Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста спортсмен юбилейне паллă турĕ

20 марта 2020 г.

Ăста спортсмен, районăн хисеплĕ гражданинĕ, Карай ялĕнче çуралса ỹснĕ Анатолий Николаевич Григорьев çак кунсенче 60 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ăна çак паллă кун ячĕпе район администрацийĕн тата Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем А. Кузнецовпа Л. Алексеева, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем саламларĕç, ырлăх-сывлăх, телейпе ăнăçу сунчĕç. Александр Николаевич юбиляра хаклă парне — район энциклопедине парнелерĕ. А. Григорьевăн кун-çулĕ спортпа çыхăннă. Вăл шкул сакки çинче ларнă чухнех физкультурăпа спорта кăмăлланă. Çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕн (1983 ç.) тата тĕнче класлă спорт мастерĕн (1989 ç.) нормативĕсене пурнăçланă. 1981 çулта И. Яковлев ячĕллĕ ЧППИн физкультура уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ. Карай шкулĕнче физкультура учителĕнче, ДЮСШ тренерĕнче ĕçленĕ. А. Григорьев хăвăрт утас енĕпе Чăваш Ен чемпионĕ, СССР Кубокĕн çĕнтерỹçи (1988 ç.) пулнă, 50 км инçĕшне утса СССР чемпионĕ (1989) пулса тăнă. Вăл Францире хăвăрт утас енĕпе иртнĕ тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче Чăваш Ен спортсменĕсенчен чи пĕрремĕшĕ 100 км инçĕшĕнче (8 сехет те 54 мин) тата 200 км инçĕшĕнче (22 сехет те 48 мин.) çĕнтернĕ. Анатолий Николаевич хăй вăхăтĕнче Шупашкарти спорт ăсталăхĕн аслă шкулĕн вĕренекенĕ пулнă. Хальхи вăхăтра А. Григорьев мăшăрĕпе Юлия Алексеевнăпа тăван ялĕнче пурăнать. Вĕсен виçĕ ача, икĕ мăнук. Ю. Григорьева кун-çулне Карайри “Малыш” ача садĕнче воспитательте ĕçлесе ирттернĕ. Татуллă, юратупа килĕшỹре пурăнаççĕ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика