Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социалла чи лайах есчен

25 апреля 2008 г.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Карай ял тăрăхĕн территорийĕнче, Сурăм вăрманĕн илемлĕ уçланкинче, Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа, “Социаллă чи лайăх ĕçчен” районти конкурс иртрĕ.

Ăна “Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен Красноармейскинчи центр” республика патшалăх учрежденийĕн директорĕ А. П. Никитин уçрĕ. “Халĕ Карайри тата Чатукассинчи ватăсемпе инвалидсем вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсенче социаллă 8 ĕçчен тăрăшать. Унсăр пуçне ватăсене килĕсенче тата 120-ĕн пăхса тăраççĕ. Пурте “Ырă ĕçсĕр — пĕр кун та” девизпа вăй хураççĕ. Çăмăл тивмест вĕсене пĕртте, мĕншĕн тесен социаллă ĕçчен вăл — педагог та, психолог та, медицина ĕçченĕ те, ытти професси çынни те”, — палăртрĕ Алексей Петрович.

Конкурса вара хальхинче Чатукассинчи Ирина Кузьминична Яковлева, Вера Львовна Михайлова, Светлана Валерьяновна Петрова, Ираида Петровна Никифорова, Карайри Раиса Геннадьевна Федотова, Антонина Георгиевна Петрова, Людмила Николаевна Сергеева социаллă ĕçченсем хутшăнчĕç. Вĕсене çавăн пекех районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Л. А. Киселев тата РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи А. В. Петрова саламларĕç, пурнăçра ырă сывлăхпа телей, ĕçре чăтăмлăхпа ăнăçу сунчĕç.

Социаллă ĕçченсем “Саламлани”, “Манăн професси”, “Килти ĕç: апат-çимĕç хатĕрлесси”, “Ыйту — хурав”, “Пурнăç çулĕпе — юрăпа”, “Ĕçри кăткăс лару-тăруран тухасси”, “Ах, ылтăн çак алăсем” конкурссенче тупăшрĕç, хăйсен пултарулăхĕпе çаврăнăçулăхне, маттурлăхĕпе сатурлăхне май пур таран кăтартма тăрăшрĕç. Вĕсен ăсталăхне ятарлă жюри тимлĕн сăнарĕ (унăн йышĕнче Альбина Валерьяновнапа (председатель) Леонид Аркадьевичсăр пуçне центр специалисчĕсем Н. Н. Чаховская, С. П. Мефодьева тата Л. В. Данилова кĕчĕç).

Акă, хумхануллă самантсем конкурсанткăсемшĕн хыçра ĕнтĕ. Вĕсем пурте дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç. Чатукассинчи В. Михайлована вара кунсăр пуçне “Социаллă чи лайăх ĕçчен” хĕрлĕ хăюпа та чысларĕç. Вера Львовна Трак ен чысне республикăри конкурсра хÿтĕлĕ. Ăнăçусем сунатпăр ăна. “Ветерансен чи лайăх çурчĕ” кубока тата парнене (сысна çурине), пĕлтĕрхи евĕрех, чатукассисем (заведующийĕ С. Н. Матвеев) тивĕçрĕç.

Тăхтавсем вăхăтĕнче пухăннисене Упири, Чатукассинчи тата Карайри культура ĕçченĕсем (ертÿçисем — Р. Осипова, В. Николаева, А. Алексеев) хăйсен çепĕç юррисемпе савăнтарчĕç.

Ветерансен çурчĕсем, чăннипех те, пысăк ĕç тăваççĕ. Ватăсене хисеп туса ыр кăмăллăхпа палăракансен йышĕ те ÿсет. Ав, “Рыба Плюс” пĕрлешÿ (ертÿçи В. Г. Григорьев) карайсене — 15 тÿшек, 20 килограмм пулă, “Пятилетка” пĕрлешÿ (В. А. Афанасьев) — 5 пин тенкĕ укçа, ялти ватăсем 10 килограмм сухан, Красноармейскинчи В. М. Иванов ĕç ветеранĕ тĕрлĕ тĕспе кăтартакан “Горизонт” телевизор, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, Мăн Шетмĕ вăтам шкул директорĕ А. И. Васильев тумтирсем панă. Ку хутĕнче те, ав, Карайри ватăсен çурчĕн библиотеки вуншар кĕнекепе пуянланчĕ. Ырă çынсен йышĕ татах та пысăкланасса шансах тăратпăр.

Конкурс социаллă ĕçченсен гимнне пурте пĕрле юрланипе вĕçленчĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика