18 февраля 2020 г.
Карай ял тăрăхĕнче пурăнакансен 2019 çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме пĕрлехи пухăва пуçтарăннă. Пухăва Карай ял тăрăхĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Л. Алексеевăпа А. Кузнецов, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Л. Анисимова, Çĕрпỹ районĕнчи УПФРăн хамăр районти клиент службин пуçлăхĕ М. Короткова, “Газпром газораспределение Чебоксары в г. Цивильск” ОАОн Трак енри газ участокĕн начальникĕ В. Петров, УУП тата ПДН уйрăмĕн пуçлăхĕ П. Семенов хутшăннă. А. Кузнецов районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕ-пе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, Кỹлхĕрри ял старостине С. Тимофеева, Карай ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн председательне А. Семенова Тав çырăвĕсем панă. Пухăннисем умĕнче Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Алексеева сăмах илнĕ. Юлашкинчен пухăва хутшăннисене вырăнти пултарулăх коллективĕ юрă-ташăпа савăнтарнă. Фойере вырăнти ал ĕç ăстисен куравне йĕркеленĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)