Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕсен конференцийĕ

29 ноября 2019 г.

Нумаях пулмасть Карайри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулта Аннесен кунне халалласа ашшĕ-амăшĕсен конференцийĕ иртрĕ. Унăн теми: "Çемье тата шкул _ ачана вĕренỹпе воспитани парас ĕçре уйрăлми пайсем". Чи малтанах вĕренекенсем юратнă амăшĕсене (çывхарса çитекен уявпа — Аннесен кунĕпе) саламларĕç. Л.К. Степанова аслă вожатăй тата Р.Г. Порфирьева, О.К. Семенова, В.А. Владимирова, В.Ю. Иванова класс ертỹçисем йĕркелесе пынипе ачасем ашшĕ-амăшĕсене илемлĕ концертпа савăнтарма пултарчĕç. Малалла конференцире директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ А.Ю. Никандрова сăмах илчĕ. Вăл 2019-2020 вĕренỹ çулĕнчи пĕрремĕш чĕрĕкĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ, "Интернетри хăрушлăх" темăпа доклад турĕ. Вĕренекенсем хăйсем çине алă ан хуччăр тесен ашшĕ-амăшĕсен мĕн пĕлмелле? Кун пирки В. А. Владимирова соцпедагог тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Ашшĕ-амăшĕсене хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе чуна уçса калаçма вăхăт тупма ыйтрĕ. Шкулти çĕнĕлĕхсем çинчен вĕренекенсене тата шкул çулне çитмен ушкăнри ачасене вĕри апатпа тивĕçтерес ĕç епле пыни пирки шкул директорĕ И.Н. Кириллова уçăмлăн каласа пачĕ. Çавăн пекех Ирина Николаевна гриппран сыхланмалли хăш-пĕр меслетсем çинчен аса илтерчĕ. Л. Степанова.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика