14 января 2020 г.
Карай ял тăрăхĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕ (унта 10 çын) пысăк ĕç туса ирттерет. Иртнĕ çул вĕçĕнче эпир вăрçă ачисемпе — Н. Григорьевăпа, А. Федоровăпа, Еленăпа Михаил Никандровсемпе тата вырăнти ал ĕç кружокне çỹрекенсемпе тĕл пулу ирттертĕмĕр. Культура ĕçченĕ Л. Платонова тимленипе кану çурчĕн залĕнче ал ĕç ăстисен куравне йĕркелерĕç. Унпа ватăсем туллин паллашрĕç. Çав тери илемлĕ тĕрленĕ, çыхнă, куçа тыткăнлакан ĕçсене çивĕч ăс-тăнлă çын кăна тума пултарать. Курав хыççăн пухăннисем аваллăх кĕтесне çул тытрĕç. Тĕл пулу-канашлура 2019 çулта пурнăçланă ĕçсемпе, умри тĕллевсемпе паллаштартăм. Ырă йăла пур Карайсен. Хĕл уйăхĕсем пуçлансан ал ĕç кружокĕ ĕçлеме пуçлать. Кунтан пултаруллă кинемисем юлмаççĕ. Çапах та вĕсене ватă тесе калассăм килмест. Çичĕ теçеткерен иртнисемшĕн аякри çул та чăрмавлă мар. Акă иртнĕ çулсенче аслă ăру çыннисем Сочине, Санкт-Петербурга, Свияжска, Йошкар Олана, Чул хулана, Дон çинчи Ростова, Дивеевăна экскурсие çитсе килчĕç. Ватă çынсен кунне паллă туни, вĕсемпе пĕрле йывăç-тĕм, чечексем лартса хăварни, субботниксене, спорт мероприятийĕсене хутшăнни, юбилярсене саламлани — çаксем пурте ырă ĕçсен шутне кĕчĕç. Тĕл пулăва килнĕ хăнасем иртнĕ вăхăтри самантсене аса илчĕç. Çулленех Хĕл Мучипе Юр пике ялсем тăрăх халăха саламласа çỹрерĕç. 2019 çулта та çак ырă йăлана пăрахăçламарĕç. Г.Егорова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)