Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улма йывăç авăнать

11 октября 2019 г.

 Улма-çырла пахчи! Кирек мĕнле чĕлхере те, кирек хăçан та çак сăмах çут çанталăк илемне, ырлăхне, этемĕн ырă туртăмĕсене, ĕçченлĕхне пĕлтернĕ пулĕ. Аса илĕр-ха, ĕмĕртен ĕмĕре куçса пыракан халăх юрри-сăввине, халап-юмахне, вĕсенче час-часах сад сăмах илтĕнет. Тĕслĕхрен: “Ай-хай сад янăрать, сад янăрать сар кайăк сассипе", "Садăрта сар ка-йăк юрлать-çке, садăр илемне кỹрет-çке", "Улмуççи лартрăм — сад турăм, улми пулчĕ шап-шурă", "Сад хăмлине ярса сăра тусан, юрла-юрла ĕçни илемлĕ". Чăваш сăвви-юррисенче мĕнешкел ытарлăх, илемлĕх, шăранса тухакан сăмахсем. Илем çинчен шухăшланă чух ĕçчен çын тỹрех сада аса илнĕ. Ырă та чипер сăн-питне пиçсе çитнĕ улма-çырлапа танлаштарнă, уççи-хупписĕр тĕттĕм пурнăç минтретнĕ халăх йăпаннă юмахсенчи çăтмах та ялан ешĕл сад пек туйăннă. Садлă кил-çурт ялта ятлă шутланнă, садлă кил-çурт таврашне сар кайăксем иленнĕ. Ялта пурăнакансенчен хăй ĕмĕрĕнче пĕр йывăç та лартса курман çын пархатарсăр шутланнă. Улма-çырла пахчи ỹстерекен ялан хисеплĕ пулнă. Хăй килĕ тавра çеç мар, ялĕ, хули тавра сад ỹстерекен çынсем ĕмĕр-ĕмĕр мухтавлă. Илемлĕ йывăçлă хула урамĕсене, йăмраллă, хурăнлă ялсене халăх çинче садпа танлаштарас йăла пур. Çав сăлтава пулах эпир аслă Тăван çĕршывăмăра та ешерекен садпа танлаштаратпăр. Улма-çырла пахчи пур тăрăхра та туллиех. Кăçал тата садри çимĕç пур çĕрте те ăнса пулчĕ. Шел те, нумай çĕрте вĕсен хуçисем çук. Халăх тунă ырлăха упракансем, пăхса тăракансем сахалланса юлчĕç, çук тесен те тĕрĕс пулать. Хамăр Карай тăрăхĕнче те малтан усă курнă, тирпейлĕ, шанчăклă алăсемпе тытса пынăскерсем, паянхи кун хуçисем çук пирки юхăнса лараççĕ е сада тĕппипех каснă. Мĕн тери вăй-хал хывнă çав садсене çĕклес тесе. Мĕн пуррине упрама тата усă курма пĕлместпĕр. Питĕ шел... Ĕлĕк сад ăсти хисепре пулнă тата пуянлăхпа та усă курма пĕлнĕ. Сад ăсти хăйĕн шухăш-ĕмĕчĕпе, пархатарлă ĕçĕпе яланах поэт. Пахчаçă вилет те сачĕ юлать. Вăл çынсен чĕринче илем, савăнăç, çамрăклăх туйăмĕсене ỹстерет. Çавăнпа çут çанталăка хăйне кирлĕ пек çĕнетсе улăштаракан çын чăннипех халăх юратăвне, хисепне тивĕç. М. Романова.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика