Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулти тĕлпулу.

07 февраля 2020 г.

Вăрçă паттăрĕсене манмастпăр Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитет. Çавна май Карайри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулта Раççей Çар мухтавĕн кунне халалласа тĕлпулу пулса иртрĕ. Унта ветерансен йышĕнче пулнă май, Кỹлхĕрри ялĕнче пурăнакан М. Герасимовăпа пулса куртăмăр. Класс сехечĕ вăхăтĕнче пуçламăш класс ачисене пĕлỹ паракан тата аслă вожатăй тивĕçне пурнăçлакан Л. Степанова вăрçă историйĕпе çыхăннă блокадăри Ленинград хỹтĕлевçисемпе унта асап тỹснисем çинчен видеофильм кăтартрĕ. Малалла Лариса Константиновна Тăван çĕршывшăн çапăçса пуçне хунă паттăрсемпе тылра вăй хунă ĕçченсем çинчен паллаштарчĕ. М. Герасимова вăрçă вăхăтĕнчи йывăр ачалăхĕ, çитмен пурнăç пирки кăсăклă каласа панине ачасем тимлĕн итлесе ларчĕç. Асăннă мероприятисенче вырăнти шкул директорĕ И. Кириллова М.Г. Герасимовăн пиртен çĕленĕ кĕпи тата унăн хитре эрешлĕ тĕррисем çинче чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех урасене сырнă çĕнĕ çăпата та ачасене интереслентерчĕ. Юлашкинчен эпĕ çапла каларăм: “Пирĕн юратнă çĕршывăн паттăрĕсене пĕлмеллех, вĕсене асра тытмалла. Паттăрсем нихăçан та манăçмаççĕ”. Аслă Çĕнтерỹ çулне палăртса пирĕн нумай мероприятисем, ĕçсем тумалли çинчен палăртса хăвартăм эпĕ. Çакă вăл: тыл ĕçченĕсемпе, тăлăха юлнă салтак арăмĕсемпе, вăрçă ачисемпе тĕлпулусем ирттересси. Çĕнтерĕве — 75 çул ячĕпе 75 “пиллĕк” паллă илесси, палăксене тирпейлесе пăхса тăрасси, вăрçă паттăрĕсене халалланă ăмăртусем, Асăну кунĕсен сехетне ирттересси. “Вилĕмсĕр полк” ращи, “Георги хăйăвĕ”, “Вăрçă çинчен вулатпăр” акцине хутшăнса усăллă ĕçсем тăвасси. Çу уйăхĕн 9-мĕш тĕлне кам 75 “пиллĕк” паллă илет, çавна манран парне кĕтет. Ăшă тĕл пулушăн вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тав турĕç, пире парнесем парса чысларĕç. Ачасем яланах пирĕнпе тачă çыхăну тытма шантарчĕç. Тĕлпулу илемлĕ вырăс кĕввиллĕ “Çĕнтерỹшĕн, тавах асаттене” ятлă юрăпа вĕçленчĕ. Шкул ачисем вара ăна ура çине тăрса мăнаçлăн шăрантарчĕç. Г. Егорова

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика