09 октября 2007 г.
Карайри ватă çынсен çуртĕнче халь 13 çын хÿтлĕх тупнă. Кунта Ватă çынсен кунне октябрĕн 1-мĕшĕнче районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Л. Киселев, социаллă пулăшу паракан районти центр директорĕ А. Никитин, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи А. Петрова, РФ Финанс министрествин Федераллă казначейство Управленийĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Г. Иванов тата Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Семенов хутшăнчĕç, пухăннисене Ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламларĕç. Карайри ветерансен çурчĕн заведующийĕ В. Малинин тĕл пулăва хутшăннă кашни ветерана Чăваш Республикин Президенчĕн Н. Федоровăн Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунĕ ячĕпе янă саламлă телеграмма-çырăвне пачĕ. Унтан пурте районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕнчи Гурий Дубровпа Георгий Ефимов хут купăс каласа, параппан çапса юрланипе ташланине пăхрĕç. Уявра çуралнă кун ячĕпе Иустиния Александрова тата ноябрь уйăхĕнче сакăр вунă çул тултаракан Виталий Михайлов ячĕсемпе ăшă сăмахсем пулчĕç. И. Александрова — Çирĕклĕ ялĕнче, В. Михайлов Пайсупинра çуралса ÿснĕ. Ку тăрăхра Виталий Михайлович агрономра вăй хунă. Ял-йышра хисеплĕ çынсен йышĕнче вăл.
Юлашкинчен уява пухăннисем сĕтел хушшине вырнаçрĕç, тутлă апат-çимĕç, кукăль астиврĕç.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)