02 декабря 2008 г.
2008 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Янкасри пуçламăш шкулта 100-мĕш вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. 1-мĕш класа 3 ача çÿрет. Мĕн пурĕ 1—4-мĕш классенче 13 ача пĕлÿ илет.
Çапла, Янкас шкулĕ уçăлнăранпа 100 çул çитрĕ. Сумлă, çав тери сумлă йĕр хăварчĕ асăннă шкул хăйĕн ĕмĕрĕнче. 5000-е яхăн çамрăка çирĕп пĕлÿ парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларчĕ. Вĕсенчен аслă пĕлÿ илнисем çеç 900-е яхăн. Янкас тăрăхĕнче паллă çынсем те сахал мар: академиксем — 5, профессорсем — 3, наука докторĕсем — 4, кандидачĕсем — 3, тава тивĕçлĕ ĕçченсем — 12, ордена тивĕçнисем — 15, республика шайĕнче ертÿçĕ пулнисем — 8, район шайĕнче ертÿçĕ пулса ĕçленисем — 39. Акă, сăмахран, пуçласа Трак районĕ йĕркеленсен, унăн ĕçтăвкомĕн пирвайхи секретарĕ те çак шкултан тухнăскер Никифор Игнатьевич Степанов пулнă. Районти çут ĕç пайне ертсе пыракансем те хăйсен ĕç биографийĕсене 11-шĕ Янкас шкулĕпе çыхăнтарнă. Паян район пуçлăхĕн çумĕ Николай Антонов асăннă шкулта 17 çул тимленĕ хыççăн район пуçлăхĕн çумĕ пулчĕ. Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн ертÿçи те Г. И. Юлмасова Янкас шкулĕнче вĕреннĕ, район хаçачĕн тĕп редакторĕ И. Прокопьев та — пирĕннех — Янкас шкулне 1964 çулта вĕренсе пĕтернĕ. Апла пулсан Янкас шкулĕ чăннипех те кадрсен çăл куçĕ, теме пулать.
Шкул хĕрсе ĕçленĕ çулсенче çитĕнÿсем сахал мар тунă. Ку вăл, паллах, унта еплерех ĕçченсем тимленинчен нумай килнĕ. Янкас шкулне çак çынсенчен ăнсах пынă темелле. Кашни килекен çын — кунта чăн “çемье” ăшшине туйса вăй хунă. Шкул ертÿçисем çыннăн ырă енĕсене тÿрех асăрхама пĕлнĕ, ăна малалла аталантарма пулăшнă. Ĕçне кура хисепне те тума манман: тава тивĕçлĕ учительсем — 7, халăха вĕрентес ĕç отличникĕсем — 9, республика шайĕнчи грамотăна илнисем — 15. Техслужащисем те кунта хисепре пулнă. Шкулăн çитĕнĕвĕсене ку статьяра çырса пĕтерме те çук, çапах та хăшĕ-пĕрине асăнмасăр хăвараймăн. Акă, тирпей-илем пиркиех илер, шкул килкартийĕ, сăнав участокĕ, шалти тасалăхĕ çав тери пысăк шайраччĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕсем анкетăра “Шкул тасалăхĕ” номинацие “5” паллăпа хакланă. Ачасене вĕренме, аталанма пĕтĕм услови пур. Тен, çавăнпах та районта наукăпа практика конференцийĕнче çулсеренех 16—18 ача хутшăнатчĕ. Унтан 14—15-шĕ 1, 2, 3-мĕш вырăнсене йышăнса килетчĕç. Вĕсене вара ашшĕ-амăшĕсен умĕнче чыслаттăмăр. Ачасен 60 проценчĕ “4” тата “5” паллăсемпе ĕлкĕрсе пыни те педагогсене савăнтаратчĕ.
Сăнав участокĕ районта чи лайăххисенчен пĕри пулнă. Ку вăл пĕр çул кăна мар, Янкас шкулĕ миçе çулта, çавăн чухлĕ çав участока илемлĕ тытма тăрăшнă. Уйрăмах ку енĕпе биологи учителĕсене тав сăмахĕ калас килет: В. А. Правдинана, М. М. Орлована, Н. И. Антонова, О. В. Алексеевана, кĕçĕн класра вăй хунă учительсене тата пĕтĕм коллектива.
Спорт енĕпе илсен те палăртмаллисем чылай. Паянхи кун та пирĕн шкултан пĕлÿ илсе тухнă шкул ачисем Красноармейскинчи гимназире тата 2-мĕш вăтам шкулта хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Ку вăл физкультура учителĕн Валерий Данилович Филипповăн тата унăн вĕренекенĕ пулнă, хальхи ДЮСШ тренерĕ Петр Михайлович Сергеевăн тÿпи пысăк пулнине çирĕплетсе парать. “Зарница” вăйăра та янкассем яланах малти ретреччĕ. Пĕчĕк шкул пулсан та — “тĕшшийĕ” унăн такама та тĕлĕнтеретчĕ. Грамотисем, парнисем, тав çырăвĕсем кашни мероприяти хыççăн туп-туллиехчĕ. Халĕ вĕсене архива ятăмăр. Ÿлĕм те курса савăнччăр, терĕмĕр.
Тимур юхăмĕ те шкулта республика шайне çитиччен сарăлнăччĕ. Унăн ертÿçи А. Соловьева (хальхи Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн директорĕ) пулнă. Аслă вожатăй пулса чылай çул хушши тимлерĕ. Районти шкулсенчен вожатăйсем пирĕн шкула ятарласа вĕренме килетчĕç.
Шкул ÿсĕмĕ, паллах, коллектив туслă пулнинче. Директорпа унăн çумĕ пĕр чĕлхерен пулса шкула ертсе пыни тата учительсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени, йывăр вăхăтра пулăшма васкани, савăнăçне пĕрле пайлани — çакă ĕнтĕ çитĕнÿсене тума пулăшнă.
“Ĕçне кура — хисепĕ” — теççĕ халăхра: 1986 çулта пирĕн шкула районти шкулсен ăмăртăвĕнче пур енлĕ те çĕнтернĕшĕн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавпа тивĕçтерчĕç.
1992 çулта аттестаци итогĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн шкула харпăр хăй контролĕ çине куçарчĕç.
2001 çулта республика шайĕнчи “Шкул — яла упраканĕ” конкурсра II вырăн йышăнни çинчен çирĕплетекен Диплом тата парне: спортзал валли 10 мат парнелерĕç.
Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ! Пултаракан коллектива район ертÿçисем те темĕн те шанаççĕ, иккен. Акă, 1998 çулта ялти ача сачĕн коллективне те пĕрле ертсе пыма шанчĕç. Ĕçлерĕмĕр 5 çул хушши, ачисем пирĕн шкулах килеççĕ-çке. Класс ертÿçисем те ача сачĕпе тĕплĕн паллашса шефла пулăшу пама пулчĕç. Ĕçсем ăнсах пычĕç. 2003 çул... Янкас шкулне районти вĕрентÿ центрĕпе пĕрлештерсе пĕр вĕренÿ заведенийĕ туса хуни çинчен постановлени кăларчĕç. Янкас шкулне малалла та ĕçлеттерес тĕллевпе çак шухăш патне çитрĕç ĕнтĕ район пуçлăхĕсем. 4 çул хушши çапла ĕçлерĕмĕр. Коллективсем те туслашса çитрĕç. Вăхăт иртет. Ачасен шучĕ Янкасра сахаллансах пырать. 2006 çулхи сентябрĕн 1-мĕшне тăван Янкас шкулĕнчи 5—9-мĕш класри ачасем Красноармейскинчи гимназипе 2-мĕш номерлĕ шкулта кĕтсе илчĕç.
2007 çулта вара официаллă майпа Янкасра пуçламăш шкул уçăлчĕ. Ертÿçи — Л. И. Петрова аслă учитель.
Юлашкинчен манăн Янас шкулĕнче вăй хунă, вăй хуракан учительсене, вăл шкулпа хăйсен ĕç биографине çыхăнтарнисене, унта вĕренсе тухса ăс пухнисене, пирĕн ертÿçĕсене шкулăн пысăк 100 çулхи юбилейĕ ячĕпе ăшшăн саламлас, çирĕп сывлăх, тулли ăраскал, илĕртÿллĕ пуласлăх сунас килет. Янкас ялĕнче шкул пур, апла пулсан ялăн пуласлăхĕ те, аталанăвĕ те куç умĕнчех. Çапла пултăр!