08 мая 2020 г.
Çĕнтерỹ уявĕ — чи паллă праçник пирĕншĕн, мĕншĕн тесен тертпе те нушапа, куççульпе те хурлăхпа çитнĕ вăл пирĕн пата. Çавна май чĕремри туйăмсемпе пуçăмри шухăшсене шурă хут çине çырас терĕм. Çак йĕркесене тăван аттене халаллатăп. Манăн атте — Прокопий Алексеевич Алексеев Трак тăрăхĕнчи Çырмапуç Карай ялĕнче 1910 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Алексей Григорьевич Григорьевпа Екатерина Архиповна Архипова çемйинче çуралса ỹснĕ. Çитĕнсе яшлансан Типçырма хĕрĕпе Мария Харитоновна Харитоновăпа çемье çавăрнă, тăван килĕнчен уйрăлса тухса пỹрт-çурт çĕкленĕ. Çамрăк çемьере ача-пăча та çуралнă, йыш хушăнса пынă. 1930 çулта Валентина, 1935 çулта — Юлия, 1941 çулта эпĕ — Иван — çут тĕнчене килнĕ. Çемьере тата 2 ывăл та пулнă-ха — Константинпа Çемен. Анчах усал чир-чĕре пула арçын ачасем нумаях пурăнайман. 7 çула çитсен Константин, ун хыççăнах Çемен çĕре кĕнĕ. Эх, епле çуннă пуль çав хурлăхлă самантсенче атте-апай чĕри! Татах ывăл çураласса атте чăтăмсăррăн кĕтнĕ, мĕншĕн тесен ывăл — йăх-несĕл тăсăмлăхĕ. Авалхи çынсем усал-тĕселтен хăраса тăнă, çавăнпа та 1941 çулта эпĕ çут тĕнчене килсен, атте ывăлĕсене туртса илнĕ усал вăйсене улталама шухăш тытнă. Ĕлĕкренех вĕт ача-пăча тĕрĕс-тĕкел ỹстĕр тесе, усал-тĕселе аташтарас тĕллевпе чăвашсем пепкисене иккĕллĕ ятсем панă — Юман, Чĕкеç, Çỹппи... Мана вара иккĕллĕ ят паман, пачах урăхла — хушамата улăштарнă. Мăнаçлă кайăк, ăмăрт кайăк — хушамат пулса тăнă. Çемьери хĕрсен хушамачĕ атте ячĕпе — Прокопьева пулнă, манăн вара — Орлов. Тен, çакă пулăшнă-и, чăнах та, çемьери пĕртен-пĕр ывăла, паян кун та пурăнатăп-ха. Атте ăшшине, тĕрекне туймасăрах ỹсмелле пулчĕ пирĕн, вăрçă ачисен. Вăрçă пуçланнă çулхи кĕркунне Çырмапуç ялĕнчи Прокопий Алексеев тимĕрçĕн те ят тухать. Çар ĕçне-хĕлне Çĕрпỹ хулинче вĕрентнĕ. Вăрçă хирне кĕрсен нумаях та çапăçайман атте, 1942 çулхи çуркунне хыпарсăр çухалнă. Пирĕн çемье аттерен илнĕ виç кĕтеслĕ икĕ çырăва, сăн ỹкерчĕкне ăшшăн упрать. Урăх хыпар-хăнар пулман. Пĕрремĕш çырăвĕ Мускав облаçĕнчи Серпухов хулин пичечĕпе апай ячĕпе килнĕ. Çырăва1942 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче чăвашла çырнă. Çыру кĕтесĕ çурăк, çапах та мĕн çырнине чухлама пулать. “Çыру Алексеев Прокопирен. Ну, кил-йыш кĕскен çырса пĕлтерем. Вакунта каятпăр. Ăçта илсе кайнине эпир пĕлместпĕр. Пока чарăннă вăхăтра çыратăп. Ну, Мария, ачасене лайăх пăхса ỹстер. Çапса-ватса тăнран ан кăлар. Валя, сана та калатăп, апу каланине итле. Манăн пĕчĕк Ванюшкăна лайăх пăхăр. Пуçĕ пурăнсан çитĕнĕ, манăн ята çухатмĕ. Ну, Марияпа Коля, эпир Цивильскинчен тухса кайиччен вăхăтра пырса курнăшăн питĕ хĕпĕртеп. Ĕмĕр сире ỹркенсе тăманшăн чĕререн пысăк салам. Мария, пирĕншĕн шутсăр кулянса вăйусене ан пĕтерĕр. Эпир анчах мар. Лайăх пурăнăр. Мăн акая пытарма таврăнасчĕ. Ну, сире пурне те Мария, Валя, Юлька, Ванюшка, хуньăмсене те, апайпа Кольăна та, пичисене те, Карайри акисене те, пускилсене те манăн чĕререн питĕ-питĕ пысăк салам яратăп. Сывă пулăр. Писал Алексеев П.” Иккĕмĕш çырăвĕ Тула облаçĕнчи Белăв хулин пичечĕпе апай ячĕпе килнĕ. Ку çырăва 1942 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче çырни паллă. “Çыру Алексеев Прокопирен. Ну, Мария, хамăрăн пурнăç çинчен пĕр виç сăмах çырса пĕлтерем. Халĕ эпир Мускавран тухса Тула облаçне çитрĕмĕр. Мускавран 300 çухрăм инçе. Паянхи кун Белев хулине çитсе кĕрĕпĕр. Белев хулинчен тухсан 3 çухрăмра вăрçă тăрать. Кĕçĕрхи çĕр вăрçа кĕрсе кайăпăр. Кĕçĕрхи çĕр Китлĕрле фашиста хирĕç çапăçăва кĕрĕпĕр. Халĕ эпир хамăр таврари ачасемпе пĕрле. Типçырмари Лариван та пĕрлех. Ну, Мария, иксĕмĕр хире-хирĕç тăрса сăмах хушасси пулмаç пулĕ. Ачасене лайăх пăхса çитĕнтер. Ну, Валенти хĕрĕм, эсĕ апу сăмаххине итлесе каймастăнччĕ. Халĕ малалла апу мĕн хушнине итле. Шкула каймасăр ан пурăн, лайăх вĕрен. Ну, мăн акай, эсĕ ватă пулин те эпĕ киле таврăниччен пурăн. Ну, апай, пирĕншĕн кулянса вăйна ан пĕтер. Эпир анчах мар, тĕнчипех пĕтеç. Ку çыру юлашки хут пулать пулĕ. Ну, Мария, ачамсем-хĕрĕмсем, пĕчĕк Ванюшка, сире çитĕнтерсе хăвараймарăм. Ман çине ан çилленĕр. Сире пурне те ырă сунса чунтан-чĕререн салам яратăп. Мăн акая та салам калăр. Ну, Коля, сана та илсе килĕç. Килтех пулсан, ачасене пулăш. Ну, апай, Коля, сире те манран питĕ пысăк салам яратăп. Сахал çырнă тесе ан пăшăрханăр. Ну, Мария, сывă пулăр. Сире ыталаса чуп тăвап. Ванюшка ачам, сывă пул. Маттур пул. Сывă пулăр! Сывă пулăр!!” Çапла вара, аттерен урăх хыпар-хăнар пулман. Çар комиссариатĕнчи хутсем тăрăх, Прокопий Алексеевич Алексеев 1942 çулхи çу уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă текен йĕрке анчах çырса хунă. Хам шухăшланă тăрăх, атте çу уйăхĕччен пурăнайман та пулĕ. Шел, манăн атте кукаçипе асатте ятне илтеймен, çемйипе савăнса пурăнайман. Çырура атте Коля шăллĕ çинчен çырать. Николай Алексеевич Алексеевăн, 1918 çулта çуралнăскерĕн, килте нумаях пурăнма май килмест. Вăл та хаяр тăшмана хирĕç çапăçма каять, аманать. Таврăнсан шалти ĕçсен тытăмĕнче вăй хурать, каярах лесник пулса ĕçлет. Çав хаяр вăрçă хирĕнчен аттен тепĕр шăллĕ те — Никанор Алексеевич Алексеев таврăнайман. Вăл 1913 çулта çуралнă. 1940 çултанпах хĕсметре тăнă. Н. Алексеев лейтенант 334 стрелковăй дивизинче взвод командирĕ пулнă. Çемье архивĕнче унăн сăн ỹкерчĕкĕ тата тăватă çырăвĕ упранса юлнă. Пур çырăвне те чăвашла çырнă. Вăрçă тухичченхи çырăвĕсенче Прокопий пиччĕшне вĕренни пысăк вырăнта пулнине ăнлантарать, ачисене пĕлỹ илме пулăшмалли çинчен калать. Çак çырусенченех Никанор Алексеевич вĕреннĕ çын пулни, унăн ĕçĕ укçа-тенкĕпе çыхăнни паллă. Вăрçă пуçланасса сиссе Карелинчен килне хăйĕн докуменчĕсемпе посылка ярать. Каярахри çырусенчен патриотизм туйăмĕ питĕ пысăк пулни курăнать. Çывăх вăхăтрах фашиста çапса аркатасса, пирĕн çар чи вăйли пулнине, ăна никам та çĕнейменнине палăртать. Ăна Прокопий пиччĕшĕ хыпарсăр çухалнине пĕлтерни те паллă. Ытти çырăвĕсенче тăванĕсене питĕ хытă кулянма хушмасть. Прокопин вилнĕ хутне илмен пулсан шанчăка çухатмалла маррине, вăрçă хирĕнче темĕн те пулма пултарнине, пиччĕшĕ чĕрĕ-сывă пуласса шанса çырать. Вальăпа Юльккăна, Ванюшка шăллĕне упрама ыйтать, мĕншĕн тесен çак ывăл Прокопий пиччĕшĕн пĕртен-пĕр йăх тăсăмĕ. Никанор Алексеевич Алексеев 1943 çулта Хĕрлĕ çăлтăр орденне тивĕçет. 1944 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Литва ССРĕн Видзенски районĕн Лилопаты ялĕн çывăхĕнчи хаяр çапăçура пуçне хурать. Хăрушă вăрçă нуши-терчĕ никама та шеллемен. Манăн çывăх çынсем те хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр Çĕнтерỹ кунне çывхартнă.
И. Орлов.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)