Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Юратнă ялăм, Кỹлхĕрри”

15 мая 2020 г.

Çуркуннен тĕп уявĕсем умĕн вулакан патне “Юратнă ялăм, Кỹлхĕрри” ятлă кĕнеке çитрĕ. Авторĕ — районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн çывăх тусĕ, райхаçатăн Карай тăрăхĕнчи общество корреспонденчĕ, ку тăрăхри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн ертỹçи Галина Егорова. Типографи сăрĕн шăрши кайса пĕтмен кĕнекепе паллашма тỹр килчĕ мана. Кĕнеке ЧР Писателĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕн Гурий Дубров-Кăмакал Курккин Кỹлхĕрри Карай ял ĕçченĕсене сума сунă "Ырă сунса чыслар" сăввипе уçăлать. Сурăм тăрăхне: шывне, вăрманне... Илем кỹрекен кунта сахал мар. Мухтав вĕсене — чун варлисене, Хайлавсем çырса, ыр сунса чыслар! — тет автор. Г. Егорова кĕнекен ум сăмахĕнче çакна палăртать: "Тăван ялăм пирки уйрăм кĕнеке кăларас шухăш ман пуçра тахçанах çỹренĕ. Пĕррехинче районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) пĕрлехи пухăвĕнче ларатпăр. Манăн пĕлĕшĕм, Упи тăрăхĕнчи ватăсен канашĕн председателĕ Ю. Леонидова алăри пуç пỹрни хулăнăш кĕнеке тыттарчĕ. "Манăçми ялăм, Янмурçин" ятлă вăл. Тĕплĕн паллашрăм эпĕ унпа. "Сирĕн тăрăх та истори тĕлĕшĕнчен манăçми, çыннисем мĕне тăраççĕ, çавна тахçанах уйрăм кĕнекере калăплама вăхăт", — терĕ Юлия Константиновна. Çакăн хыççăн ĕçе тытăнтăмăр. Мăн Çавалпа Шетмĕ юхан шывĕсем тăрăхĕнче ларакан ялсем пирки тухнă кĕнекесемпе чылай паллашрăм". "Çак пысăках мар кĕнекене Кỹлхĕрри ялĕпе унăн çыннисене халлалатăп. Красноармейски районне йĕркеленĕренпе — 85, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа — 75, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнĕ çулталăкра манран пĕчĕк парне пултăр", — çырать малалла Галина Ивановна. — Кỹлхĕрри ялĕн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр, хастарĕсенче ырă ĕç патне ăнтăлас кăмăл-туйăм иксĕлми шывлă çăл куç евĕр тапса тăтăр. Малашлăх пур санăн, юратнă ялăм". Кỹлхĕрри — Карай ял тăрăхне кĕрекен ял. Историре палăртнă тăрăх, ăна 1700 çулсенче йĕркелесе янă. Асăннă ял Кỹлхĕрри кỹлли хĕрринче ларать. Кунта пурăнакансем — чăвашсем, патшалăх хресченĕсем 1866 çулччен çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, ал ĕçĕпе, кĕпе-тумтир çĕлессипе пурăннă. ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче кунта икĕ кĕрпе арманĕ пулнă. 1929 çулта Войков ячĕллĕ хуçалăх йĕркеленнĕ. Кỹлхĕррисем Етĕрне уесĕнчи Асакасси вулăс, Элĕк, Çĕрпỹ районĕсен йышĕнче тăнă. Ял ячĕ кỹлĕ ячĕпе пуçланса кайнă пулас. Кашни ялăн хăйĕн историйĕ, кун-çулĕ. Ăна çыраканĕсем вара — кунта çуралса ỹснĕ çынсем, хура-шурне курнă аслă ăру çыннисем. Кỹлхĕрри Карай ялĕ питех те илемлĕ вырăнта ларать. Çав хитре те çуталса, сарăлса выртакан Кỹлхĕрри кỹлли мĕне тăрать. Çуллахи кунсенче кунтан ача-пăча, хуларан канма килнисем уйрăлма пĕлмеççĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Кỹлхĕррисем çĕршыв историйĕнче уйрăм пĕчĕк вырăн йышăнаççĕ. Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçи алăкран шаккасан Кỹлхĕррисем те карр! тăнă. Ялтан 70 ытла çын фронта ăсаннă. 41 çын вăрçă хирĕнче вырт-са юлнă. Кĕнеке Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарас умĕн вулакан патне çитнĕ. Çавна май унта вăрçă хирĕнче пуçне хунисен, хыпарсăр çухалнисен тата фронтран киле таврăннисен ячĕсене уйрăммăн палăртнă. "Вĕсен ячĕ вилĕмсĕр" материала та куççуль кăлармасăр вулаймăн. Кỹлхĕрри хăйĕн ĕçчен, пултаруллă, историе кĕрсе юлнă çыннисемпе мухтанма тивĕç. Кам кăна тухман пулĕ кунтан? Акă, "Россия" колхоза вăр-çăпа ĕç ветеранĕ, В. Ленин тата ытти орденсен кавалерĕ, Чăваш АССРĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е. Лукин ăнăçлă ертсе пынă. Егор Лукич пултарулăхне пула Карайсем 70-мĕш çулсенче республикипех палăрнă. Каярах ун ĕçне В. Платонов хастар малалла тăснă. Анчах Виталий Николаевичăн кун-çулĕ кĕске килнĕ. Вĕсен сăнарĕсем кĕнекере туллин сăнланнă. Кỹлхĕрринчи Кузьминсен, Петровсен, Федоровсен, Димитриевсен, Куприяновсен, Ивановсен, Степановсен, ыттисен çемйисем ырăпа палăраççĕ. Вĕсем пирки те кĕнекере вуласа пĕлме пулать. "Çак кĕнекене хальхи яш-кĕрĕм валли çыртăм пулĕ тетĕп, — палăртать Г. Егорова. — Вĕсен шăпах аслă ăрун ĕç-хĕлне малалла тăсмалла, хăйсен йăхĕнчи кашни çыннăн кун-çулне тĕпчесе пĕлмелле". Кĕнекере ку ялтан Афганистанри, Чеченпе Дагестан Республикисенчи хаяр тытăçусене хутшăннă яшсем пирки каласа кăтартнă, сăн ỹкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Кĕнекере Кỹлхĕррин маттур та пултаруллă çыннисен сăн ỹкерчĕкĕсене вырăн панă. Çăмăл чĕлхепе вуланаççĕ кĕнекери материалсем. Вĕсене вуланăçемĕн вулас килет. Ăна Ю. Борисов журналист редакциленĕ, ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин "Çĕрпỹ издательство çуртĕнче" пысăках мар тиражпа пичетленĕ. Унпа тĕплĕнрех паллашас тесен авторпа хăйĕнпе 89279932202 телефонпа çыхăнмалла. Г. Борзин.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика