, хамăр кин тăватпăр”, — тетчĕ вăл Яманака тус-тăванĕсем патне пырса çÿренĕ чухнех, — калаçăва хутшăнчĕ В. Сергеевăн мăшăрĕ З. Егорова. — Çулла качча тухрăм вара...

В. Сергеева салтакран килсенех уй-хир бригадирне суйланă. Пултарулăхĕпе ĕçченлĕхне кура хак панă ĕнтĕ ял-йыш.

— 1955 çул маншăн пĕрремĕш çур акипе çыхăнчĕ. Хуçалăх çавăн чухне “Большевик” ятпа çырăннă. Каярахпа, пĕрлешсе пысăклансан, “Волга”, “Звезда”...

М. Илларионов председательте ĕçленĕ çулсем халĕ те асрах-ха. В. Сергеев пархатарлă ĕçшĕн “В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнă май”, “Ĕçри хастарлăхшăн” медале, III степеньлĕ “Ĕç Мухтавĕ” ордена, ытти наградăсене тивĕçнĕ. Пĕтĕмпе вăтăр çул ытла бригадирта тăрăшнă вăл.

Тивĕçлĕ канура пулин те алă усса лармасть Валерьян Сергеевич. 79 киллĕ, икĕ урамлă Кивĕ Йĕкĕтре ял старости пулма шаннă ăна. Яваплăх пысăк, паллах. Суйласа лартнă та маннă темелле. Анчах кашни ыйтăва унăн татса памалла-çке, çынсемпе калаçмалла, вĕсене явăçтармалла, ăна е кăна пурнăçлама укçа-тенкĕ тупмалла.

— Эпĕ пурăнакан Ленин ячĕллĕ урам çырма хĕррипе кукăр-макăр тăсăлать. Шыв ыйтăвĕ çивĕч тăрать çакăнта. Уйрăмах манран аяларах вырнаçнă 11 кил шывсăр аптрать. Халĕ ав аякран çĕклеççĕ ăна алăпа. Кăçал, çăва тухсан, çăл алтасшăн вĕсем валли, — хăйĕн ĕмĕт-тĕллевĕпе паллаштарать Валерьян Сергеевич. — Çăл кирлех.

Ял пуласлăхĕпе шăпи канăç памасть старостăна. Иккĕн пĕрле сăмах çăмхине сÿтнĕ май, Ю. Гагаринпа В. Ленин урамĕсенчи килсенче пурăнакан çынсене, çав шутра çулĕсемпе ваттисене те, çамрăккисене те, алăри пÿрнесем çине хурсах шутларĕ староста.

— Ял ватăлсах пырать çав. Юлашки çулсенче пушă килсем йышланчĕç. Тата кăçалхи çул пирĕн ялшăн ăнăçуллах мар. Кăрлач уйăхĕнче çеç пилĕк çын пирĕнтен уйрăлса кайрĕ, — терĕ староста. — Иккĕшĕ ватах мар, паллах... Кивĕ Йĕкĕтри Ленин урамĕнчи 41-мĕш йывăç çурт. Çырма урлă каçсан, сăрт çамкинче, сылтăм енче ларать вăл. Тавралла ăна сад пахчи хупланă. 1971 çулта çĕкленĕ ăна. Иккĕшех пурăнаççĕ ватăсем. Зинаида Егоровна тивĕçлĕ канăва тухиччен çĕвĕçре вăй хунă. Вашават хĕрарăм, 77 çул урлă каçнă. Виçĕ хĕр те икĕ ывăл вĕсен. Мăнукĕсем те куç тулли.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика