21 января 2020 г.
Красноармейски районĕнчи Карай ял тăрăхне кĕрекен Çырмапуç ялĕнче кун çути курнă Венера Васильева 5 ачаллă çемьере чи кĕçĕнни пулсан та ачаш çитĕнмен. Амăшĕ Анастасия Егорова шкулта пуçламăш классене çỹрекенсене пĕлỹ панă, ашшĕ Андрей Егоров колхоз бухгалтерĕ, çавăн пекех учетчикпа бригадир тивĕçĕсене те пурнăçланă. Ялта çитĕнекен ăрăва ытларах чухне ашшĕ-амăшĕ кам пулнине кура хисеплесси йăлана кĕнĕ. “Камăн ачи — çавăн ачи”, — тенĕ. Шкулта яланах чи лайăх вĕренекенсен йышĕнче шутланса тăнă, общество ĕçне хастар хутшăннă. Килте аслисем çирĕп ыйтнăран Венера хушнă ĕçе яланах вăхăтра та тĕплĕ тума хăнăхнă. Ашшĕ-амăшне ял-йыш тата ытларах хисеплетĕр тесе тăрăшнă. Мĕн пĕчĕкрен лайăх воспитани илсе çитĕннĕшĕн вăл халĕ савăнать кăна. Шкулта пĕрле вĕренекенсемпе хĕл кунĕсенче килĕрен чăх каяшĕ пухма Венера та хастар хутшăннă. 8-мĕш класа çитсен аллине çава тытнă. Çурхи каникулта фермăна пăр катма çỹренĕ. Аслă классене çитсен шкулти вĕренỹ производство бригадин хастар пайташĕсен йышне кĕнĕ. Вырăнти хуçалăх амăшĕ Анастасия Кирилловна педагог пулнине пăхса тăман — çемьене ыттисемпе танах çĕр улми, кăшман, хăмла пайĕсем çирĕплетсе панă. Хастар хĕре авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртекен линейкăра çулленех парнепе чысланă. — Вĕсене çитĕнсен те тивĕçнĕ эпĕ, — хастарлăх сукмакне епле такăрланипе паллаштарчĕ Венера Андреевна. — Мăшăрпа Виталий Геннадьевичпа канашланă хыççăн 2003 çулта хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр. Ун чухне 15 ĕне те 10 вăкăр кăначчĕ-ха. Çĕр лаптăкĕ те пĕчĕкчĕ. Халĕ вăл 600 гектар йышăнать. Ĕне 240-250 пуç, сăваканни — 80. Кредитсем илсе аталанма тытăнтăмăр. Пĕр çулхине Шупашкара кайсан, Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен тата продукци тирпейлекенсен уявĕнче, 30 пин тенкĕлĕх преми пачĕç. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ун чухне ял хуçалăх министрĕччĕ. Вăл нухратпа кĕпе çумалли машина туянтăм. Малтан — коопераци училищи, унтан çак профильри техникум пĕтернĕ. Пĕлỹшĕн ăнтăлаканскер кунпа çеç ниепле те лăпланма пултарайман. Куçăн мар майпа ЧПУра — менеждера, Мускав патшалăх гуманитари институчĕн Шупашкарти филиалĕнче — организаци ертỹçине, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕреннĕ. Виçĕ аслă пĕлỹ илнĕ пулсан та хĕрỹ ĕçрен кăшт пушансанах тĕрлĕ çăл куç пулăшнипе ăс-тăна хăй тĕллĕн çивĕчлетме тăрăшать. Ку чухне ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарма пĕлỹ тĕрлĕ енлĕ, çав вăхăтрах çирĕп те тарăн пулмаллине лайăх ăнланать. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çĕнĕ технологипе килĕшỹллĕн аталанать. Сĕте ĕнесене ятарласа хатĕрленĕ зала куçарса сăваççĕ. Операторсен ĕçне çăмăллатма çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Васильевсем 2 ывăлпа 1 хĕр çитĕнтернĕ. Пурте аслă пĕлỹллĕ. Ывăлĕсенчен пĕри — менеджер, тепри — агроном. Иккĕшĕ те хуçалăх тĕрекĕшĕн тăрăшаççĕ. Зоотехникпа ветеринар та пур. — Эпĕ фермăна тулли кăмăлпа пыратăп, — тет Венера Андреевна. — Пăрусене малтанхи вăхăтра ятарласа хатĕрленĕ “пĕчĕк çуртсенче” вăй иличчен тытатпăр. Ĕç кал-кал пынă чухне чунăм савăнать. Техника паркне те çĕнетсех пыратпăр. Пĕр комбайн, икĕ трактор туянтăмăр. Пĕчĕк вĕлле те пур пирĕн. Унпа ытларах мăшăрăм Виталий Геннадьевич айланать. Пĕр вăхăтра 100 ытла вĕллеччĕ, халĕ сахалрах. Герефорд ăратлă вăкăрсене ашлăх çитĕнтеретпĕр. Сăваканнисемпе танлаштарса пăхсан пĕр пекех темелле, анчах йывăрăшĕ чылай пысăкрах. Ĕнесем 400 килограмм тайсан, вĕсем — 600. Венера Васильева пусă çаврăнăшне епле йĕркеленипе те паллаштарчĕ. Сĕлĕпе урпан тата çурхи тулăн элита, пĕрремĕшпе иккĕмĕш репродукциллĕ вăрлăхне кăна акать. — Тăпрана паха вăрлăх тата минерал удобрени çителĕклĕ хывни хăйсен ĕçне турĕç — сĕлĕ кăçалхи пек лайăх тухăç пани пулманччĕ-ха, — савăнăçне пытараймарĕ ХФХ ертỹçи. — Аслă пĕлỹллĕ зоотехник Владимир Иванович Петров рациона тĕрĕс хатĕрлени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕне выльăхăн продуктивлăхĕ палăртнă виçерен чакмасть. Рациона пуянлатма майсем çителĕклĕ. (“Хыпар” хаçатран).
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)