Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мир ялан хăватлă вăрçăран

14 мая 2010 г.

Трак енре те Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тултарнине сумлăн паллă турĕç.

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче, ав, пур ял тăрăхĕнче те митингсем пулчĕç, вĕсем вăхăтĕнче вăрçă ветеранĕсене чысларĕç, вилнисене асăнса лартнă палăксем умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Майăн 9-мĕшĕнче вара район центрĕнчи Мухтав монуменчĕ умĕнче пысăк уяв иртрĕ. Район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, икĕ кунхи мероприятисене районĕпе 3300 ытла çын, çав шутра вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем те хутшăннă.

Красноармейски ялĕнчи митинг умĕн Трак чукун çул станцийĕнче (унтан пирĕн ентешсем вăрçа тухса кайнă) Асăну хăми уçрĕç. Унта район пуçлăхĕ С. А. Николаев, унăн пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов, Çĕрпÿ чукун çул станцийĕн начальникĕ А. И. Григорьев, вăрçă ветеранĕсем — Н. А. Александровпа (Туçи Чуракасси) Н. А. Александров (Шывпуç), чукун çул çинче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă З. М. Федорова, З. Л. Леонтьева тата П. И. Иванов, Еншик Чуллăпа Алманч ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем А. П. Фроловапа В. В. Долгов, шкул ачисем хутшăнчĕç. Вĕренекенсем малалла йăлана кĕнĕ “Трак станцийĕ — Красноармейски ялĕ” маршрутпа чупрĕç.

Район центрне вара уяв сăнĕ кĕртнĕ: Ленин урамĕнче тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем вĕлкĕшеççĕ. Вăрçăпа тыл ветеранĕсем, Çĕнтерÿ ялавне çĕкленĕ милици ĕçченĕсем, район ертÿçисем, ĕç коллективĕсен представителĕсем, парапанçăсем шкул ачисенчен йĕркеленĕ чĕрĕ коридорпа Мухтав монуменчĕ патне çитрĕç. Митинга район пуçлăхĕ С. А. Николаев уçрĕ. Раççей Гимнĕ янăранă хыççăн Красноармейскинчи М. П. Прохоров ĕçпе вăрçă ветеранне сăмах пачĕç. Михаил Прохорович “эпир Çĕнтерĕве шаннă”, терĕ. Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕсенчи пайĕн пуçлăхĕ В. В. Буклаков та пирĕн халăх Çĕнтерĕве çапăçу хирĕсенче те, тылра та туптанине палăртрĕ. Валерий Венадьевич çавăн пекех Тусай ялĕнче çуралнă В. Е. Ефимов кĕçĕн лейтенанта 134-мĕш корпус командирĕн 026Ĕн номерлĕ приказĕпе 1945 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланине пĕлтерчĕ. Шел те, паттăр ăна алла илеймен, халĕ те тытса кураймарĕ — кăçалхи январĕн 2-мĕшĕнче Владимир Ефимовичăн чĕри вăхăтсăр тапма чарăннă. Çар комиссариачĕн представителĕ 3852558-мĕш номерлĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденне унăн ывăлне — Владислав Владимировича ĕмĕрлĕх упрама пачĕ.

Митингра çавăн пекех Крентейкассинчи тыл ĕçченĕ С. С. Спиридонова, воин-афганецсен районти канашĕн председателĕ А. И. Терентьев сăмах каларĕç, шкул ачисем сăвăсем вуларĕç.

Унтан Трак ен çыннисем вăрçăра пуç хунă ентешĕсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, ĕç коллективĕсен представителĕсем Мухтав монуменчĕ умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, çамрăк армеецсен парачĕ иртрĕ, мирлĕ тÿпене кăвакарчăнсем вĕçсе хăпарчĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика