Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти хисеплĕ мăшăр

20 декабря 2019 г.

Ялти хисеплĕ мăшăр

Кỹлхĕрри ялĕнчи Егор Лукин ячĕллĕ урама кĕрсен, сулахай енче 16-мĕш номерпе çырăнакан çуртра пурăнаççĕ Кузьминсем. Икĕ хутлă çурт. Çыпăçуллă алăсем витĕр тухнăскер ял урамне илем кĕртет. Йĕри-тавра çĕкленнĕ хуралтăсем пỹрте татах та пуянлатаççĕ. Çемьен кун-çулĕ тĕрлĕрен пулнă. Савăнмалли те, кулянмалли те, йывăрлăхĕ те сахал мар ура хунă. Апла пулин те парăнман. Йывăр пулсан та пурăнас пулать пурнăçа. Тăван çĕршывăн хаяр вăрçи пынă чух Петĕр вунă уйăхри ача пулнă. Вăрçă ачи. Мĕн тери хăрушă, вăрçă аннесен чунне çунтарнă, вĕри куççулĕ юхтарнă. Вĕсем хăйсем çиес çăкăра ачисене парса ỹстернĕ. Çав йывăр вăхăтра çуралнисем, вăрçă нушине курнисем сахаллансах пыраççĕ. П. Кузьмин вĕсене кун-çул панă ашшĕпе амăшне паянхи кун та манаймасть, чунра упраса пурăнать. Ашшĕ — Василий Кузьмич, 1892 çулта çуралнăскер, Упи чиркĕвĕн прихут шкулĕнче икĕ çул вĕреннĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Германире тыткăнра икĕ çул хушши пулнă. 1958 çулта йывăр чире пула çĕре кĕнĕ. Амăшĕ, Анна Ивановна, пачах хутла пĕлмен. Ĕмĕрне çĕр çинче ĕçлесе ирттернĕ. Упăшки вилсен арçыннăн йывăр ĕçĕсем унăн черченкĕ хул пуççийĕсем çине тиеннĕ. Вăрçă чарăнсан та пурнăç часах çăмăлланман. Вăкăр кăна мар, ĕнене те кỹлнĕ. Вăкăр çапах та лаша мар, темĕнле хăваласан та йăраланать çеç. Шыв курсан вара чараймастăн, тулли лавпах çырмана сикет. Хĕрарăмсене те амантни пулнă. Юратнă амăшĕ 1968 çулта вилнĕ. Çемьере ултă ача пулнă. Иван 4 çултах çĕре кĕнĕ. Михаил — 1926 çулта çуралнăскер, хĕсмете Мускав хулинче ирттернĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе (1943—1946 ç.ç.) пурнăçласан, Михаил Васильевич яланлăхах унта юлнă. Çемьеллĕ пулнă. Мăшăрĕпе пĕр хĕрне ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, Михаил Васильевич Кузьмин мăнукĕпе сахал савăнса курчĕ. 70 çула çитсен çĕре кĕнĕ. Петьăшăн уйрăмах аппăшĕсем — Литюк, Ульки, Санькка ырă тĕслĕх пулнă. Вĕсем те йывăр тапхăрта алă усса ларман, хуçалăхра ырми-канми тăрăшнă. Ольга Васильевна сысна пăхакансем хушшинче палăрнă. Вăл кашни амаран 32 çура илме пултарнă. Ахаль мар ĕнтĕ çĕршыв наградине, Ленин орденне илме тивĕç пулнă. Вăл — Çырмапуçне, Лидия Çĕньял Карая качча тухнă. Петр Васильевич калаçăвĕнче çакна пĕлтĕм: ашшĕн аккăшĕ — Петьăн мăнаккăшĕ Варвари, иккĕ авланнă Захар Осипова (пĕрремĕш арăмĕ вилнĕ) качча ухнă. Вĕсем ялта Кỹлĕ (Озерная) урамĕнчи 6-мĕш çуртра пурăннă. Иккĕмĕш арăмĕ вилсен йыснăшĕ пĕчченех тăрса юлать. Ача-пăча пулман пирки П. Кузьмин аппăшне, 6 çулхи Саньккана, усрава илнĕ. Çавăнпа ăна “Сахар Санькки” тенĕ ялта. Шел, паян вĕсенчен пĕр аппăшĕ те çук, чылай çул каялла çĕре кĕнĕ. Александра Васильевнăн пĕртен-пĕр ывăлĕ — Вениамин та икĕ хĕрне çурма тăлăха хăварса тахçанах пурнăçран уйрăлнă. Сакăр çулхи арçын ача, П. Кузьмин, ял хуçалăхĕнче лашапа темĕн тĕрлĕ ĕç тунă. Мăн çынсемпе пĕрле колхоз улăхне утă çулма кайнă, тырă вырнă, çапнă. Ывăннă пулсан та халăхран уйрăм канма ларман. Хытса çитмен шăмшак такам хĕненĕ пек ыратнă. Вăрçă ачисем ялан выçă пулнă. Пилĕк Карай хушшинче Кỹлхĕрри халăхĕ — пушшех те. Нимĕн çимелли пулман пирки кĕпçе çинĕ, юр ирĕлсен уйра ана çинчи çĕрĕк çĕр улмине пуçтарнă. Анана таптама юраманнипе хуралçă халăха хăваланă. Мăяна та сахал мар çинĕ. Чи йывăрри вара хĕл сиввисем çитсен пуçланнă. Кăмакана хутса ăшăтма вутти пулман, юнашар вăрман пулсан та, унта кайма лесникрен хăранă. Ирĕксĕрех улăм кĕлти çунтарнă. Асра юлмалли тепĕр самант — шкул. Хăйне вулама, çырма вĕрентнĕ учителе — Трофимова Федора Трофимовнăна ырăпа çеç асăнать ĕç ветеранĕ. Федора Трофимовна ачасенчен çирĕп ыйтнă. П. Кузьмин Карайри 7 класс вĕренмелли шкултан “5” паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă. Малалла вăтам пĕлỹ илме укçи-тенки тивĕçмен. 15 çултах конюх ĕçне кỹлĕннĕ каччă. Виçĕ çул ĕçлесен салтак ячĕ тухать. 1958 çулта “плоскостопи” текен чире пула, П. Кузьмина çар ретне илмен. 1960 çулта яш ача салтак аттине тăхăннă. Хĕсмете вăл Красноярск тăрăхĕнче ирттернĕ. Виçĕ çул салтак пăттине çинĕ хыççăн тăван тăрăхрах тĕпленсе пурăнма тĕв тăвать. 1964—1987 çулсенче Петр Васильевич “Россия” колхозра вăй хунă. Пуçаруллă та тăрăшуллăскер ревизи председателĕнче те ĕçленĕ. 1987 çулта ăна бухгалтер ĕçне çирĕплетеççĕ. Çак ĕçре вăл çирĕм çул хушши тимленĕ. 2000 çулта Петр Васильевич тивĕçлĕ канăва тухать. Апла пулин те алă усса ларман, ĕçшĕн çунакан çын тата тепĕр çичĕ çул бухгалтер тилхепине тытса пынă. Хĕрĕх сакăр çул каялла Кузьминсене “Советская этнография” текен журнал пĕрлештернĕ. Калисса почта çыхăнăвĕнче ĕçленĕ тапхăрта, Петĕр çак журнала çырăнса илнĕ. Пĕррехинче, кĕтнĕ номер кая юлса килнĕ пирки, хаçат валеçекен ăна хуçи патне вăхăтра çитереймен. Çапла вара, журнал кĕтекенскер, почтальонкăна урамра тĕл пулать. Хĕрпе каччăн журнал “вăрçи” пуçланать. Çакăн хыççăн Калисса чылай вăхăт Петĕрпе сăмах пуçарма килĕшмесĕр пурăннă. 22 çулхи ытарайми илемлĕ пикене куç хывакансем татах та пулнă. Анчах, П. Кузьмин алă сулакан йышши мар, ун çывăхне никама та яман. Кăмăлне кайнă хĕрпе туслашассишĕн темĕн те туса пăхнă. Майне тупнах. Петĕрпе Калиссăн юрату романĕ çурхи чечек çурăлнă пек хитре пуçланнă. Тепĕр çултан çамрăксем пысăк юратăва туй тусах çирĕплетнĕ. К. Скворцова ултă ачаллă çемьери иккĕ-мĕшĕ пулса 1950 çулта çут тĕнчене килнĕ. Икĕ шăллĕпе йăмăкĕ çемьеллĕ, сывă пурăнаççĕ, пурте тивĕçлĕ канура. Шел, чылай çул каялла пиччĕшĕ, Владимир çĕре кĕнĕ. Ашшĕ — Степан Иванович Тăван çĕршывăн Ас-лă вăрçине хутшăннă. Мирлĕ пурнăçра кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă вăл. Отечественнăй вăрçăн иккĕ орденне (1954, 1985 ç.ç.) тата çичĕ медале илме тивĕçлĕ пулнă. Амăшне, Александра Дмитриевнăна 1942 çулта, 18 çулхи хĕре Урал тăрăхне, Анат Тагила тимĕр шăратакан завода ĕçлеме янă. Унта вăл виçĕ çул пурăннă. Каярахпа тăван тăрăха таврăннă. Йывăр самант пурнăçра нумай пулнă. Турă пулăшнипе вĕсене çĕнтерсе пынă. Паллах, ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн яланах тĕрев пулнă. Калисса — юрă-кĕвĕ енĕпе ятарлă пĕлỹ илмен пулин те, культура тытăмĕнче тимленĕ. Хăйĕн пултарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе çамрăксене те, ватăсене те клуба явăçтарнă. Концертсемпе, спектакльсемпе куракансене савăнтарнă. Кỹршĕ ялсене те тухса çỹренĕ. Хăйĕн илемлĕ уçă сассипе юрăсем шăрантарнă. Халĕ Калисса Степановна тивĕçлĕ канура пулсан та, Карайри кану центрĕ çумĕнчи ал-ĕç кружокне çỹрет. Субботниксенчен нихăçан та тăрса юлман. Ĕçчен çын ватлăхра та алă усса лармасть. Алă çыпăçулăхĕ енĕпе амăшне пăхнăскер çыхма, тĕрлеме, тухья-масмак ăсталама, шăрçапа илемлетме, çекĕлпе чĕнтĕрлесе çыхма ăста. Унăн ĕçĕсем курав йĕркелмелĕх те пур. 47 çул çемье вучахне тирпейлĕ упракан мăшăрăн хĕрпе икĕ ывăлĕ, ашшĕ-амăшĕн çуначĕ айĕнче сарăлса çитĕннĕ. Пурте вĕренсе тухса тивĕçлĕ професси илнĕ, ĕçлеççĕ. Кузьминсен аслă ывăлĕ Николай ỹнер профессине алла илнĕ, ỹнерçĕсен çуртĕнче ĕçлет, художник, кĕçĕн хĕрĕ — Надежда Шурă Шупашкар хваттерĕнче тĕпленнĕ. Çакăнта ашшĕ-амăшĕн тỹпи те пысăк. Надя пĕр организацинче бухгалтерта ĕçлет. Ашшĕ халалне тĕпе хурса кĕçĕн ывăлĕ Радислав тĕп килте тĕпленнĕ. Çамрăк кил хуçи арçынăн кирек епле ĕç патне те алли пырать. Çав тери çыпăçуллă, ылтăн алăллă пулнипе палăрса тăрать. Вăлах — платник, столяр, слесарь, фрезер, сварщик, кирпĕч хуракан та. Темиçе çул каялла хăй ăсталанă трактор, хитре эрешленĕ пахча карти пурне те тĕлĕнтерет. Пластмасс кĕленчесенчен касса кăларнă лантăш чечекĕсем те илемлетеççĕ таврана. Радислав Петрович чăн-чăн кулибин. Тĕрлĕ япаласем ăсталама унăн мастерской та пур. Хальхи вăхăтра “Мостоотряд-125” организацине вахта мелĕпе ĕçлеме çỹрет. Монтажник-высотник пулса тăрăшать. Лайăх арçын — хĕрарăм телейĕ теççĕ. Маринăна ку тĕлĕшпе чăннипех ăнăçнă. Мăшăрĕ — Марина Анатольевна вăр-вар та тирпейлĕскер, шутлав ĕçне килĕштернĕ. Чăваш ял хуçалăх академинче бухгалтер ĕçне илнĕ пĕлỹпе район администрацийĕн финанспа хуçалăха тивĕçтерекен центрта вăй хурать. Çулла, пỹрт умĕнчи пахчара тăрăшса ĕçлет. Хаваслă та ăшă кăмăллăскер илемлĕхе юратать. Чỹрече умĕнче тĕрлĕ йышши чечексем куçа илĕртсе ешереççĕ. Хĕрпе ывăл çитĕнет çак çемьере. Асли Анна — пулас тухтăр. И.Н. Ульянов ячĕллĕ университетра, 2-мĕш курсра ăс пухать. Дмитрий Карайри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулта 7 класра вĕренет. Петр Васильевич хăйне телейлĕ тесе шутлать: уксах-чăлах мар, ачисемпе пите хĕретмен, мăшăрĕпе пĕр чĕлхерен пурăнса ĕмĕрĕнче виçĕ пỹрт çĕклесе лартма пултарнă. Кузьминсем ывă-лĕ-хĕрĕпе мухтанма хăнăхман. Мĕн ĕлĕкрен ваттисем çапла каланă: “Ачисем хамăн та, ăсĕ хăйсен”. Петр Васильевичпа Калисса Степановна — ялти хисеплĕ мăшăр. Вĕсен кăкăрĕсене чылай медаль илем кỹрет, Тав хучĕсем те чылай. Иккĕшĕ те “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнĕ. Кузьминсем ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. Вĕсем кил вучахне сỹнме памасса шанаççĕ.

Г. Егорова.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика