28 ноября 2008 г.
Красноармейски урамĕнче час-часах асăрхатăп ăна. Сылтăм аллипе шĕшкĕ туя тытнăскер, кăштах уксахлать. Ярса пусмассерен тайăла-тайăла илет. Сывмар ури çапла хĕн кăтартать-çке 76 çулхи хĕрарăма.
Хальхинче те курнăçрăм унпа. Тĕп пасара çитсе тухнă-мĕн Клавдия Петровна Петрова. Аллинчи пысăках мар сумкăпа хăй.
— Сывлăх мĕнлерех, Клавди инке? Ачисем сывах-и? — терĕм ăна. — Чирлес мар çеç.
— Сывлăхĕ-мĕнĕ… Куратăн вĕт… Хуллен-майĕпен кăштăртататăп, — тăпах чарăнчĕ ватă.
Кам-ха вăл Клавдия Петрова? Ялти пек каласан, Клавди инке… Паллаштарам. Клавди инке Çырмапуç Карай ялĕнчен. Кунта 27 çул сĕт-çу ферминче ĕçленĕ. Доярка пулнă. Урасенчен резина атă кайман унăн. Çавна пулах урисем сусăрланнă. Ватлăхра кил-çуртра пĕр-пĕччен юлнăран Красноармейскине куçса килнĕ. Малтанлăха тăватă çул Янкасра пÿрт туянса пурăннă пулнă. Ун хыççăн тăватă çул — Красноармейскинче.
К. Петрован пĕртен-пĕр хĕр. Ира ятлă. Кĕрÿшĕ — Юрий Иванов — электрик.
Клавди инке Первомайски урамĕнчи 44-мĕш çуртра пурăнать. Ырлăх-сывлăх сире, Клавди инке.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)