07 апреля 2020 г.
Совет халăхĕ фашистла Германие аркатса тăкса Çĕнтерỹ ялавне рейхстаг тăррине хăпартса çакнăранпа кĕçех 75 çул çитет. Анчах та инкеклĕ çак вăхăт нумайăшĕн асĕнчен тухмасть. Паянхи кун та макăраççĕ вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксен арăмĕсем, ачи-пăчисем, тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем. Нимĕç фашисчĕсен тискерлĕхĕ, вĕсем çынлăха çухатни тĕнчери халăхшăн, уйрăмах совет çыннисемшĕн, питĕ хакла ларчĕ. Вăрçă инкекĕ пырса перĕнмен çемьесем сахал юлчĕç çĕршывра. Чылай çемьесенчен вăй питти арçынсем фронта тухса кайнă. Карай тăрăхĕнчен те нумайăн пулнă вĕсем. Вĕсенчен пĕри Константин Сергеев — Карай каччи — 1940 çулта çара кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Хаяр çапăçусене тỹссе ирттернĕ. Сĕнтĕрвăрринчи çĕрйĕркелỹпе мелиораци техникумĕнчен вĕренсе тухнă (1947 ç.). Константин Сергеевич çур ĕмĕре яхăн районти ял хуçалăх пайĕнче çĕрйĕркелỹçĕре ĕçленĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранне тỹрĕ кăмăлпа, ырми-канми тăрăшнăшăн “Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” (1994) хисеплĕ ята панă. Вăл “Хĕрлĕ Çăлтăр” (1945), Тăван çĕршыв вăрçин II степенлĕ (1985) орденсене, “За оборону Ленинграда” (1943), “За оборону Советского Заполярья” (1944) тата ытти 12 медальсене илме тивĕç пулнă. Константин Сергеев 1920 çулхи майăн 21-мĕшĕнче çуралнă. 77 çул пурăннă, 1997 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Ялта лăпкă та сăпайлă, ĕçе юратакан çын шутланнă. Вăрçă нушине, унăн тути-масине каласа панă тăрăх мар, хăй курса-туйса пĕлнĕ. Çамрăк каччăна, Сĕнтĕрвăрринчи техникумра 3-мĕш курсра вĕренекенскере, 1940 çулта Чулхула облаçĕнчи ял хуçалăх управленине производство практикине янă пулнă. Унта çак вăхăт вĕçленичченех Трак çар комиссариачĕ çара каймалли çинчен çырса пĕлтерет. Çапла вара Константин тăван яла таврăнать. Комисси ăна Тинĕс-çар флотĕнче службăна юрăхлине палăртать. Ун хыççăн авалхи йăла-йĕркепе пĕлĕш-тăванĕсемпе, кỹршĕсемпе сывпуллашать. Çара Д. Алексеев (Кивĕ Йĕкĕт), Н. Петров, И. Прохоров (Янмурçин), Л. Иванов (Упи), Виноградов, Демидов (Красноармейски), Н. Сильвестров (Супар) каччăсемпе тухса каяççĕ. Ытти çара кайнă каччăсемпе пĕрле вĕсене Хĕрлĕ Ялавлă Балтика Тинĕс-çар флочĕн тĕп базине — Кронштада вырнаçтараççĕ. Константина артиллеристсен шкулне вĕренме яраççĕ. Çапла вăл Тинĕс-çар флочĕн матросĕ пулса тăрать. Çав вăхăтсенчех вăрçă пулас хăрушлăх курăнма пуçланă. Вĕсене, пулас артиллеристсене, хăвăртрах ăста специалистсем хатĕрлесе карапсем çине куçарас ĕçсене пур майпа та хăвăртлатнă. Çапла тума вăл вăхăтри лару-тăру хистенĕ. Фашистла Германипе вăрçă тухас хăрушлăх çывхарса килнине Балтика тинĕсĕнче Финлянди çыранĕсене çар вăйĕсем илсе пырса вырнаçтарни, вĕсен карапĕсем çỹрес çулсем çине магнитлă минăсем лартса тухни аван кăтартса панă. Çаксене шута илсе, вĕсене, артиллери шкулне вĕренсе пĕтернисене, 1941 çулхи май уйăхĕнче карапсем çине янă. Константин Сергеев “Гневный” эсминец çине лекет. Тинĕсри условисенче тăшманпа çапăçма яланах сыхă тăма, уйăрса панă вăрçă техникине кирлĕ вăхăтра пĕлсе усă курма вĕреннĕ, тупăсене персе пăхса тĕрĕсленĕ. Карапсен ушкăнĕ (эскадра) тинĕсре вĕренỹсем ирттернĕ хыççăн Ригăна çитнĕ. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, вырсарникун, матроссем канма, хулапа паллашма тухса кайнă пулнă. Çав кун фашистсем нумай хуласем çине бомбăсем пăрахнă, патшалăх чиккисене пăснă. Пирĕн чикĕри çарсем çирĕппĕн хирĕç тăма вăй çитереймен. Çавăнпа усă курса нимĕçсем хăш-пĕр вырăнсенче чылай шала кĕрсе кайнă. Вĕсен эсминецĕн тепĕр кунне ыттисемпе пĕрле уйрăм заданипе Финляндири Турку хули патнелле каймалла пулнă. Кашни матроспа командир хăйсене çирĕплетнĕ вырăнсене çитнĕ, тупăсене, торпеда аппарачĕсене авăрланă, машинистсемпе кочегарсем, штурмансемпе рулевойсем карапа командир хушнă хăвăртлăхпа тытса пынă, зенитчиксем тăшман самолечĕсем сывлăшран тапăнасран çивĕч сыхланса пынă. Карап командирĕ иккĕмĕш рангри Устинов капитан пулнă. Вĕсен шăпи хăйне евĕр килсе тухать: ирхине виçĕ сехетре малта ертсе пыракан “Гневный” эсминец нимĕçсем малтанах шыв айĕнче çỹрекен кимĕсемпе лартнă магнитлă минăпа çапăнать, арканать. Унăн ишеслĕхĕпе путасмарлăхĕ пĕтет. Нумай çынсем тинĕсе путаççĕ. Магнитлă мина пĕр тоннăна яхăн тайнă. Ăна шыв айне çиелтен курăнмалла мар лартаççĕ. Çавăнпа унтан çăлăнса юлма май пулман та. Карапăн иккĕмĕш çурри унта шыв кĕмелле мар тунă пỹлĕмсемпе пулнăран тинĕсе путмасть. Константин Сергеев хыçалти тăваттăмĕш тупă расчечĕн пĕрремĕш наводчикĕ пулнă май, вилĕмрен хăтăлса юлать. Тен, шăпи çапла пулнă унăн. Каярахпа вĕсен шыва путайман карапне тата çынсене çăлма “Максим Горький” крейсер пырать. Чĕрĕ юлнисемпе аманнисене пурне те унта куçараççĕ. Ку операци нимĕç самолечĕсемпе шыв айĕн çỹрекен кимĕсем пырса тапăнас хăрỹшлăхра пулса иртнĕ. Командăна крейсер çине куçарсан, Устинов капитан чи кайран пăрахса тухсан, сиенленнĕскерне ытти эсминецсенчи тупăсенчен персе шыва путарнă. Çапла вара вăрçăн малтанхи кунĕсенчех вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулма тỹр килнĕ Карай каччине, чылай юлташĕсенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлмалла пулнă. Балтика тинĕс портĕнче темиçе кун тăнă хыççăн вĕсене малтан Таллина, унтан Ленинградри вăрçă карапĕсем тăвакан Жданов ячĕллĕ завода куçараççĕ, каярахпа çĕнĕрен тăвакан "Стройный" эсминец çине вырнаçтараççĕ. Кунта вĕсен малтан пулнă команда заводри рабочисемпе пĕрле карапа туса пĕтерсе вăрçă карапĕсен ретне кĕртичченех ĕçлеççĕ. Çĕнĕ техникăпа усă курма вĕренеççĕ, çапăçăва хутшăнма хатĕрленеççĕ. 1941 çулхи август уйăхĕнче Ленинграда хупăрласа пыракан тăшман çарĕсене хирĕç тупăсенчен персе тăма “Стройный” эсимец Нева юхан шывĕ хĕрринчи “Овцино” совхоз çывăхне вырнаçать. Нимĕç çарĕсем Балтика тинĕсĕн çыранĕсем çывăхĕнчи хуласемпе ялсене парăнтарса пынипе, Хĕрлĕ Ялавлă Балтика Тинĕс-çар флочĕн карапĕсене Таллин хулинчи тĕп базăран нумай çухатусемпе эвакуацилесе Ленинград портне вырнаçтараççĕ. Флотăн тинĕсе тухмалли çулсем питĕрĕннĕ. 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа хула, унта тăракан çарсем блокадăна лекеççĕ. Карапсене Нева юхан шывĕнчи тата Кронштадри базăсене вырнаçтарма тивнĕ. Фашистла Германи хулана Балтика тинĕсĕнчен парăнтарма май çуккипе Ленинграда типĕ çĕр çинчен хупăрласа илсе парăнтарма шут тытнă, халăха выçăпа нушалантарма пăхнă. Хулана кунĕн-çĕрĕн тупăсенчен персе тăнă, бомбăсем пăрахнă, çунтарнă, аркатнă. Вĕсен “Стройный” эсимецĕ хăйсене çирĕплетсе панă участока (вырăна) тупăсенчен персе тăрса тăшман çарĕсене хула çывăхне яман. Константин ун чухне карап çинчи 120 миллиметрлă 4-мĕш тупă расчечĕн иккĕмĕш наводчикĕ пулнă. Снаряд йывăрăшĕ — 32 килограмм. Тупă 15-20 километр инçĕшне пеме пултарнă. Хулана тăшмана кĕртес мар тесе мĕн кирлине пурне те тума тăрăшнă. Блокада вăхăтĕнче халăхпа çар çыннисене апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтерме питĕ йывăр пулнă. Çимелли çитменнипе выçă хырăма кăшт та пулин лăплантарас тĕллевпе темĕн те çиме тивнĕ, йытă, кушак юлман. Çуртсенче электроэнерги, шыв пăрăхĕсем, ăшă пулман. Вилнисене пытарма ĕлкĕреймен. Вĕсене урамсенче вутă пек шаршанласа купаласа хунă. Темĕнле йывăр пулин те, çынсем çутă шанчăка çухатман. 1943 çулхи январĕн 12-18-мĕшĕсенче блокадăна татнă. Çавна май “пурнăç çулĕпе” ирĕкрен хĕç-пăшал, апат-çимĕç тата ытти япаласене турттарса тăнă. Анчах та нимĕçсем хулана тапăнса кĕрес хăрушлăх пĕтмен-ха. Вĕсен “Стройный” эсимецĕ тăшман позицийĕсене тупăсенчен персех тăнă, нимĕçсен çирĕплетнĕ вырăнĕсене аркатнă, çарсене малалла кайма çул уçса панă. Тăшмана хула çывăхĕнчен нумай çухатусемпе хăваласа янă, çынсене ирĕке кăларнă, вилĕмрен хăтарнă. Çав çапăçусенчен пĕринче вăл йывăрах мар аманать, çапах та хăйĕн вырăнĕнчен уйрăлса кайман. Хаяр çапăçусенчи хастарлăхшăн ăна “Хĕрлĕ Çăлтăр” орденпа тата "За оборону Ленинграда" медальпе наградăлаççĕ. 1944 çулхи март уйăхĕнче вĕсене Мурманск хулине илсе каяççĕ. Унта матроссенчен Совет Союзĕпе Англи “Лендлиз” шучĕпе паракан вăрçă карапĕсене йышăнма хатĕрлекен командăна уйăраççĕ, вăрçă техникипе паллаштараççĕ, акăлчансемпе мĕнлерех пулмаллине вĕрентеççĕ. Константин Сергеевич ыттисемпе пĕрле Америка çар флотĕнче пулнă “Милвауке” крейсер командине лекет. Каярахпа ăна “Мурманск” ят параççĕ. Вăл кивĕ пулсан та ун çинче çĕнĕ йышши техника пулнă: радиолокатор, çыхăну приборĕсем, самолетсене персе антармалли пулеметсем тата икĕ самолет. Константина 152 миллиметр калибрлă икĕ кĕпçеллĕ, башньăллă тупăн пĕрремĕш наводчикĕ пулма шаннă. Америка матросĕсем вырăссене вĕрентме нумай вăхăт кирлĕ тесе шутланă. Пирĕннисем вĕсене тĕлĕнтернĕ: кĕске вăхăтрах крейсер çинчи техникăна алла илнĕ, Çурçĕр тинĕсĕнче ирĕклĕнех ишсе çỹреме тытăннă. Вĕсен вăл вăхăтра Çурçĕр тинĕсĕпе Мурманск портне ют çĕршывсенчен çар техникипе апат-çимĕçпе килекен карапсене кĕтсе илмелле, каялла ăсатса ямалла пулнă. Задани хăрушă та мухтавлă: нимĕç самолечĕсемпе шыв айĕпе çỹрекен кимĕсем урăх çĕртен килекен е каякан карапсене путарма тăрăшнă, нумай чухне çав тĕллеве пурнăçланă. Çав условисенче командовани панă заданисене мĕн вăрçă чарăничченех пурнăçлама тивнĕ. Çакăншăн Константин Сергеева “За оборону Советского Заполярья” медальпе чысланă, çарпа флот ертỹçисен тав сăмахĕсене тивĕçнĕ. 1945 çулхи майăн 8-мĕшĕнче вĕсем Кольски заливра рейдра тăнă. Америка карапĕн мачтисенче “Çĕнтерỹ” пĕлтерĕшлĕ ялавсем вĕлкĕшнине асăрханă. Кайран пирĕннисем Берлина илни çинчен пĕлнĕ. Хăйсем сывă та чĕрĕ юлнăшăн пурте савăннă, макăрнă. Вăрçă чарăннă пулсан та, Çурçĕр Тинĕс-çар флотĕнче ĕç вĕçленмен. Нимĕçсен магнитлă минисене шыраса тупса тасатма тивнĕ. Карапсене хăрушлăхсăр çỹреме условисем туса памалла пулнă. Çуралнă вырăнсене демобилизаци йĕркипе таврăнакан матроссем вырăнне килнĕ çамрăксене хăйсен вырăнне хăварма хатĕрлемелле. Ку ĕçре Константин Сергеевич 1947 çулччен пулнă. Тăван яла аслă матрос-уйрăм командирĕ ячĕпе таврăннă. Çичĕ çул хушши çарта пулнă. Тăван ялĕнче Константина ашшĕпе аппăшĕ кĕтсе илнĕ. Иван шăллĕ Курс пĕккинче хыпарсăр çухалнă. Вĕсен пĕтĕм шанăçĕ ун çинче çеç пулнă. Яла килсен салтак ахаль ларман. Кăшт каннă хыççăн Карайри “Хĕрлĕ Хĕвелтухăç” колхозри тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă, вăрçă вăхăтĕнче юхăннă хуçалăха ура çине тăратма пулăшнă. Ун чухне колхоза А.Н. Николаев ертсе пынă, вĕсен иккĕмĕш бригадăн бригадирĕ — П.П. Панфутьев. Ĕç вăйĕ çитмен, тыр-пул тухăçĕ пĕчĕк. Ĕç кунĕсем тăрăх тырăпа улăм çеç валеçнĕ. Константинăн малалла пĕлỹ илме шухăшĕ сỹнмен. Сĕнтĕрвăрринче вĕренекен хăйсен ял каччи Григорий Сергеев хавхалантарнипе каялла çĕрйĕркелỹ техникумне çул тытать. Çулталăк вĕренмелли программăна 3 уйăх хушшинче алла илсе патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса 1947 çулта дипломлă пулать. Республикăри ял хуçалăх министрĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн, Канаш район Совет ĕçтăвкомĕ ял хуçалăх пайне çĕрйĕркелекен-техник пулма çирĕплетеççĕ. Ку ĕç 1947 çулхи октябрьте пулнă. Ăна ĕçре хапăл тусах кĕтсе илеççĕ. Анчах та кунта вăрçă хыççăнхи çулсенче пурнăç условийĕсем начар пулнă. Хваттер пулман, лавккасенче апат-çимĕç таварĕсем çитмен, вĕсене карточкăпа валеçнĕ. Çăкăр талăкне 700-шер грамм панă, аш-какай, кĕрпе илсе курман. Пурăнма Уçырма (Малые Бикшики) ялне пĕр-пĕччен карчăк патне вырнаçтараççĕ. Вăл вăхăтра ытларах хырăма мĕнле тăрантарасси пирки шухăшланă. Килтен пулăшу çук. Канмалли пĕр кун — вырсарникун Карая килсе кайма май та пулман, автобуссем çỹремен. Çамрăк специалист çине çителĕклĕ тимлĕх уйăрман. Çавна шута илсе Константин Шупашкара икĕ хутчен çырупа тухать. Ял хуçалăх министерстви унăн ыйтăвне тивĕçтерет. Ăна Красноармейски районне куçараççĕ. Вăл вăхăтра кунти ял хуçалăх пайне В.И. Игнатьев, Анатри Типçырма çынни, ертсе пынă. Аслă çĕрйĕркелỹçĕ — С.А. Андреев. Каярахпа ăна ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ пулма уйăрса лартсан, ун вырăнне К. Сергеева сĕнеççĕ. Пирĕн район территорийĕнче 1950 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 89 колхоз, 81 хресчен хуçалăхĕ пулнă, вĕсене çирĕплетсе панă çĕр лаптăкĕсем 38428 тата 88 гектарпа танлашнă. Тепĕр çул пĕчĕк колхозсене пĕрлештернипе 55 хуçалăх тăрса юлнă. Çĕрйĕркелỹçĕ, пусăçаврăнăш ĕçĕсене, тĕпрен илсен, районти ял хуçалăх пайĕнчи виçĕ çĕрйĕркелỹçи туса ирттернĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсене, уй-хир ĕçĕсене пурăçлама, выльăх-чĕрлĕх фермисенчи йывăр ĕçсене механизацилеме районта машинăпа трактор станцийĕ пулăшнă, вĕсене натурăпа тỹленĕ. Çак тапхăрта район Совечĕн ял хуçалăх пайĕнчен ял хуçалăхĕпе хатĕрлев управленийĕ туса хураççĕ. Унăн ертỹçисем пулса малтан И.Я. Яковлев, каярахпа Н.Ф. Фомин ĕçленĕ. Константин Сергеев вара аслă çĕрйĕркелекен пулса 1954 çулхи август уйăхĕччен вăй хурать. Вĕсем хушшинче чылайăн пулнă. К. Сергеева управленири партин пуçламăш организацине ертсе пыма та тивнĕ. Колхозсенчи отчетпа суйлав пухăвĕсене хутшăннă. Çак уйăхрах ăна парти райкомĕн пĕтĕмĕшле пайĕн заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Кунта вăл 1955 çулхи март уйăхĕччен ĕçлет. Районти машинăпа трактор станцийĕ çумĕнче çĕрйĕркелекен (специалист) кирлĕ пулнă. К. Сергеев хăй ирĕкĕпе кунта куçать. Нумай ĕçлеме тỹр килмест: çĕрйĕркелекен должноçне пĕтереççĕ. Каллех парти райкомĕн инструкторĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Чи малтанах районти пуçламăш организацисен ертỹçисене партилле-организациллĕ ĕçсене ирттерме пулăшмалла, вĕсенчен очетсем итлемелле, парти ретне илме тивĕçлĕ çынсене суйласа илме хатĕрлемелле. Каярахпа парти членĕсене шута илсе пыракан сектор заведующийĕнче тимлет. К. Сергеев ĕçленĕ вăхăтра район тăрăхĕнчи хуçалăхсем те пĕрлешсе пысăкланнă. Çак тапхăрта колхоз производствине ертсе пыракан пысăк талантлă, ĕçе йĕркелеме пултаракан ертỹçĕсем ỹссе çитĕннĕ. Вĕсем — Егор Лукин, Леонтий Васильев, Кронид Лаврентьев, Александр Зорин, Мефодий Павлов, Василий Игнатьев, Михаил Волков председательсем. Ял хуçалăх органĕсенчи тата парти райкомĕн аппаратĕнчи тĕп ĕçсемсĕр пуçне Константин Сергеевича обществăлла хушусене те пурнăçлама тивнĕ: культура ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ, агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ, районти халăх контроль комитечĕн штатра тăман пай заведующийĕ, парти райкомĕ çумĕнчи парткомисси членĕ, председателĕ тата ытти те. Ял хуçалăх производствине малалла вăйлăрах аталантарма тата унпа ертсе пырассине парти енчен çĕнетсе улăштарма районсене пĕтерсе, вĕсене пысăклатса производствăлла управленисем туса хураççĕ. Çавна май вĕсем Çĕрпỹ районне куçнă. К. Сергеева инспектор-парторганизатор пулма çирĕплетеççĕ. Унăн участокне Упи, Карай, Мăн Шетмĕ, Пикшик, Яманак ял совечĕсене кĕрекен ялсем, хуçалăхсемпе организацисем, учрежденисем кĕнĕ. Нимĕнле транспорт та пулман, пур çĕре те çуранах çỹренĕ. Красноармейски районне çĕнĕрен туса хурас ыйту та хускалнă. Çапла вара 1965 çулхи ноябрь уйăхĕнче район йĕркеленнĕ. Çĕнĕрен органсем туса хунă. Константин Сергеевич 1966 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕн пулăшуçи пулса ĕçлеме тивет. Ун хыççăн — ял хуçалăх управленийĕн аслă инженер-çĕрйĕркелỹçи. Районта çĕр ресурсĕсемпе çĕрйĕркелỹ комитетĕнче малтан тĕп специалист, каярахпа председателĕн çумĕ пулса чылай хушă тимлет. Ашшĕ ятне тăван тăрăхра ачисем асран кăлармаççĕ. Константин Сергеевичăн пурнăçĕ çăмăл килмен. Çурма тăлăх ỹснĕ вăл. Тăватă тĕпренчĕкне ашшĕ пĕчченех ура çине тăратнă. Константин Сергеевичăн мăшăрĕ, Екатерина Павловна (1927), Васнар хĕрĕ, нумай çул хушши Карайри больницăра тимлерĕ. Вĕсем хăйсем хыççăн чăннипех те çирĕп те патвар "хунав" хăварчĕç. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ. Вĕсен ачисем ашшĕ-амăшĕ пекех ят-сумлă. Тăватă пĕр тăван ỹснĕ вĕсем çемьере: Людмила (1949), Вениамин (1950), Светлана (1955), Володя (1958). Сергеевсен 10 мăнук тата 12 кĕçĕн мăнук. Аслă хĕрĕ, Люся, мăшăрĕпе, Кольăпа, райцентрта кун кунлать. Иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Вĕсем нумай çул хушши “Сельхозтехника” пĕрлешỹре, “Шанс” предприятире ĕçленĕ. Виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ: Сергей, Аля, Эля. Вĕсем пурте çемьеллĕ, хăйсем килĕштернĕ ĕçĕсенче тимлеççĕ. Иккĕмĕшĕ — Веня, мăшăрĕпе, Татьянăпа, Шупашкарта тĕпленнĕ. Ывăлпа хĕр — Андрейпа Иринăна — çитĕнтернĕ, вĕсем те çемьеллĕ. Светлана мăшăрĕпе, Володьăпа, икĕ хĕр — Анжелăпа Наташа — пурнăç парнеленĕ. Шел, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Кĕçĕн ывăлĕн — Володьăн икĕ хĕрпе пĕр ывăл. Мăшăрĕпе, Иринăпа, район центрĕнче кун-кунлаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн килне пăрахмаççĕ, Володя тивĕçлĕ канура, апла пулин те ашшĕ килĕнче капмар çурт хăпартса лартрĕ. Канмалли кунсенче е пушă вăхăт тупăнсан тăван ялне çитсе килеççĕ.М. Романова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)