Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти конкурссенче

06 июня 2007 г.

Майăн 24-мĕшĕнче “Караево” ЯХПК никĕсĕ çинче машинăпа ĕне сăвакан операторсемпе ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсен районти конкурсĕ иртрĕ. Ку ахальтен мар ĕнтĕ, ыттисене кăтартмалли, вĕренмелли Кÿлхĕрринчи сĕт-çу комплексĕнче чылай, çулленех сĕт нумай сăваççĕ, çакăн тупсăмĕ ĕнесене тулăх тăрантарнинче, сĕт антарма пулăшакан выльăх кăшманне акса тунинче, сăмах май вăл кăçал та июнĕн 10-мĕшĕчченех çитерме çитет, терĕç, продукцие чи паха сортпа патшалăха ăсатаççĕ, кĕтÿпе лайăх ĕçлеççĕ, тата ытти те.

Пĕрремĕш конкурсĕнче 4 (“Досаевопа” “Янмурзино”, “Красное Сормовопа” “Караево”) хуçалăхри 6 доярка тупăшрĕ.

Малтанах вĕсен ĕне сăвассипе (ĕнене, ăна сумалли аппарата ĕçе хатĕрлесси тата сăвасси) хăйсен пултарулăхне кăтартмалла пулчĕ. Кунта “Красное Сормово” хуçалăхри Елена Васильева хăйĕн ăсталăхне туллин кăтартрĕ.

Унтан вĕсен ĕне сумалли аппарата сÿтсе пухмалла пулчĕ. “Красное Сормово”, “Караево”, “Досаево” хуçалăхсенчи Елена Васиьевапа Глафира Федорова, Зоя Константинова дояркăсем çивĕчрех пулчĕç. Çак операцие нормăпа пăхнинчен хăвăртрах тата тĕрĕс пурнăçларĕç.

Юлашкинчен конкурсантсем хăйсем туртса кăларнă билетсенчи ыйтусене хуравларĕç. Виçĕ енлĕ кĕрешÿ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ: конкурсра 94 балл пухса “Караево” ЯХПКри Глафира Валерьяновна АНТОНОВА çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшĕнче 90 балпа Елена Васильева (“Красное Сормово”), виççĕмĕшĕнче — Зоя Константинова, 88 балл (“Досаево”).

Техник-осеменаторсен конкурсĕ те çивĕч кĕрешÿре иртрĕ. Вĕсем ку хутĕнче 4-ăн çеç пулчĕç. Яланхи пекех, “Караево” ЯХПКри Елена ЕГОРОВА лайăх пĕлÿпе палăрчĕ. Унăн ĕçри кăтартăвĕсем те лайăх. Вăл 100 ĕне пуçне 88 пăру илнĕ. Практикăлла ĕçсене те пысăк ăсталăхпа пурнăçларĕ. Çапла Елена Захаровна, 89 балл пухса, черетлĕ хут çĕнтерчĕ. Николай Григорьев (ветстанци) техник-осеменатор ĕçĕнче пуян опыт пухнă. Вăл тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă, 70 урлă каçнă. Çапах та хăй ĕçĕпе халăха ырă тума тăрăшать. Николай Григорьевич — иккĕмĕш, Фаина Васильева (“Красное Сормово”) виççĕмĕш призерсем пулса тăчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене район администрацийĕн хисеп грамотисемпе тата укçан премисемпе чысларĕç. Конкурса хутшăннă кашни ĕçченех преми парса хавхалантарчĕç. Юлашкинчен вĕсене “Караево” хуçалăх тутлă шÿрпепе, техĕмлĕ компотпа хăналарĕ.

Г. В. Антонова дояркăпа Н. Г. Григорьев техник-осеменаторăн халĕ июньте Пăрачкав районĕнче иртекен республикăри конкурсра район чысне хÿтĕлемелле пулать.Унта та вĕсене хăйсен ăсталăхне туллин кăтартма ырлăх-сывлăх сунар.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика