26 февраля 2020 г.
Ашшĕн утас çулĕпе, амăшĕн каяс сукмакĕпе те хутлама лекнĕ унăн. Симĕс курăк çулма, тырă вырма, авăн çапма. Ăçта кăна çитсе перĕнмест ял çынни. Çĕр типсен пуçлать те ĕçе çĕр çине юр выртсан кăна чарăнать, кăштах сывлăш çавăрса илет. Çул хĕрринче ỹсекен пĕр ывăç курăка та татса илсе килне çитерес, типĕтсе хĕл валли хатĕрлес ĕмĕтпе васкать килелле. Ĕне тутă пулсан пурте тутă. Ăна тулли тăрантарсан курăк яшки те шурăрах. Ялпа юнашар пуян вăрман, айлăмра пысăк та çутă кỹлĕ сарăлса выртать. Тỹп-тỹрĕ урам хыçĕнче икĕ пĕве. Çакăн пек хитре те илемлĕ вырăнта, тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра, Кỹлхĕрри ялĕнче çуралнă Матрена Ефимова. Эпĕ хисеплĕ те чун уççиллĕ ватăпа Красноармейски салинчи Ленин урамĕнчи çуртăн пĕр хваттерĕнче курнăçрăм. Ăшă калаçу пулчĕ пирĕн. Ялта хăнăхнипех пуль "Мат-рỹнь акай" тетпĕр эпир ăна. Хĕрĕн, Лидия Григорьевнăн çемйинче ăш пиллĕх тупнă вăл. 94 çула çитсе пырать пулсан та, пĕчĕкрех пỹ-силлĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕскер, мана та тарават, савăк кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Матрỹнь акай хăйĕн хыçа юлнă пурнăçĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Ашшĕ, Ефим Григорьевич, 1883 çулта çуралнăскер, ялта хисеплĕ çынсен шутĕнче пулнă. Сумлă та тăрăшуллă çынсем пулнăран нихăçан та алă усса ларман вĕсем. Килти хуçалăхра картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усранă. Начар пурăнман, выçă ларман. 30-мĕш çулсенче, самана улшăннă вăхăтра, коллективизаци вăй илнĕ тапхăрта, вĕсен çемйине кулак тесе, ампарне туртса илнĕ, выльăх-чĕрлĕхне илсе тухса кайнă. Ашшĕ мĕн пур тыррине тĕплĕ вырăн тупса пытарма ĕлкĕрнĕ. Каярах та, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă çулсенче, вĕсен çемйи каллех шар курнă, пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă туприне, лашине вăрласа кайнă. Еххĕмĕн малтанхи арăмĕ пĕрремĕш ачине çуратнă чухне пурнăçран уйрăлать. Ефим Григорьевич тепĕр хутчен авланма шут тытать. Пулас арăмĕ — Яманак ялĕнчен. Александра Александрова 1881 çулта çуралнă-скер, Кивĕ Йĕкĕт ялне качча тухнă пулнă. Упăшки чăрсăр та куштан пулнăран уйрăлса Яманака таврăнать. Кỹлхĕрринчи Ефим Григорьевпа пĕрлешме тĕв тăваççĕ вĕсем. Çапла çĕнĕ çемье тĕвĕленет. Йыш хыççăн йыш хутшăнать. Пилĕк ачаллă çемьере Матрунь чи кĕçĕнни пулнă. Пĕр тăвансем: Вера, Мархва, Праски, Хĕветĕр. Паян вĕсенчен Матрена Ефимовна çеç пурăнать. Кĕçĕн хĕрĕ çичĕ çулта чух хаяр чир ачасен амăшĕн пурнăçне вăхăтсăр татать. Мăшăр мăшăрах çав. Еххĕме хуйхă кулянтарать, макăртать. Анчах та пурăнакансен пурăнмаллах, малалла талпăнмалла. Лайăх улшăнусем пуласса кĕтсе ачасен ашшĕ çирĕп çемье çавăрма тĕв тăвать. Е. Григорьев Пиçенерти Елизавета Федоровăна качча илсе килет. "Ачалăха аса илсен нимĕн савăнмалли те çук", — тет калаçăвне малалла тăсса М. Ефимова. Ама çури хăвна çуратнă аннỹне çитеймест çав. Вăл ачасене çăкăр та тăранмалăх паман, сĕт-турăхне те хĕрхеннĕ. Çуне, хăйми-турăхне çăрапа питĕрсе илнĕ. Хăйма мыскарине паян кунчченех астăвать кинеми. Пĕррехинче килте никам та пулман, хăймана тăраниччен çинĕ хĕр ача. Мĕнле майпа мунчана кĕрсе кайнине М. Ефимова аса илсе калаймарĕ. Хăй çисе тăрансан кушака та хăналанă вăл. Ашшĕ-амăшĕ киле таврăнсан тутлă апатпа вараланса пĕтнĕ "вăрра" аванах пĕçерккĕ лектернĕ. Чăлан тăрринче çакăнса тăракан хутаçри мăйăра çинине те астăвать-ха ватă. Ăна çисен хупписене çын курман çĕре перет. Ашшĕпе ама çури амăшĕ шăшисем çинĕ тесе шутлĕç, тет. Шăшисем хупписене вырăнтах хăвармаççĕ-и вара? Пĕчĕк Матрỹне аслă аппăшĕ Вера пăхса пурăннă. В. Ефимова 1935 çулта ял каччине Карачăма качча тухнă. Сакăр çулхи Матрỹнь пиртен çĕленĕ сумккăпа Карайри 7 класс вĕренмелли шкула çỹреме пуçланă. Тăватă çул пĕлỹ çулĕпе утсан тĕрлĕ сăлтавсене пула малалла вĕренме пăрахнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн Хĕветĕр пиччĕшĕ, 1914 çулта çуралнăскер, Мăн Шетмĕ шкулĕнче кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. Урокранах Ф. Ефимова вăрçа илсе кайнă. Паттăр салтакăн фронтран тăван килне таврăнма шăпа пỹрмен. Вăл вăрçă хирĕнче выртса юлнă. "Мана та малалла вĕрентессишĕн çине тăратчĕ", — сăмахне тăсать тыл ĕçченĕ. Марфа аппăшĕ Çырмапуçĕнчи Григорий Егорова качча тухнă. Çичĕ ачана кун-çул парнеленĕ. Праски Яманакра тымар янă. Упăшки — Алексей Кузьмин. Вĕсен çемйинче виçĕ ывăл кун çути курнă. Матрена Ефимовнăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ хаяр вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕрен пĕртте çăмăл тивмен. Вăл вăхăтра темĕн тĕрлĕ ĕç пурнăçламалла пулнă. Арçын вырăнĕнче те ĕçленĕ. Ял хуçалăхĕнче çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хунă. Хĕрỹ тапхăрта хиртен киле кĕмесĕр ĕçлени те сахал мар пулнă. Çав йывăр çулсенче ял бригадирĕнче Сидор Гаврилов ĕçленĕ. Вăтам пỹллĕскер ачасене те астарса ĕçлеттерме пултарнă. Ĕçленĕшĕн çăнăх, тепĕр чух пĕчĕк хутаçпа тырă та паркаланă. 16 çулхи хĕре (ялтан тата таврари ялсенчен никам та пулман) Атăл леш енне торф кăларма илсе кайнă. Кỹлçырма, Именкасси çулĕсене тума та хутшăннă. Вăрман касма Киря, Буинск вăрманĕсем таранах çитнĕ. ФЗО шучĕпе Тăвайĕнче окоп та чавнă. Хĕлле çĕр чавма çав тери йывăр пулнă. Тимĕр евĕр шăнса ларнă çĕре лумсемпе ватнă. "Мĕн тăвăн, арçынсем фронтра çапăçнă, эпир тылра тар тăкнă. Нушаллă пурнăç çакна тума хистенĕ. Çул çитмен, çамрăк-ха ку хĕр ача тесе тăман", — палăртать кинеми. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар иккен. Торф кăларнă çĕртре, Атăл леш енче, ĕçлекенсене хваттерте (ют çынсем патĕнче) пурăнтарнă. Матренăпа тепĕр икĕ хĕр кинемипе мучи патĕнче пурăннă. Хĕрсем çичĕ çухрăма ĕçе çỹренĕ. Ĕç условийĕсем вара калама çук йывăр пулнă. Пуринчен ытла çамрăк шăм-шака сивĕ хуçнă, пите тăм илнĕ. Алăри лум кунсерен йывăрланса пынă. "Паян çаксене аса илсен чуна йывăр пулса каять", — тет йĕпеннĕ куçĕсене шăлса ватă. Темиçе уйăхран хĕр пĕчченех тавар тиенĕ поездăн пĕр вакунĕнчен сиксе анса юлать. Вĕсен çак поездпа тепĕр çĕре ĕçлеме каймалла пулнă. Çапла вăл хăрамасăрах яла çитет. Малтанах аслă аппăшĕ Вера хăйсем патĕнче усрать. Матрỹнь тăван киле кĕме хăрать. Ефим Григорьевич сас-хура илтсе ĕçрен ирĕк илмесĕр тухса килнĕ хĕре "иксĕмĕре те тĕрмене хупса хураççĕ тесе" каялла ĕçе леçсе хăварать. Вăрçă хыççăн та пурнăç çăмăл пулман. Анчах вăхăт хăйĕннех тăвать, вăл малалла чупать те чупать. Кунпа çĕр иртни те сисĕнмест. Элĕк районĕнчи Вутлан ялĕнчи Спиридон Никифоровăн çемйи Çĕпĕре куçса кайнă пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăнсан ашшĕпе ывăлĕ тăван ялне таврăнаççĕ. Ун чухне хăйсен кил-çурчĕ пулманнипе Кỹлхĕрри ялĕнчи Уксах Ĕлĕкçин юлнă пỹртĕнче пурăнаççĕ. Толя ывăлĕ çыпăçуллă та ылтăн алăллă пулнипе палăрса тăнă. Вăл çăматă йăвалама пĕлнĕ, калăпĕсене те хăех ăсталанă, пуртă-пăчкăпа ĕçлеме юратнă. Анатолий кăмака ăсти те пулнă. Шăтнă тимĕр витресене, курка-валашкасене те сапласа панă. Çавăн пекех радиоаппаратура юсама ăста пулнă. Ăстаçă валли вара ялан ĕç тупăнса пынă. Ĕçчен, илемлĕ сăн-питлĕ, пĕчĕкрех кĕлеткеллĕ Матрỹне Вутлан каччи Анатолий килĕштернĕ. 1956 çулта çĕнĕ çемье чăмăртанать. Пĕр-пĕрне килĕштерекен çамрăксем Матрỹнĕн ашшĕпе амăшĕн килĕнче пурăнма тытăнаççĕ. Тăватă ачине кун-çул пиллеççĕ. Анчах телей те инкексĕр пулмасть иккен. Иккĕмĕш ывăлĕ, Слава, чире пула пĕчĕклех çĕре кĕрет. Мăшăрлă пурнăç та нумай вăхăта пыман. Анатолий пурнăçне сарăмсăр вилĕм татнă. Матрена Ефимовна виçĕ ачапа йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ. Лида 7 çулта, Николай 2-ре, Зоя вара ултă уйăхри ача кăна-ха. Пурнăç çăмăл марри сывлăха хавшатнă. Кĕрỹшĕ çĕре кĕнĕ хыççăнах ашшĕпе амăшĕ те нумаях пурăнайман. Çемье улăм витнĕ çуртра пурăннă. Хĕллехи вăхăтра мĕн пур кĕтесрен çил вĕрнĕ, çуллахи аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче шыв аннă, пỹрт тăрри ишĕлсе анассăн туйăннă. Çĕнĕ пỹрт çĕклеме вара укçа-тенкĕ кирлĕ. Алла вут ăшне чикнĕ пек ăшталанать çамрăк хĕрарăм. Амăшĕ аслă хĕрне шаннă. Лида 1971 çулта Карайри вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать. Ял фермине сыснасем пăхма ĕçе вырнаçать. Тăрăшуллăскерне кĕçех Карай ял совет депутатне суйлаççĕ. Ырми-канми тăрăшнă вăл. Пус çумне пус хушса çĕнĕ пỹрт çĕклеме вăй çитернĕ. Çакăнта ниме мелĕпе ăста платниксем — Иван Ильин, Николай Владимиров, Иван Герасимов пысăк пулăшу кỹнĕ. 1973 çулта Карай вăтам шкул директорĕ П. Васильев çине тăнипе Л. Григорьевăна тухтăр профессине алла илме направлени панă. Пушкăрт Республикинче пĕлỹ илмелле пулнă. Анчах Лида амăшне, йăмăкĕпе шăллĕне хĕрхенсе малалла вĕренме кайма килĕшмен. Кун-çулне обществăлла апатлану предприятийĕнче ĕçлесе ирттернĕ вăл. Официанткăран аслă повара çитнĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн ăна Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе темиçе хутчен те чысланă. 40 çул ытла тăрăшнă вăл райцентрти столовăйсенче. Мăшăрĕпе, Кивĕ Йĕкĕт каччипе, Александр Григорьевпа, икĕ ывăлпа хĕрне кун-çул парнеленĕ. Алена хĕрĕ те амăшĕн çулĕпе кайнă. Унăн икĕ ывăл. Лидăн ывăлĕн пурнăçне сарăмсăр вилĕм татнă. Мăшăрĕ те икĕ çул каялла йывăр чире пула пурнăçран уйрăлнă. Иккĕмĕш ывăлĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать. Матрỹнь аппан ывăлĕ Николай тĕп килте тымар янă. Мăшăрĕпе, Елена Геннадьевнăпа çĕнĕ, капмар çурт хăпартса лартнă. Спиридоновсем пĕр хушă райпо тытăмĕнче вăй хунă. Каярах "Караево" ООО-ра тимлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Икĕ хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ. Асли — Людмила, "Караево" ООО-ра ферма заведующийĕ пулса тăрăшать. Мăшăрĕ, Сергей, вахта мелĕпе Мускава ĕçе çỹрет. Вĕсем икĕ ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Марина Канаш районĕн каччипе Алексейпа çемье çавăрнă. Хĕрпе икĕ ывăлне пурнăç парнеленĕ. Сергей Спиридонов та юратнă ĕç тупнă. Матрỹне аппан Зоя хĕрĕ Чаканар ялне качча тухнă. Зоя Прокопьева "Теремок", "Шуракăш" ача сачĕсенче хуçалăх заведующийĕнче, поварта ĕçленĕ. Мăшăрĕпе, Володьăпа, тăватă теçетке ытла çул килĕшỹре пурăнаççĕ. Виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Тăватă мăнук Прокопьевсен. "Хĕрарăм — кил-çурт вучахĕн тытăмĕ" теççĕ. Тĕрĕсех пулĕ ваттисен çак сăмахĕ. Матрена Ефимовна йывăр пурнăç витĕр тухса, пур йывăрлăхсене чăтса пĕчченех виçĕ ачана ура çине тăратнă. Ĕç тата тыл ветеранĕ ял хуçалăх производствинче тăрăшса хаклă парнесемпе Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. "Ĕç ветеранĕ" медале чыслăн упрать вăл. Ачисемпе, 9 мăнукĕпе, кĕçĕн 10 мăнукĕпе туллин савăнать. Эпĕ Матрỹнь аппана таса сывлăх, ырлăх, канлĕ ватлăх сунатăп. Инкек-синкек сирĕнтен аякра тăтăр. Г. Егорова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)