05 июля 2019 г.
Г. Ивановăн çуралнă ялĕ — Карай тăрăхĕнчи Çĕньял. Мĕн ачаран тăван ене килĕштернĕ Геннадий Александрович. Карайри вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. Çуллахи каникул кунĕсенче ытти ачасем пекех тăван хуçалăха пулăшма çỹренĕ: çум çумланă, утă пуçтарнă, кăшманпа кишĕре сайралатнă, ытти ĕçсене пурнăçланă. Çитĕнсе çитсен çуралнă тăрăх хăй ытамĕнчен яман ăна. Ачаранах ĕçе хăнăхнăскер пур ĕçе те тỹрĕ кăмăлпа, тĕплĕн туса пынă. Паянхи кун Г. Иванов "Караево" ООО-н Кỹл-хĕрринчи выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче вăй хурать. Скотник вăл, вы-льăх-чĕрлĕхе ытлăн-çитлĕн тăрантарассишĕн яваплă çын. Ра-йонăн иртнĕ Ака туйĕнче Геннадий Александрович тăрăшуллă ĕçшĕн ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Ĕç çĕклет, ỹркев ỹкерет, тенĕ ваттисем. Çак сăмахсем Г. Иванова пырса тивнĕнех туйăнаççĕ. Ĕçри ỹсĕмсемшĕн вăл Тав сăмахĕсене, хаклă парнесене тивĕçнĕ. Пушă вăхăтра та алă усса лармасть, алă ĕçĕпе тăрмашать, лăпă, карçынкка ăсталать. "Яла юлнишĕн кулянмастăп, кунтах тулли ăраскалăма тупрăм", — тет хастар.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)