Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçласа. “Ашшĕсем тата ачисем” проект: Ачан шăпи пирĕн алăра

26 июля 2019 г.

Республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçласа. “Ашшĕсем тата ачисем” проект: Ачан шăпи пирĕн алăра

Ашшĕ те, амăшĕ те хăйсен ачине мĕн чухлĕ те пулин пĕлеççех, вăл мĕнлереххине каласа пама та пултараççĕ. Анчах вĕсем ăна пур енчен те сăнласа параймаççĕ. Вĕсем каласа панинче ачан хăш-пĕр уйрăмлăхĕсене шута илни курăнмасть. Ашшĕ-амăшĕсем пурте тенĕ пекех ăçта та пулин ĕçлеççĕ. Вĕсен ĕçри, хуçалăхри, пурнăçри тĕрлĕрен ыйтусем пирки шутламалли тупăнсах пырать. Çавăнпа та вĕсен хăш-пĕр чухне ачисем вăй-хал, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен еплерех улшăнса пынине сăнама, мĕнлерех аталанса пынине тĕпчесе пĕлме вăхăт та юлмасть. Чылай ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачи çинчен унăн пуласлăхĕпе çыхăннă пĕр-пĕр ыйту сиксе тухнă самантра тин тĕплĕн шухăшлама тытăнать. Çакăн пек самантсем вара вăхăтран вăхăт кашни çемьерех пулса иртеççĕ. Вĕсем пуринчен ытларах ача пурнăçĕнче пулса иртекен улшăнусем вăхăтĕнче палăраççĕ. Мĕнле вăхăтсем-ха вĕсем?

Амăшне ача çуралсан паракан отпуск пĕтес умĕн

Ун чухне çакăн пек ыйту тухса тăрать. Ачана яслине вырнаçтармалла-ши е ăна пăхса ỹстерме урăхла май тупмалла? Хăш-пĕр ачасем ют çынна час хăнăхса çитеймеççĕ, пурнăç йĕрки улшăннипе пула час-часах чирлеççĕ, ачана килтех усрама ашшĕ-амăшĕн май çук. Вара вĕсене çакăн пек ыйтусем канăç памаççĕ: “Ачасенчен пĕрисем мĕншĕн яслире хăйсене лайăх туяççĕ, теприсем вара кутăнлашаççĕ, чирлеççĕ? Ачана çĕнĕ условисене хăнăхса çитме мĕн чăрмантарать-ха?”

Шкула кайма çул çитнĕ вăхăт

Çитĕннисене çак ыйтусем шухăшлаттараççĕ: “Мĕнле вĕренĕ-ши пирĕн ача: лайăх е начар? Хăй тĕллĕнех ĕлкĕрсе пырĕ-ши е ăна пулăшма тивет?

Тăххăрмĕш класран вĕренсе тухсан

Ку тапхăрта ачана малалла вĕренме ăçта ярасси, мĕнле професси суйласа илесси кил-йыша сахал мар шухăшлаттарать. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен вун тăватă-вун пилĕк çулхи ачипе пĕрле сỹтсе яваççĕ. Халĕ вĕсен пысăк ыйту татса памалла: вĕренме суйласа илнĕ техникум ачине килĕштĕр; ача экзаменсене хатĕрленме пултартăр; кĕрсен, ăнăçлă вĕренсе тухтăр; малашне вара ăна хăйĕн специальноçĕ те, ĕçĕ те килĕштĕр. Шел пулин те, професси суйласси час-часах ăнсăртран кăна пулса тухать. Ăçта вĕренме ярассине ачан ăс-тăн пултарулăхне, интересĕсене, психика уйрăмлăхĕсене шута илмесĕр палăртаççĕ тепĕр чухне.

Вăтам шкул хыççăн

Вăтам шкул пĕтерекен çамрăксен те малалла вĕренме ăçта каясси, мĕнле специальность суйласа илесси пирки шухăшлама тивет. Анчах ку ыйту урăхларах тухса тăрать. Халĕ ĕнтĕ ку ĕçе ашшĕ-амăшĕсем питех хутшăнмаççĕ. Ăçта вĕренме каясси ача хăйех палăртать. Вăл ĕнтĕ халь ар çулне çитнĕ çын. Çапах та ăна ашшĕ-амăшĕн ăслă канашĕ чăрмантармасть, мĕншĕн тесен çамрăк çын хăйĕн пултарулăхне пур чухне те тĕрĕсех хаклаймасть. Анчах тĕрĕс канаш парас тесен, ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачине питĕ лайăх пĕлмелле. Çỹлерех асăннă самантсем кашни ачан пурнăç çулĕ çинчех килсе тухаççĕ. Вĕсем унăн пурнăçне, çухрăм юписем евĕр, уйрăм-уйрăм тапхăр çине пайлаççĕ. Çавăнпа та малтанхи тапхăрсенче ашшĕ-амăшĕ, каярахпа çамрăк çын хăй те тĕрĕс пĕтĕмлетỹсем йышăнма пĕлнинчен унăн шăпи мĕнле пулса тухасси килет.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика