Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Субботникре тăрăшрĕç

27 марта 2020 г.

Субботникре тăрăшрĕç

Вăхăт хăйĕннех тăвать, чупать те чупать. Кашнин хăйĕн ĕçĕ. Кунпа çĕр иртни сисĕнмест, çуркунне кăçал иртерех çитрĕ. Юр хăвăрт пусăрăнчĕ, хуралчĕ, ирĕлме пуçларĕ, кĕçех куçран та çухалчĕ. Шыв юхни те пулмарĕ. Вăрттăн-вăрттăнах таçта кайса пĕтрĕ юр. Часах çанă тавăрса ĕçлемелли вăхăт та çитет. Кашни япалан хăйĕн йĕрки пур, кашни вăхăтăн хăйĕн палли. Çакна шута илсе Карайсем тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсемпе масар çине субботника васкарĕç. Кунта ỹссе кайнă ватă йывăçсене касса тирпейлерĕç. В. Павлов, А. Семенов, В. Куприянов, С. Степанов, С. Тимофеев моторлă пăчкăпа йывăçсене касса йăвантарчĕç. Н. Димитриевăпа И. Степанова пуртăсемпе йывăç тĕмисене касрĕç. Е. Федорова, А. Грачева, М. Кузьмина, Н. Любимова, Г. Егорова, Е. Шмурина тата ыттисем те пысăк хастарлăхпа ĕçлерĕç. 5 сехет хушшинче чылай лаптăка тасатса йĕркелерĕç. Субботнике пурĕ 28 çын хутшăнчĕ. Карайпа Çырмапуç тата Кỹлхĕрри ялĕсенчен — чи маттуррисем. Масар çинче тасатмалли татах та нумай. Леш тĕнчене ăсаннисем кашни çемьерех пур. Апла пулсан, пурин те субботниксене кар тăрса хутшăнмалла! Çăваран вăрман тăвас марччĕ.

Г. Егорова.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика