Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АНТОНОВ ВĂРМАНĔСЕМ

12 октября 2009 г.

Антонов вăрманĕсем... Пшонкă плотини хĕррипе - куллен мăнаçлăн вăй хушакан, тăван тавралăха сăн-сăпат кĕртекен, çăтмахри евĕр илĕртÿллĕ вырăнсем... Кăмакал еннелле икĕ çухрăма яхăн чăн-чăн тинĕс евĕр тăсăлать плотина...

- 2005 çулта Пшонкă çывăхĕнчи пысăк пĕверен инçех мар Республика кунне ирттерни халĕ те куç умĕнчех. Чаплă уява республикăри мĕн пур районтан физкультурăпа спорта тата культурăна юратакансем хутшăнма кăмăл тунăччĕ. Кунта, Трак тăрăхĕнче, чун-чĕрене тыткăнлакан çакăн пек вырăнсем пурринчен пурте ăмсанса тĕлĕннĕччĕ, - тет Леонид Антонов. - Йывăçсем лартассине хăй еккипе яман çав эпир.

- Çапах та Пшонкă е Вутлан тăрăхĕсенчи вăрмансене лартса чĕртес ĕçе мĕнрен тытăнтăр-ха? - ыйтуллăн пăхрăм ун çине.

- Эпĕ 1966 çулта Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухрăм. Тăван “Победа” колхоза ĕçлеме таврăнтăм. Вăл вăхăтра çăкăр ыйтăвĕ питех те çивĕч тăнă. Çавна пулах ĕнтĕ пĕтĕм лаптăка, шыв хĕррисене те сухаласа акнă. Тĕш тырă тухăçĕ вара питех те пĕчĕк пулнă. Пĕр çул та гектартан вунă центнертан ытла тухăç илеймен, çитменнине пур çĕрте те - эрози. Васнар уйĕсен шутне кĕрекен лаптăкран кăна, сăмахран, 103 гектар çырма тесе калатчĕç. Хăш-пĕр вырăна сухаланин усси çуккине нумайăшĕ ăнланнă, анчах та “çÿлтисем” хистенĕ! Çавăн чухне çуралчĕ те манăн шыв юхтаракан лаптăксене илемлĕ уçланкăна çавăрас шухăш, - тет Л.Антонов. - 1967 çулта пуçласа Васнар уйĕнче 10 гектар çине йывăç лартма вăрман-сăнав хуçалăхĕпе килĕшÿ турăмăр.

Асăннă вырăнта юман йĕкелĕсене акса хăварчĕç. Лайăх шăтса тухрĕç. Леонид Илларионович палăртнă тăрăх, темшĕн-çке йĕкелсемпе хутăш шĕшкĕ мăйăрне акса хăварман, вăрман тата хăватлăрах ÿсĕччĕ.

- 1969 çулта “Победа” тата “Мир” хуçалăхсене пĕрлештерсе “Красноармейский” совхоз йĕркеленĕ хыççăн Кĕçĕн Шетмĕ юхан шывĕ хĕрринчен инçех мар лаптăксем çине, Вутланпа Хусакасси çĕрĕсем çине, 15 гектар тĕрлĕ йывăç лартрăмăр. Халĕ çав тăрăх тахçанах вăрман пулса кайнă. Шыв хĕрринех анакан 9 гектар çинче ешерекен хурăн ращи кăмăла çĕклет. 1979 çулта лартнăччĕ ăна, - каласа парать çут çанталăк тусĕ.

Агроном пуçарăвĕпе 1970-1973 çулсенче Ешкилт тата Яманак çывăхĕсенчи эрози ярса илнĕ 40 гектар ытла лаптăкра тĕмсем лартнă. Кунта халĕ хурăн, чăрăш, лиственница, хурама, юман, кедр ешерет. Мĕнле кăна кăмпа ÿсмест тата...

Хуçалăх вăрманĕсене халĕ патшалăх çĕр фондне кĕртнĕ. Паян вĕсен мĕн пур лаптăкĕ 130 гектартан та ытла иртсе кайнă.

- Красноармейски çывăхĕнчи Мăн пĕве таврашĕ хырлăхпа пуян. Çакна лартса чĕртес ĕçе те эсир тÿпе хывман-и, Леонид Илларионович? - кăсăкланатăп эпĕ.

- Чăнах та, Красноармейски çумĕнчи самаях пысăк пĕвен сăмсахĕнче 7 гектар çинче хырлăх ешерет. Шыв юхтарнине пула çак лаптăкра кирек мĕнле культура та япăх тухăç паратчĕ. Çитменнине тата акнă тыр-пула хур-кăвакал çисе яратчĕ. Владимир Семеновпа калаçрăм та унта хырсем лартма кăмăл турĕ. Тÿрĕ кăмăллă лесник йывăçсене асăрхасах тăчĕ. Халь ĕнтĕ пăх та савăн, мĕнешкел илемлĕ хырлăх çитĕнет Красноармейски çумĕнче. Семенов ращи тесе калас килет ман çак тавралăха, - сăмах çăмхине малалла тăсать Л.Антонов. - Исай ятлă лесник та вăрман лартса чĕртессипе чылай тăрăшнă.

Çĕр ăсти сăнанă май çакна асăрханă: çулçăллă йывăçсем çумра шĕшкĕ çитĕнмесен япăх аталанаççĕ. Шĕшкĕ ÿсекен çĕрте тăпра яланах кăпăшка. Çакă йывăçсене вăй илме май парать те. Нÿрĕк те упранать. Çав вăхăтрах каврăç çулçăллă вĕренене /Америка вĕрени/ лартса чăрманма кирлĕ мар. Тăмлă, типĕ лаптăксенче вăл япăх аталанать, хăрать. Унпа пĕрлех нумай вăрă вĕçтерсе кирлĕ мар вырăна шăтса тухса тавралăха илемсĕрлетет.

 


 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика