30 июля 2019 г.
Нумаях пулмасть Тутар Республикинче çăмăл атлетикăна юратакан ветерансем хушшинче уçă ăмăрту иртнĕ. Унта тĕрлĕ районсемпе хуласенчи çăмăл атлетсем вăй виçнĕ. Ăмăртăва Трак енри çак спорта кăмăллакансем те хутшăннă. Асăннă ăмăртăва Тутарстан Республикин Физкультурăпа спорт министерстви йĕркеленĕ. Чемпионатра 60 çулхисем хушшинче 100 тата 200 метр тăршшĕне чупса Кỹлхĕрринчи Юрий Федоров иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Спорта юратакансем Карай тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ Ю. Федорова питех те аван пĕлеççĕ. Вăл мĕн ачаран спортпа туслă. Тăтăшах республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнать, япăх мар кăтартусемпе палăрать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартать. Çак ăмăртура Красноармейскинчи Иван Семенов та 65 çулхисем хушшинче палăрнă. 100, 200, 400 метр чупса çĕнтернĕ. Май уйăхĕнче Чăваш енĕн хальхи вăхăтри 5 енлĕ кĕрешĕвĕнче иккĕмĕш пулнă вăл. Вĕсене Тутарстан Республикин физкультурăпа спорт министрĕ В. Леонов алă пуснă Дипломпа наградăланă, парне панă. Спорта юратакансене саламлатпăр, малашнехи ăмăртусенче те ăнăçусем сунатпăр.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)