13 марта 2020 г.
Иртнĕ эрнекун Карайри культура çуртĕнче Аннесен кунĕ ячĕпе савăнăçлă концерт иртрĕ. Карай тăрăхĕнче пилĕк ял — Карай, Çырмапуç, Кỹлхĕрри, Çĕньял Карай, Сурăмхĕрри. Вĕсенче пурăнакансем зала туллиех пухăннă. Аннесен уявĕ-çке. Уявăн юрă-ташă пайне "Карай ен" ушкăн пуçларĕ. Шурă акăш пек курăнчĕç вĕсем _ Любовь Платонова, Надежда Дмитриева, Елена Федорова, Галина Егорова, Людмила Коромыслова, Светлана Владимирова, Юльăпа Надежда Григорьевăсем. Саламсемпе чыславсем чылай пулчĕç сцена çинчен. Уява юрă-ташăпа илем кỹрекенсене, уйрăмах арçынсен ушкăнне _ Анатолий Алексеева, Дмитрий Платонова, Борис Федорова, Виталий Петрова, Вова Кириллова, Анатолий Семенова — уйрăмах палăртмалла. Дмитрий Платонов, Валентина Степановăпа çак йĕркесен авторĕ те Карай тăрăхĕнчи хĕрарăмсене, килнĕ хăнасене саламласа илемлĕ юрăсем парнелерĕç. Шỹтсемпе те пуян пулчĕ концерт. Вĕсене С. Владимирова, Н. Дмитриева, Л. Платонова ăста вылярĕç, куракансене ырă туйăм парнелерĕç. Шкул çулне çитмен ачасем _ Софя Ивановăпа Кристина Родионова — хальхи эстрада юррисене шăрантарса тĕлĕн-терчĕç. Çак ачасемех Надя Илларионовăпа, Ксения Филипповăпа пĕрле çамрăксен ташшине пит ăста ташларĕç. Аннесен кунĕ умĕн шăпах вырăнти ветерансен канашĕн ертỹçин Галина Егоровăн _ 60 çулхи юбилейĕ. Галина Ивановнăна саламлама ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн председателĕ Г.Л. Ефимов, Л. Григорьев, С. Мефодьева çитрĕç. Г. Ефимов-Тусли хут купăс каласа пĕрле юрласа пур кăмăлтан саламларĕç, район администрацийĕн Тав хучĕпе парне пачĕç, ырлăх-сывлăх, телейпе ăнăçу сунчĕç. "Трак ен _ кедр тăрăхĕ" проект авторĕ С. Мефодьева Г. Егоровăна кедр хунавĕсем парнелерĕ. Çавăн пекех Карай тăрăхĕн ертỹçи Лилия Алексеева (вăлах уяв концертне пултаруллă та ăста ертсе пычĕ), "Карай ен" ушкăн, çак йĕркесен авторĕ "Ял пурнăçĕпе" туслă Галина Егоровăна парнесем парса чысларĕç. Ятарлă юрă саламĕ те янăрарĕ юбилей ячĕпе. Тата çак кун Дмитрийпе Любовь Платоновсен пĕрлешнĕренпе — 27 çул. Вĕсемшĕн те юрă саламĕ пулчĕ, кăмăла çĕклерĕ. Уяв концерчĕ вĕçленсен район хăни, хамăр ентеш, Людмила Шестакова вырăнти хĕрарăм артистсене чĕрĕ чечек парса чысларĕ. Культура ĕçченĕсем (Л. Платоновăпа И. Филиппова) парнесем парса тепĕр хут хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе саламларĕç. Вĕри чей тутаннă май, вырăнти пултарулăх ушкăнĕ пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçрĕç. Курма килнисем юрă-ташша ăшшăн кĕтсе илни пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Çапла, пурнăçра лайăххи çеç пултăрччĕ. М. Романова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)