Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансен çуртне пулăшу пачĕ

15 января 2008 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Н. В. Федоров 2008 çула Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе пĕлтернине пирĕн районта тулли мар яваплă “Пятилетка” пĕрлешÿ директорĕ В. Афанасьев малтисенчен пĕри ырласа йышăнчĕ. Виталий Алексеевич Карайри ватăсен çуртне вырăн таврашĕ туянма 5 пин тенкĕ парса пулăшрĕ. Çавна май кунта 2007 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче савăнăçлă пуху иртрĕ. Пухăва Виталий Алексеевич та хутшăнчĕ, ватăсен çуртне укçа панă май, хăйшĕн ветерансен нуши-терчĕ яланах çывăх пулни, вĕсене пулăшу кÿме хатĕрри çинчен пĕлтерчĕ.

Ăна Карайри ватăсен çурчĕн заведующийĕ В. Малинин куншăн ăшшăн тав турĕ. “Сирĕн евĕр çынсем пурришĕн чунтан савăнатăп, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче вĕсем нумайрах пулччăр”, терĕ Владислав Михайлович.

Виталий Алексеевича ырă кăмăллăх кăтартнăшăн ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин “Халăха социаллă пулăшу паракан Красноармейскинчи центр” республика патшалăх учрежденийĕн директорĕ А. П. Никитин, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Л. А. Киселев, Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. И. Семенов тав сăмахĕсем каларĕç. Леонид Аркадьевич ăна Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Виталий Алексеевич, чăн та, ырă кăмăллăхпа пĕрре çеç мар палăрнă, палăрать те. Вăл “Пятилетка” пĕрлешĕве 2003 çулхи декабрьте уçнă. Вĕсем çине тăнипе 12 яла çут çанталăк газĕ çитернĕ. Çулталăк каялла вара “Шупашкар — Красноармейски — Пайсупин” маршрутпа пĕрер автобуспа “Газель” микроавтобус çÿретме тытăннă. Халăх çакăнпа питех те кăмăллă, ăна тав сăмахĕсем калать.

 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика