Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурсра Карайри Сергеевсем сентерчес

03 июня 2008 г.

 

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчи каçхине халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче, Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалласа, “Çулталăкри çемье-2008” районти конкурс иртрĕ. Унта 5 çемье хутшăнчĕ.

Вĕсене социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Л. Киселев тата “Единая Россия” политика партийĕн Красноармейскинчи вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи З. Долгова (вăлах жюри председателĕ те) саламласа ыр сунчĕç. Красноармейски ял тăрăхĕнчи Васильевсемпе Алексеевсен, Чатукассинчи Михайловсен, Карайри Сергеевсен, Кушкăри Васильевсен çемйисен тĕрлĕ 5 конкурс витĕр тухма, хăйсен пултарулăхне кăтартма тиврĕ. Мĕнех калăн, кашниех маттур та сатур вĕсем. Анчах та конкурс конкурсах çав: сумлă жюри çĕнтерÿçĕ çемьене те палăртрĕ. Ку чыса Карайри Сергеевсем тивĕçрĕç. Кил хуçи — Юрий Михайлович — “Караево” ял хуçалăх производство кооперативĕн водителĕ, мăшăрĕ — Людмила Николаевна — ялти ватăсен çуртĕнчи социаллă ĕçчен. Пилĕк хĕр — Таня, Оксана, Алена, Света тата Кристина — Сергеевсен, кашниех мĕнпе те пулин интересленет. Оксана, калăпăр, ÿкерме кăмăллать, унăн ÿкерчĕкĕсене пăхса тăранмалла мар, мĕн чухлĕ илемпе ырăлăх вĕсенче.

Ытти çемьесене те парнесемсĕр хăвармарĕç, тĕрлĕ номинацисен çĕнтерÿçисем тесе йышăнчĕç, дипломсемпе чысларĕç. Çемьесене Карай, Мăн Шетмĕ тата Чатукасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В. Семенов, А. Федоров, Г. Михайлов та (сăмах май, Геннадий Валентинович сцена çине хăйĕн çемйипе тухса конкурсра та тупăшрĕ) парнесем кÿчĕç. З. Долгова çемьесене “Единая Россия” партин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ.

Тăхтавсем вăхăтĕнче вара райцентрти искусство шкулне çÿрекенсем — ташăсемпе, Лена Павлова, Татьяна Николаева, Кушкăри Артур Васильев (хăйсен çемйи йышĕнче те маттур пулчĕ вăл, юрăсем те кĕвĕлет), халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче ĕçлекен Н. Николаева юрăсемпе савăнтарчĕç.

Юлашкинчен çакна калассăм килет. Конкурс, пĕтĕмĕшле илсен, курăмлă, асра юлмалла иртрĕ. Çапах та вăл палăртнинчен 35 минут юлса пуçăнчĕ. Паллах, вырăнлă мар ку: куракана хисеплемеллех. Тата. Пирĕн Трак енре пурĕ 2200 çемье. Нивушлĕ сцена çине хăпарма тивĕçлĕ, маттур, сатур, патвар та пултаруллă çемьесем çÿлерех асăннă ял тăрăхĕсенче çеç-ши? Ытти çĕртен вĕсем килменшĕн, конкурса хутшăнманшăн, тен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем айăплă?

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика