21 февраля 2020 г.
Кỹлхĕрри ялĕнчи Сергей Тимофеев староста тивĕçĕсене çулталăк ытла кăна пурнăçлать. Апла пулин те вăл халăхпа пĕр чĕлхе тупма, пĕрлехи ĕçе хутшăнтарма аван пултарать. Паллах ял çыннипе ĕçлеме çăмăл мар. Çак ĕç çỹлтен хушнă тивĕç мар, чун ыйтни пулмалла. Çакăн пирки староста никамран лайăх пĕлет. Тавралăх тирпейлĕхĕ ял халăхĕнчен нумай килет. Çавăнпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçсан çын ăнланатех, ĕçлеме тухатех. Япăххипе лайăххи çурмалла, теççĕ. Пирĕн ялта лайăххи ытларах. Пĕрин хыççăн ыттисем те туртăнаççех. Ỹркенменскер ăçта мĕн юсамаллине, тỹрлетмеллине тỹрех асăрхать. Акă, иртнĕ граждансен пухăвĕнче, ял пĕвин ыйтăвне татса пама çийĕнчех васкарĕ. Хальлĕхе пĕр шухăш патне çитеймен-ха. Кăçал, 2020 çулта юбилей çулĕсем нумай. Вĕсенчен пĕри — Красноармейски районĕ йĕркеленĕренпе 85 çул çитет. Çак уява халалласа эпир, “Хитрелен, тăван ен” ятлă девизпа субботник йĕркелерĕмĕр. Çанă тавăрса, алла пуртă-пăчкă тытса, Састурам пĕви хĕрринче васкасах америка вĕренисене, хăрнă йывăçсене касса тирпейлерĕмĕр. Ял сарости ỹркенмен йышпа пĕрле виçĕ эрне хушши тăрăшрĕ. Ял кĕрлесе çеç тăчĕ. Ĕçлес тесен ĕçĕ тупăнсах пырать. Çак илеме упрама пĕлмелле, унсăрăн часах юхăнĕ. Г. Иванова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)