12 сентября 2008 г.
Иртнĕ çул эпир “Çеçпĕл” сад-яслин 20 çулхи юбилейне паллă турăмăр. Пĕр енчен, пысăк датах мар ĕнтĕ. Тепĕр енчен, икĕ теçетке çул хушшинче миçе пепкене шкул сакки валли хатĕрлесе паман-ши пирĕн учреждени?
Юлашки çулсенче эпир те вăхăт таппипе тан пыма тăрăшатпăр. “Вĕрентÿ” наци проектне пурнăçа кĕртес тĕллевпе пирĕн сад-ясли коллективĕ те сахалах мар ĕç туса ирттерчĕ. Эпир темиçе çул ĕнтĕ “Уçă общество” институтăн проектне хутшăнатпăр.
Пирĕн коллективри кашни воспитателĕнех аслă пĕлÿ пур. “Çеçпĕлте” ачасен сывлăхне сыхлама тата упрама мĕн пур условисем туса панă. Пирĕн сад-яслире “Здоровячок” программа ĕçлет. Ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе тÿлевлĕ майпа çăмăллăхсем пур. Унта ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе кулленхи ĕçре кирлĕ вăл е ку оборудование туянатпăр.
“Çеçпĕл” сăмаха асăнсанах пирĕн ума чи малтан çурхи сивве пăхмасăр вăрмана илем кÿрекен хитре чечек тухса тăрать. Тепĕр енчен илсен, хамăрăн ача-пăча сачĕн ячĕ те пирĕн коллектива пепкесене тăван чĕлхепе калаçтарма, чăваш чĕлхине юратма, хисеплеме, чăваш совет поэзийĕн никĕсне хываканĕн, кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн Çеçпĕл Мишшин халалĕсене куллен асра тытма хистет пек.
“Çеçпĕлти” 4 ушкăна 80-а яхăн пепке çÿрет. Тишкерсен, вĕсенчен чăвашла пуплекенсене алăри пÿрнесем çинче те шутлама пулать. Ачапа чăвашла калаçма килте, мĕн пĕчĕкрен пуçламалла. Паян вара эпир еплерех ÿкерчĕк куратпăр-ха. Вĕсен пуплевĕнчен “анне”, “атте”, “асанне”, “асатте” сăмахсем вуçех тухса ÿкрĕç, вĕсен вырăнне “папа”, “мама”, “бабушка”, “дедушка” сăмахсем тымар ячĕç. Ирсерен ачисене сад-яслие ăсатса хăварнă чухне те ашшĕ-амăшĕнчен пĕр чăваш сăмахĕ те илтейместĕн.
Юлашки çулсенче пирĕн пурнăçа çĕнни чылай кĕчĕ. Халĕ нумай çемьесенче компьютер, тĕрлĕрен видеоаппаратура пур. Пĕчĕккисем вĕсемпе каллех чăвашла пĕр юмах та, мультфильм та кураймаççĕ. Шупашкартан район центрне килекен пукане театрĕн спектаклĕсем те чылай чухне вырăсла пулаççĕ. Çавăнпа та садикре концерт программине чăваш юррине кĕртес пулсан, кама юрлаттарас пирки чылай шухăшлатăн.
Хулари сад- яслисенче ют çĕр-шыв чĕлхине кĕçĕн çулсенчен пуçласа вĕрентес тĕлĕшпе ятарласа специалист тытаççĕ. Пирĕн садиксенче тăван чĕлхене вĕрентес тĕлĕшпе ятарлă штат пăхман. Вăл пулсан та унран витĕмлĕ усă пулĕ-ши?
Эпĕ хам Чăваш Республикин кăнтăр районĕсенчен пĕринче çуралса ÿснĕ. Чăваш чĕлхи — маншăн тăван чĕлхе. Ачасем юратнă чĕлхепе калаçманни — манăн чун ыратăвĕ.