Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче пирĕн районта Германири Ангальт çĕрĕн Хресченсен Пĕрлĕхĕн директорĕ Гайнц Фиренклес господин пулчĕ.
Вăл Трак ене, "Чăваш Республикинчи ялти регионсене аталантарасси" чăвашсемпе нимĕçсен пĕрлехи проекчĕпе интересленнĕ май, кĕске вăхăтлăх эксперт пулса килчĕ. "Эпĕ отпускра мар, ĕçре. Сирĕнтен вĕренмелли çук мар", — терĕ Гайнц Фиренклес. Хăна, чăн та, пирĕн тăрăхра пĕрремĕш хут мар. Кăçалхи шăрăх çу кунĕсенче вăл В. А. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕн Сартăванти ĕне ферминче пулса курнăччĕ. Хальхинче те кунта çитсе килме шухăшланă иккен. "Унчченхипе танлаштарсан, фермăра ырă улшăнусем çук мар", — палăртрĕ Германи хăни. Сартăван ферминче, Венера Андреевна çирĕплетнĕ тăрăх, пысăк юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Ертÿçĕ шухăшĕпе вĕсене ирттермесĕр, фермăра вăй хуракансене тивĕçлĕ условисем туса памасăр ĕнесен продуктивлăхне малалла хăвăрттăн ÿстереймĕн. Паллах, лайăх та паха опыта та алла илмеллех, малта пыракансенчен, сăмахран, Германири туссенчен те, вĕренмелле. В. А. Васильева ертÿçĕ чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче республика делегацийĕн йышĕнче нимĕçсем патĕнче пулнă, Гайнц Фиренклес çемйине те çитсе курнă. Венера Андреевнапа делегаци членĕсем унти хресченсем ял хуçалăхне аталантарассипе вăй хурса ĕçленин опытне алла илме çине тăнă. "Мана кил хуçи хĕрарăмĕ кăмпаран тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлени те килĕшрĕ", — каласа парать хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи. Вĕсем Гайнц Фиренклес господина республикăна татах килсе курма чĕннĕ. Хăна чĕнĕве вара хапăл тусах йышăннă.
"Чăваш Енре иккĕмĕш хут эпĕ. Хресченсене пайланса кайма памалла мар. Вĕсене пĕтĕçтерекен тата интересĕсене туллин хÿтĕлекен кирлĕ", — терĕ вăл тĕл пулу вăхăтĕнче, ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе хăйĕн шухăшĕсене уçăмлăн палăртса каланă май. "Ялсенче ытларах пулма тăрăшатăп, вĕсен шăпи, малашлăхĕ канăçсăрлантарать, пулас ăрусем еплерех йышăнĕç-ха çакна", — терĕ Гайнц Фиренклес.
Ку тĕллевпех хăна район центрĕнчи "Заволжский" клуба та çитрĕ. Унăн директорĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П. З. Владимирова ăна хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, ÿсĕмĕсемпе паллаштарчĕ. Ав кунти "Раштав" ансамбль ят-сумĕ çĕр-шывĕпех кĕрлет. Вун-вун кружок ĕçлет клубра: çитĕннисемпе пĕрлех ачасем валли те. Çамрăк ташăçсенне, сăмахран, 14-мĕш çул Н. В. Алексеева ăнăçлă ертсе пырать. Вĕсен репетицийĕнче те пулса курчĕ Гайнц Фиренклес господин, пĕрле сăн ÿкерттерчĕ. "Чăваш юрри-ташши тыткăна илет", — пĕлтерчĕ вăл. Кунпа пĕрлех хăнана Ж. М. Михайлова ертсе пыракан "Пÿрнеске" кружока çÿрекен ачасен ал ĕçĕсемпе те паллаштарчĕç, ăна парнесем те кÿчĕç. Кăмăллă юлчĕ вăл, тав турĕ, ачасемпе çапла ĕçлени питех те кирлине палăртрĕ. Ку шухăшсене хаклă хăнасен кĕнекинче те çырса хăварчĕ.
Гайнц Фиренклес господинпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ю. А. Васильев тата Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э. Ю. Ермаков çÿрерĕç. Сывпуллашас умĕн Юрий Алексеевич Германи хăнине "Красноармейский район. Люди и судьбы" кĕнеке парнелерĕ, ĕçлĕ те ăшă кăмăллă тĕл пулусем малашне татах та пуласса шанса тăнине палăртрĕ.
|