Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрçĕсем ăмăртнă

04 февраля 2020 г.

Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕн шучĕпе иртнĕ эрнекун Красноармейски вăрманĕ çывăхĕнче вĕренекенсем хушшинче классикăлла мелпе йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем пулса иртнĕ. 2006—2007 ç.ç. хĕр ачасем 1 км инçĕшне чупнă. Унта О. Куприянова (Карай), А. Николаева (Трак), А. Львова (Кĕçĕн Шетмĕ) палăрнă. Асăннă ỹсĕмри арçын ачасем те çак инçĕшех чупнă. Унта Н. Семенов, В. Козлов, К. Игнатьев (пурте Кĕçĕн Шетмĕ) 1—3 вырăнсене йышăннă. 2004—2005 ç.ç. хĕрсем 2 км инçĕшĕнче вăй виçнĕ. Кунта С. Лаврентьева (Трак), Д. Христофорова (Кĕçĕн Шетмĕ), Т. Димитриева (Карай) пьедестал картлашки çине улăхма тивĕçнĕ. Ку ỹсĕмри арçын ачасем 3 километр чупнă. Кунта А. Антонов (Трак), Р. Козлов (Кĕçĕн Шетмĕ), Д. Степанов (Трак) мала тухнă. 2001—2002 ç.ç. арçын ачасем 3 км инçĕшне чупса тупăшнă. Кунта Трак вăтам шкулĕнчи Ю. Егоровпа Ф. Филиппов çĕнтернĕ.

 

 
 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика