25 января 2011 г.
Райцентрти иккĕмĕш шкулти 7 “б” класра вĕренекенсем (класс ертÿçи Н. Андреева) январĕн 14-мĕшĕнче Чатукассинчи ваттисен çуртĕнче пулчĕç.
Кунта çак çуртра ватлăх кунĕсене ирттерекенсемпе çеç мар Йĕпреçри хĕрарăмсен мăнастирĕнчи вырсарни кунхи шкулĕнче вĕренекенсемпе те курса калаçрĕç. Вĕренекенсем пушă алăпа килмен, Христос кунне халалласа концерт лартса панă.
Çак тĕл пулура курса калаçни чунсене хăпартлантарма май панă. Тĕл пулăва Василий аттепе Петр атте те хутшăннă.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)