Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ пулнăранпа 65 çул çитнине тивĕçлипе хатĕрленсе ирттерме район пуçлăхĕн С. А. Николаевăн йышăнăвĕпе туса хунă районти йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ.
Ăна йĕркелÿ комитечĕн председателĕ, район пуç-лăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ Н. Антонов уçса йĕркелесе пычĕ. Николай Илларионович, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитни пысăк пĕлтерĕшлĕ событи пулса тăнине палăртнă май, ку енĕпе район шайĕнчисĕр пуçне кашни отрасльпе ĕç коллективĕнче тенĕ пекех ĕç планĕсем хатĕрлесе çирĕплетнине палăртрĕ. Вĕсемпе маларах пăхнă мероприятисем пур çĕрте те иртсе пыраççĕ те ĕнтĕ. Ларура йĕркелÿ комитечĕн членĕ, социаллă пулăшу пайĕн пуçлăхĕ Л. Киселев каланă тăрăх, халĕ Трак енре иртнĕ хаяр вăрçа хутшăннă 50 ветеран пурăнать, вĕсемпе танлаштарнисем тата 7-ĕн, кунпа пĕрлех вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕсем 16-ăн. Вĕсен сывлăхĕпе медицина ĕçченĕсем интересленсех тăраççĕ. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине кĕтсе илессипе çыхăннă ыйтăва иртнĕ çулхи авăн уйăхĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн пленумĕнче те пăхса тухнă, унта панă асăрхаттарусемпе сĕнÿсене ĕçре тĕпе хума çине тăраççĕ. Вĕрентÿпе культура учрежденийĕсенче те çакăнпа çыхăннă асра юлакан тĕрлĕ мероприятисем сахал мар пулаççĕ.
Чăн та, район администрацийĕн представителĕсем çак кунсенче пур 9 ял тăрăхĕпе культура, вĕрентÿ учрежденийĕсенче йĕркеленĕ тĕрĕслевсем вĕсенче ку тĕлĕшпе уйрăм çитменлĕхсем те вырăн тупнине кăтартса пачĕç. Вĕсенчен вăхăтра хăтăлнинчен пахи çуккине асрах тытасчĕ.
Леонид Аркадьевич çакна та пĕлтерчĕ. Иртнĕ кунсенче кăна-ха Раççей Культура министерствинчен правительство телеграмми килнĕ. Унта майăн 9-мĕшне уявлассипе çыхăннă мероприятисене Мускаври Çĕнтерÿ парачĕ хыççăн çеç ирттерме сĕ-неççĕ.
Çавна шута илсе, ларура пулнисем ял тăрăхĕсенче вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулассине, фронтра паттăррăн çапăçса пуç хунисене сума суса лартнă палăксем çывăхне чечек кăшăлĕсем хурассине çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче йĕркелеме сĕнчĕç. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланă район центрĕнчи митинг вара тепĕр кунне, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пулмалла. Вăл 11 сехетре пуçланмалла.
Йĕркелÿ комитечĕн членĕсем çавăн пекех Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине уявланă чухне ветерансемпе "Пур кăмăлтан" тĕл пулу, концертсем, палăксене юсаса пăхса тăрассине йĕркелеме сĕнчĕç. Ветерансем майăн 9-мĕшĕнче, иртнĕ çăмăл мар кунсене аса илсе, салтак пăттине тутанса пăхма та пултарĕç.
|