Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăр çинчи уяв

12 января 2010 г.

Райцентрти иккĕмĕш шкулти каток çине каçсерен ачасем çеç мар, çитĕннисем те пуçтарăнаççĕ. Конькисем тăхăнса пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ вĕсем.

Виççĕмĕш класра вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем каток çине хаваспах тухрĕç. Çĕнĕ çул уявне класра мар, пăр çинче паллă тума палăртнă вĕсем. Çанталăкĕ те вăл кун пурне те савăнтарчĕ. Каток варрине вырнаçтарнă илемлĕ чăрăш уяв сăнне татах пуянлатрĕ. Конькисем тăхăннă ачасемпе класс ертÿçи, ашшĕ-амăшĕсем çĕкленÿллĕ кăмăлпа ярăнчĕç пăр çинче.

Ачасем елка тавра юрăсем юрларĕç, ташăсем ташларĕç. Коньки çинчи Хĕл Мучипе Юр пике те пушă алăсемпе килмен. Хăйсемпе пĕрле вĕсем вăйă-кулă, юрă-ташă, тупмалли юмахсем илсе килнĕ. Савăнăçпа пĕрлех ачасем хăйсен тавра курăмне аталантарма пултарчĕç. Хĕл Мучи аллинчен тутаннă кучченеç вĕренекенсене татах та хаваслантарчĕ. Уçă сывлăшра тутлă кекспа, вĕри чейпе хăналанчĕç. Ярăнса ĕшеннĕ хыççăн вăл вырăнлах пулчĕ.

Уяв пурне те килĕшрĕ. Вăл ачасен асĕнче нумайлăха асра юлĕ.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика