Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене парнеленĕ чĕре

04 октября 2019 г.

Ачасене парнеленĕ чĕре

Трак тăрăхĕн çĕрĕ çинче ĕçлесе ырă ят çĕнсе илнĕ çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Н.В. Григорьева. Пĕлỹпе воспитани парас ĕçре вĕрентекен тĕп вырăнта тăрать. Чунтан парăнса вăй хуракан педагогсем çамрăк ăрăва пурнăçра тĕрлĕ çул суйласа илме вĕрентеççĕ. Чылай вĕрентекен чуна çывăх çынсем. Шăпах çавăн пек çын çинчен пырать те ĕнтĕ сăмахăм. Эпĕ хама пĕлỹ панă вĕрентекенĕме уйрăмах палăртса хăварасшăн. Надежда Валентиновна Григорьева (Валентинова) хамăр районти Енĕшкасси ялĕнче ĕçчен те туслă çемьере çуралса ỹснĕ. Тăван ялĕн таса та сиплĕ сывлăшĕпе вăй илсе малтанхи утăмсене тунă. Унăн амăшне Мария Егоровна, ашшĕне Валентин Никандрович тесе хисепленĕ. Ашшĕ, 1924 çулта çуралнăскер, педагог тата паттăр салтак, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор 300 ытла юрă кĕвĕленĕ, “Ачасен чи илемлĕ куллишĕн” ятлă кĕнеке авторĕ. Шупашкарти педагогика училищинче (1938) тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (1951 ç.) вĕренсе аслă пĕлỹ илнĕ. Ачасене вырăс чĕлхипе тата литературипе пĕрле юрă урокне те вĕрентнĕ. Çак ĕçре Валентин Никандрович 53 çул хушши тăрăшнă. Вĕсенчен 2 теçетке çулне Енĕшкассинчи 8 çул вĕренмелли шкул директорĕн лавне туртса пынă. Çавăн пекех вĕренекенсене йĕркелесе районти тата республикăри конкурссене хатĕрленĕ. В.Н. Никан-дров Чăваш Республикинче конькипе чупассипе нумай хутчен чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса I степеньлĕ орденне, “Паттăрлăхшăн” медале 2 хутчен тивĕçнĕ. Унăн кăкăрне юбилей медалĕсем те илем кỹнĕ. Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ. Чунтан юратса, парăнса ĕçлесен, пур професси те лайăх. Ахаль каламан пуль ваттисем: “Ĕçлекен ăста пулнă,” “Ĕç — пурнăç илемĕ”, “Ĕç вăл — савăнăç, телей”. Анчах та вăй хумасăр нимĕнле ĕç те пулмасть. Юратнă амăшĕ, Мария Егоровна, çĕр çинче ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухнă. Вĕсем мăшăрĕпе “Ĕç ветеранĕ” хисеплĕ ята илнĕ тата ытти чыславсем те чылай пулнă вĕсен. Тăрăшулăхпа, тирпейлĕхпе, ăшăлăхпа палăрнă. Виçĕ хĕрпе виç ывăлне пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Паян М.В. Егорова тĕп килте Юрий ывăлĕн çемйипе кун кунлать. 95 çулхи кинеми “Ял пурнăçĕ” хаçатпа туслă çыхăну тытать. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест текен сăмаха Никандровсем пиркиех каланăн туйăнать. Ачисем те ашшĕ çулĕпе кайса учитель ĕçне суйласа илнĕ. Вĕсем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлаççĕ, унăн ырă ĕçне малалла тăсаççĕ. Хĕрĕсем пурте те тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Надежда Валентиновна математика учителĕ пулнă. Вĕрентỹри ĕç стажĕ — 37 çул. Ольга химипе биологи предмечĕсене вĕрентнĕ, педагогикăри ĕç стажĕ — 35 çул. Римма та вĕрентекен пулса вăй хунă. Вăл 33 çул хушши вырăс чĕлхи тата литературипе пĕлỹ панă. 1979 çулта Юрийпе Александр Никандровсем ирĕклĕ майпа кĕрешсе спорт мастерĕн кандидачĕсем пулса тăнă. Александр, 1955 çулта çуралнăскер, вăтам пĕлỹ хыççăн, ашшĕ вĕреннĕ аслă шкула çул тытать. Физкультура факультетĕнчен вĕренсе тухать вăл. 1981 çулта А. Никандров коньки спорчĕпе СССР спорт мастерĕ пулса тăрать. Каярахпа çамрăк специалист тăван республикăри ирĕклĕ “Труд” спорт обществинче тренер пулса ĕçленĕ. 2001 çулта ачасемпе çамрăксене ятарлă спорт шкулĕнче коньки спорчĕн уйрăмĕнче аслă тренер-преподавательте тăрăшнă. 15 çул хушши ĕнтĕ вăл Çĕнĕ Шупашкарти А.Г. Николаев ячĕллĕ стадионта директор пулса тимлет. Чăваш Республикинчи коньки спорчĕн Федераци Президенчĕ те вăлах. Тепĕр шăллĕ — Владимир, çав хуларах “Сокол” стадионта тренер ĕçĕнче вăй хурать. Никандровсен педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 260 çул ытла. “Аттепе эпĕ мăнаçланатăп, вăл маншăн чи пысăк тĕслĕх”, — хумханса калаçрĕ Надежда Валентиновна. Хĕрĕ шкул сакки çинче чухнех пьеса çырнă, шкулти тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăннă, уроксене яланах тĕплĕн хатĕрленнĕ, класра чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри шутланнă, смотр-конкурссенче шкул чысне хỹтĕленĕ, физкультурăпа спорта кăмăлланă. Пултаруллă та çивĕчскерĕн учитель пулас ĕмĕчĕ пысăк пулнă. Енĕшкассинчи 7 çул вĕренмелли шкула ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн Красноармейски шкулĕн сукмакне такăрланă. 18 çухрăм аякра ларакан шкулта 4 çул ăс пухнă. Алла аттестат илсен 1964-1965 çулсенче аслă пионервожатăй пулса ĕçленĕ. Математикăна юратса вĕреннĕ хĕр вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультечĕн алăкне хăюллăн пырса уçнă. 1969 çулта аслă шкултан вĕренсе тухса алла диплом илнĕ хыççăн направленипе Карайри вăтам шкула ĕçлеме яраççĕ. Юратнă ĕçре вăл 2006 çулчченех ĕçленĕ. Надежда Валентиновна ачасене тарăн пĕлỹ парассишĕн вăй хунă. Унăн вĕренекенĕсем вăл пĕлỹ паракан предметсемпе районти тĕрлĕрен конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса малти вырăна çĕнсе илнĕ. Н.В. Григорьева, математика учителĕ, вĕренекенсенчен питех те çирĕп ыйтнă. Çавăнпах унран эпир ыррине, лайăххине илнĕ. Надежда Валентиновна класс ертỹçи пулнă май, ачасене ĕçе хăнăхтарнă, хăй пекех ĕçлеме, тĕрлеме, пĕçерме (уйрăмах хĕр ачасене), ĕçчен те хастар пулма, паллă çынсене асра тытма, ваттисене хисеплеме, ырă пулма вĕрентнĕ. Кашни çулах каникулсенче вĕренекенсене похода, экскурсисене илсе кайнă. Хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтакан педагог пулнипе палăрса юлнă. Хастар хĕре часах асăрхакан та тупăннă. Карай ял каччи, хĕлле салтакран таврăннăскер, сĕтеклĕ чĕлхепе калаçакан яштака моряк илемлĕ сăн-питлĕ, вăрăм çивĕтлĕ хĕрпе паллашать. 1970 çулта Надежда Валентиновнăпа Николай Григорьев пĕр тĕвве пĕрлешеççĕ. Çапла вара Енĕшкасси хĕрĕ Карай кинĕ пулса тăрать. Ача çуратса ỹстересси — хĕрарăмшăн чи пысăк телей. Çак мăшăр 4 ача çуратса, воспитани парса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачасене ашшĕн те, амăшĕн те ăшши кирлĕ. 1972 çулта (икĕ ача пулнă пулин те), 5 çулхи Таньăна пăхса ỹстерме Григорьевсем хăйсен çемйине илнĕ. Тĕлĕнмелле ачаш кăмăллă, савăнма пĕлекен хĕр ача хутшăнать вĕсен йышне, хỹтлĕхсĕр юлнăскер, кил хуçисене тỹрех ашшĕпе амăшĕ пек йышăннă. Григорьевсем Таньăна хăйсен тĕпренчĕкĕ пекех юратса ỹстернĕ. Халĕ Татьяна çемьеллĕ, мăшăрĕпе ывăлне тĕрĕс çул çине кăларнă. Пĕр мăнук çитĕнет. Вăрнар районĕнче пурăнаççĕ, Таня поварте тимлет. Тăлăха юлнăскерне, пăхса ỹстересси, чăнах та, тăван халăхăмăрăн ырă йăли. Ачасене сывă ỹстерсе, йĕркеллĕ çынсем тăвас тесе тăрăшнă Григорьевсем. Тата тĕпренчĕкĕсемпе савăнмалли пурах ĕнтĕ. Аслă хĕрĕ, Ольга, “Рыба плюс” фирмăра, Геннадий электрикра ĕçлет, Валентин — токарь, Мария Мускавра бухгалтер-экономист пулса тăрăшаççĕ. Пурте çемьеллĕ, Надежда Валентиновнăн 8 мăнук, кĕçĕн пĕр мăнук. Шел, юратнă мăшăрĕ 12 çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Арăмĕпе ачисене хура куна чăтса ирттерме çăмăл пулман. Апла пулин те Н. Григорьева йывăрлăха çĕнтерсе малалла çирĕппĕн утнă. Халĕ вăл “Карай ен” ушкăн юрăçи, общество ĕçĕнче те аякра тăмасть. Вăл — ĕçпе вăрçă ветеранĕсен вырăнти канашĕн членĕ, Пĕтĕм Раççейри “Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕн” общество организацийĕнче тăрать, сывă пурнăç йĕркине кăмăллать. Н. Григорьева хăйĕн тĕррисене куравсене тăратать. Хăй вĕрентнĕ шкулта та час-часах пулать. “Ĕç ветеранĕ” ята тивĕçнĕ. Çитĕнекен ăрăва çирĕп пĕлỹ, тĕрĕс воспитани парас ĕçре чылай çул тăрăшса, чунтан парăнса ĕçленĕшĕн панă. Хисеп хучĕсем те упранаççĕ. Унăн вĕренекенĕсем юратнă учителе манмаççĕ, пысăк уявсенче ăшă саламсем яраççĕ. Чи кирли — пурнăçра малалла пăхса утни.

Г. Егорова.

 

 
 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика