11 октября 2019 г.
Карай тăрăхĕнче те Аслă ăру çыннисен уявĕ пĕр çул та паллă тумасăр юлман. Кăçал та çапла пулчĕ. Ытти çулсенчи пекех вулавăш пỹлĕмне (кану çурчĕн залĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ) тĕрлĕ çулсенчи ватăсем пухăнчĕç, тулли кăмăлпа савăнчĕç. Çанталăкĕ хитре, пĕр пĕлĕт таткисĕр, сывлăшĕ уçă. Уява килнисен пичĕ-куçĕсенче хаваслăх тата савăклăх палăрать. Кĕреке хушшине ларас умĕн, ача-пăча лапамĕнче, эпир ватăсемпе пĕрле тĕрлĕрен йывăç-тĕм лартса хăвартăмăр. Карайсене саламлама район пуçлăхĕ В. Петров та килнĕ. Вăл пухăннисене Ваттисен уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалисчĕ О. Петрова та ăшă саламсемпе сăмах илчĕ. Ун хыççăн вырăнти (пенсионерсен) ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Г. Егорова ватăсене саламласа хăйĕн ятĕнчен пĕчĕк парнесем парса чысларĕ. Уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте тар тăкса ватăлнисене аса илчĕ. Ĕçре тимлекен ватăсене ырă сăмахпа асăнмасăр хăвармарĕ. Çавăн пекех Н.В. Григорьева та чи пултаруллисене тĕрлĕ сюрпризпа кăмăлĕсене çĕклерĕ. Юрă-ташăсăр уяв — тăварсăр яшка пекех. А. Алексеев ертсе пыракан “Карай ен” ушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе уява илемлетрĕ. Ватăсем те ушкăнпа пĕрле кăмăла çĕклесе юрларĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле чăваш ташши ташларĕç. Çак уява йĕркелесе ертсе пыма пулăшнăшăн Л. Алексеевăна, Л. Платоновăна, И. Ивановăна, О. Петровăна, С. Владимировăна, С. Николаевăна, В. Степановăна тата тутлă апат-çимĕç пĕçерекен И. Прохоровăна тав сăмахĕ калатăп. Г. Егорова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)