Красноармейское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕлĕк нушаланнă, халь — ырлăхра

09 декабря 2008 г.

Ноябрĕн 28-мĕшĕнче Красноармейски ял тăрăхĕнчи чи аслă çулсенчи çынсенчен пĕри Е. И. Иванова çуралнă кунне паллă турĕ. Вăл 95 çул тултарчĕ.

Ватă çын юбилейне паллă тума районти ĕçлĕ çынсем те пынă. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен Красноармейскинчи центрĕн директорĕ А. П. Никитин Екатерина Ивановнана район пуçлăхĕн, асăннă центр дирекцийĕпе район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн Тав çырăвĕсене пачĕ. Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ В. А. Трофимов хăй вăхăтĕнче ял хуçалăхĕнче ырми-канми вăй хунăшăн тата 95 çул тултарнă ятпа Е. Иванована хисеп грамотипе чысларĕ, хаклă парне пачĕ. Çавăн пекех асăннă ял тăрăхĕн Янкас енчи ветерансен канашĕн председателĕ В. С. Сергеев ырлăх-сывлăх сунса, Тав çырăвĕпе пĕрле пĕчĕк парне кÿчĕ. Куç курманнисен обществин Çĕрпÿри организацийĕн ертÿçин çумĕ В. М. Марков хисеплĕ ватăна парне — “Калаçакан сехет” —парса чыс турĕ.

Хăйне çавăн пек хисеплесе ыр тунăшăн кинеми пурне те тав турĕ. Малтан савăннине пытараймасăр, юрласа ячĕ, кайран кăштах макăрса та илчĕ. Пурăнса ирттернĕ вăрăм кун-çулне аса илчĕ пулас. Кăçал çĕре кĕнĕ йăмăкĕшĕн — Зинăшăн — кулянни те иртмен-ха. Хăйне тата нумай пурăнма ыр суннине те ăш пиллĕн йышăнчĕ. Ăшчикрен нихçан та аптраманскер татах та нумай пурăнасса шанас килет.

Чăваш Республикинчи истори архивĕнчен илнĕ хут тăрăх, Е. И. Иванова 1913 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи Вутлан ялĕнче çуралнă. Ăна ноябрĕн 17-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕри Введенски чиркĕвĕнче ят хурса шыва кĕртнĕ. Çĕнĕ стильпе — ноябрĕн 28-мĕшĕнче çуралнă тесе свидетельство панă. Паспортра та çав датăпах. Сăмах май, ăна анчахрах çĕнĕрен тутарнă. Ашшĕ — Иван Михайлов, амăшĕ Агапия Данилова ятлă пулнă.

Екатерина (ялта ăна Кĕтьок тесе чĕнеççĕ) çулталăка çитсен ашшĕ империализм вăрçине тухса кайнă та — таврăнайман. Кĕтьока амăшĕпе аслашшĕ — Михал пăхса ÿстернĕ. Шкулта 4 класс лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн тÿрех хресчен ĕçне кÿлĕннĕ. Çемьери ачасенчен асли пулнăран, унăн ачаллах тĕрлĕ ĕçсенче пиçĕхме тивнĕ: суха тунă, сÿреленĕ, тырă акса çитĕнтернĕ, кĕркуннепе пухса кĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă.

Вутланта пĕрремĕш ял хуçалăх артелĕ чăмăртансан — унта чи малтан кĕрекенсенчен пĕри пулнă.

Чăваш çĕр-шывĕнчен аякра пулма та тивнĕ ăна: пĕрремĕш хут — выçлăх çулсенче Минскри ачасен çуртĕнче, унтан хĕр чухне пĕр хушă Инçет Хĕвелтухăçĕнче пулă тирпейленĕ çĕрте тăрăшнă. Çав вырăнсенче пулни ăна вырăс чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшнă. Вăл халĕ те чылай чухне калаçура вырăс сăмахĕсемпе усă курать. Ăна кура мăнукĕсем те вырăсла калаçма хăнăхаççĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçă тухас умĕн Е. Иванова Çĕньял Упири Владимир Фомич Волкова качча тухнă. Унпа 1941 çулхи сентябрьте çырăннă. Анчах мăшăрсем нумай пурăнайман. Мĕншĕн тесен Екатеринан кĕçех упăшкине вăрçа ăсатма тивнĕ, ăна каялла кĕтсе илеймен. В. Волков 1943 çулхи августăн 23-мĕшĕнче пĕр çапăçура пуçне хунă. Ăна Орел облаçĕнчи Мценск районĕнчи Пахомово ялĕнче тăванла масар çине пытарнă. Çапла Екатерина вилнĕ салтак арăмĕн сăваплă ятне паянхи кун та упраса пурăнать.

Е. Иванова пĕчченех çĕнĕ кил-çурт çавăрнă, пĕртен-пĕр хĕрне çитĕнтернĕ.

65 çула çитиччен вăл тăван колхозра — Çĕньял Упи бригадинче тĕрлĕ ĕçсенче вăй хунă. Йывăр та яваплă çĕре яланах ăна шанса янă. Ахальтен мар ĕнтĕ Екатерина Иванована кунти бригадăпа фермăна нумай çул ертсе пынă Елизавета Герасимова халĕ те ырăпа асăнать. Е. Иванована 1976 çултах “Ĕç ветеранĕ” медальпе чысланă.

Шел, пурăна-киле унăн куçĕсем хавшама пуçланă. Каярахпа вăл пачах курми пулнă. 1977 çулта ăна 1-мĕш ушкăнри инвалидсен йышне кĕртнĕ. Çавăнтанпах Екатерина Ивановна куç курманнисен обществин членĕ шутланать. Çапах та 80 çула çитиччен хăйĕн килĕнчех пурăнса ирттернĕ. Пĕччен питĕ нушаллă пулнăран, хĕрĕпе кĕрÿшĕ ăна хăйсем патне — Янкаса илсе килнĕ. Вун пилĕк çул ĕнтĕ Е. Иванова вĕсен хÿттинче. Людмилăпа Николай Ершовсем ăна лайăх пăхаççĕ. Çавăнпа ĕмĕрĕ те вăрăм пулчĕ пулĕ.

Иртнĕ кунсенче Екатерина Ивановна çуралнăранпа 95 çул çитнине Янкасра йышпа паллă турĕç. Ăшă салам сăмахĕсем нумай пулчĕç ун ячĕпе.

Уяв кĕрекинче самаях пысăк йыш пулчĕ: Кĕтьок кинемин пĕр хĕрĕнчен 16 çын хушăнни мĕне тăрать?! Унăн 5 мăнук, мăнукĕсен 10 ача, кĕçĕн мăнукĕн те хĕр ача пур. Уява килейменнисем телеграммăсем ярса саламланă. Эпĕ те, вĕсем çумне пĕрлешсе, Екатерина Ивановнана тата нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429620, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Красноармейское, ул.Ленина, д. 93
Телефон: 8(83530) 2-19-85
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика