21 марта 2008 г.
Çитсе курман-и эсир Çĕньял Карая? Тăрăшуллă та ĕçчен çынсем пурăнаççĕ кунта. Сăпайлăхĕ те, пултарулăхĕ те куç умĕнчех. Çав йышра манăн ыттисемпе пĕрлех Прокопьевсене те ырăпа асăнассăм килет. Çав тери ырă чунлă, ĕçчен пулнипе палăраççĕ иккĕшĕ те — Галинăпа Герман Прокопьевсем.
Çакна пĕр тĕслĕхпе кăна çирĕплетем эпĕ. Акă, Карайри ватă çынсен çуртĕнче пурăнакансемшĕн вĕсем — кĕтнĕ хăнасем. Хальхинче те пушă алăсемпе килмерĕç хăйсен тусĕсем патне. Прокопьевсем çак хăтлă çуртра хÿтлĕх тупнă çынсене кил-çуртра усă курнă кĕпе-тумтире килсе пачĕç. Эх, епле савăнчĕç ватăсем…
— Эсир яланах çирĕп те сывă пурăнăр. Сире кашнине Турă вăрăм кун-çул патăр, — терĕç Галина Семеновнапа Герман Васильевич Прокопьевсем.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)