15 мая 2009 г.
Çăмăл атлетикăпа “Ял пурнăçĕ” хаçат призĕсене (юлашки 3 çул вăл район администрацийĕ хутшăннипе иртет) çĕнсе илессишĕн пыракан эстафетăлла тупăшу кăçал шучĕпе хĕрĕхмĕш иртрĕ. Çулленех çак
Ĕç коллективĕсенчен, яланхиллех, Пикшик ял тăрăхĕнчен çитнĕ спорт ăстисем уйрăмах ăш пиллĕ сăмахсене тивĕç. Пултаруллă, маттур спортсменсенчен пуян ку тăрăх. Ял тăрăхĕн чысне кăçал та хÿтĕлеме пултарчĕç вĕсем. Кунта, паллах, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Алексей Даниловăн, унăн мăшăрĕн — Света Данилован тата командăсенчи ытти ÿркенмен çынсен тÿпийĕ иксĕлми.
Юлашки çулсенче райхаçат парнисене çĕнсе илессипе пулакан ăмăртусенче Трак гимназийĕнчи вĕренекенсен аслă тата кĕçĕн ушкăнсенчи командăсем ырă тĕслĕхпе палăрма пуçларĕç. Малашне те çапла пултăрччĕ.
Шел пулин те, кăçалхи ăмăртусенче ĕç коллективĕсен командисем, райпосăр пуçне, хутшăнаймарĕç, хăйсен активлăхĕпе çирĕплĕхне кăтартаймарĕç.
— Ăçта чăннипех те çанă тавăрса ĕçлеççĕ, çавăнта çынсене физкультурăпа спорта явăçтарма та вăхăт тупаççĕ, — терĕ ăмăртăва хутшăнакансене тивĕçлипе хак парса Аркадий Лебедев тĕп судья. — Эпĕ кăçал ырă тĕслĕх вырăнне райпо канашĕн председательне Альбина Дмитриевана хуратăп.
Район пуçлăхĕ Станислав Николаев ăмăртăва ирттермешкĕн çулленех хутшăнма кăмăл тăвать. Чун-чĕрипе йышăнса вырăнлă хак парать ăна. Паллах, вăл е ку сăлтав шыраса райхаçат призĕсене çĕнсе илессишăн иртекен тупăшуран пăрăнма сăлтав шыракан ертÿçĕсене ятранах ятлама хатĕр вăл.
— Ачасем кашни шкултанах хутшăнни, тĕрĕссипе, “Ял пурнăçĕ” хаçат призĕсемпе парнисене выляса илес çĕрте тупăшни савăнтарать мана. Ку ырă йăла-йĕрке нихăçан та ан сĕвĕрĕлтĕр, çуллен вăй илсех пытăрччĕ. Ман шутпа асăннă ăмăртăва çитес çул майăн 1-мĕшĕнче — Çуркуннепе Ĕç уявĕнче ирттермелле тумалла, — хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ Станислав Андреевич. — Уйрăмах спортри йыша ÿстермелле. Çамрăккисене те, ваттисене те ытларах хутшăнтарма тăрăшмалла.
— Район администрацийĕпе райхаçат эстафетинче сире, пултаруллă спортсменсене, çĕнĕ вăй, çĕнĕ ÿсĕмсем сунатăп. Пирĕн пурин те пĕр тĕллев — çĕнтерÿçĕсем ытларах пулччăр, — каларĕ саламласа ăнăçусем суннă май, “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ Иван Прокопьев. — Малалла çеç талпăнар! Пĕрле пулар!..
Майăн 4-мĕшĕнче Красноармейскинчи тĕп стадионти çăмăл атлетсен эстафетăлла ăмăртăвĕнче старта 31 команда тухрĕ. Йăлана кĕнипех ĕнтĕ, кăçал та эстафета çемьесен командисен тупăшăвĕпе пуçланчĕ. Унта Красноармейски ял тăрăхĕнчи Ананьевсемпе Терентьевсен, Прохоровсен (Чатукасси), Пантелеймоновсен (Кĕçĕн Шетмĕ) вăй виçрĕç. Çивĕч кĕрешÿре Ананьевсем (Александрпа Ирина тата вĕсен ывăлĕ Дмитрий) çĕнтерчĕç. Вĕсем 400х300х100 метрлă эстафетăра 2 минут та 26, 4 çеккунт вăхăт кăтартрĕç, иккĕмĕш хут куçса çÿрекен кубока тивĕçрĕç. Сăмах май çемье пуçлăхĕ — Александр Владимирович — РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче, мăшăрĕ — Ирина — район администрацийĕнче вăй хураççĕ, Дима гимназири 5-мĕш класра вĕренет.
Иккĕмĕшпе виççĕмĕш, тăваттăмĕш вырăнсенче — Терентьевсемпе (2.27, 1) Прохоровсем (2.29, 7), Пантелеймоновсем (2.31, 1).
Ветерансен ушкăнĕнче Кĕçĕн Шетмĕпе Пикшик ял тăрăхĕсен командисем ăмăртрĕç. Кунта 400 метрта кĕçĕншетмĕсем (6.11, 7) — пĕрремĕшсем, иккĕмĕшсем — пикшиксем (6.27, 8).
Хальхинче те ял тăрăхĕсен командисем хушшинче пикшиксем çĕнтерчĕç. Вĕсем 5х400 метрлă эстафетăна 5 минут та 52, 7 çеккунтра чупса тухма пултарчĕç. Упи ял тăрăхĕн командин кăтартăвĕ — (6.42, 6).
Кĕçĕн ушкăнра 13 команда кĕрешрĕ. Çак йышра Трак гимназийĕнчи çăмăл атлетсем чăн малтан, 6 минут та 43, 11 çеккунт кăтартса, финиша çитрĕç. Гимнази чысне Анжела Тимонова, Дмитрий Марков, Татьяна Иванова, Николай Петров, Анна Фомина тата Алексей Пантелеймонов хÿтĕлерĕç. Вĕсем пурте 9-мĕш класра вĕренеççĕ. Тренерĕ — Анатолий Сидоров. Аслă ушкăнра стартра — 9 команда. Çакăнта та çĕнтерÿçĕсем — гимназистсем.
Хăйсен ушкăнĕсенчен чи лайăх вăхăт кăтартнă Анна Яковлева (Пикшик), (1.09), Сергей Соловьев (гимнази), (0.54, 5) Владимир Михайлов (Кĕçĕн Шетмĕ), (0.57, 91), Иван Архипов (Пикшик), (0.58, 76) ятарлă парнесене тивĕçрĕç.
Ăмăрту вĕçĕнче çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе, парнесемпе, çĕнтерÿçĕ-командăсене куçса çÿрекен кубоксемпе чысларĕç.
Редакцирен: “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ эстафетăна йĕркелесе ирттерме хутшăннă ăмăртун тĕп судйине А. Лебедева, тĕп секретаре М. Голубева, район администрацийĕн ĕçченĕсене В. Даниловпа В. Никифорова, судья коллегийĕн членĕсене — Р. Мефодьева, Н. Антонова, С. Мефодьевана, К. Петрова, В. Моисеева тата Г. Васильева медицина ĕçченне, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене тав тăвать, ырлăх-сывлăх, кил ăшши сунать