10 января 2020 г.
Нумаях пулмасть Çырмапуç ялĕнчи Анаткасри (вырăсла Восточнăй урамри) Г.В. Иванова 75 çул тултарчĕ. Галина Васильевна çак ялтах çуралса ỹснĕ. Çавна май ăна Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Алексеева тата юбилярсене саламлассине ырă йăлана кĕртнĕ “Карай ен” пултарулăх ушкăнĕ ăшшăн саламларĕç. Галина Васильевнăн ачалăхĕ йывăр вăхăтра иртнĕ. Вăрçă хыççăнхи çăкăр çитмен вăхăтсем... Çавăнпа та пулĕ вăл пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнă. Пирĕн пускил нихăçан та ĕçсĕр лармасть. Кил-çурта тирпейлесе пурăнать, чăх-чĕпсене пăхать. Галина Васильевна мăшăрĕпе, Виталий Ивановичпа, 2 ывăл кун çути парнелесе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратнă. Шел пулин те, мăшăрĕ 13 çул каяллах пирĕн хушăран уйрăлса кайнă. Питĕ ăста строитель-платникчĕ. Тĕлĕнмелле хитре те капмар пỹрт çĕклерĕç мăшăрĕпе. Галина Васильевна Шупашкарти фирма “Садра” ĕçлесе пенсие кайнă. Унта вăл 30 çул ырми-канми строительте тăрăшнă. Яланах хисепре пулнă. Унăн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем нумай. Халĕ Галина Васильевна ялта мăшăрĕпе çавăрнă çуртра пĕчченех пурăнать. Ăна кичем тата нумайлăха хăварас мар тесех ачисем кашни канмалли кунах яла килсе çỹреççĕ. Вăл питĕ юрă-ташă юратать. Хăй те хитре юрлать. Культура çуртĕнче иртекен спектакльсемпе концертсене кашнинех курма пырать. Пултаруллă ял çыннине, хисеплĕ ватăна “Карай ен” пултарулăх ушкăнĕ саламламасăр чăтаймарĕ. Илем-лĕ юрăпа, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунса ăнăçусем сунчĕ.
Л. Платонова, О. Семенова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)