09 августа 2019 г.
Çурт умне килсе чарăннă çăмăл автомашинăран вĕтĕр-шакăр сирпĕнсе тухрĕ. “Асанне-е-е!” — ыткăнчĕç вĕсем хапха кĕçĕн алăкĕнчен йăл кулса тухакан хĕрарăм ытамне. Красноармейски районĕнчи Карай ялĕн депутачĕ Римма Малинина ачисемпе мăнукĕсене темиçе кун кăна мар, чылай вăхăт курман тейĕн. Телей тутине ăнланакан çын кăна тăвана тĕл пулнă саманта çапла хаклать-тăр. Çывăх темиçе çынна çухатнăскер вара — пушшех. СОÇÇИМ РИММИ Çĕрпỹ районĕнчи Лĕпсер ялĕнче çуралнă Римма. Ашшĕпе амăшĕ — Изосим Ивановичпа Раиса Терентьевна — çут тĕнчере çук ĕнтĕ, анчах вĕсен çутă сăнарне юратнă хĕрĕ чĕререх упрать. — Ача чухне ĕне çитерме çỹремеллеччĕ. Камăн килĕнче ватти пур — вăл кайнă-ха выльăха ертсе. Пирĕн асаннен сывлăхĕ хавшакчĕ, ман çине тиеннĕ çак яваплăх. Пĕррехинче темшĕн пĕчченех утнă эпĕ тапăрти ĕнене çитерме. Самай инçе, 3-4 çухрăм, каймаллаччĕ кĕтĕве. Атте, колхоз бригадирĕ, çулпа пĕр хĕр ача утнине курнă. “Çак пĕчĕкскере аслисем килĕнчен мĕне пĕлсе кăларса янă-ши?” — хăй çапла шухăшлани çинчен кайран каласа панăччĕ. Çывхарсан хайхискер хăйĕн хĕрне палласа илнĕ е мăнтарăнăн хĕрхеннипе куççулĕ те тухнă, — аса илет Римма Изосимовна. — Шкула кайма пуçласан атте çирĕп ыйтатчĕ. Ялта лайăх вĕреннĕ вăл, анчах аслă пĕлỹ илме май килмен. Çавăнпа шăллăмпа иксĕмĕре вĕренỹре çине тăмаллине аса илтерсех тăратчĕ. Вăл ĕçрен килнĕ тĕле дневнике сĕтел çине кăларса хумаллаччĕ. Шăкăрин “5” курсан мухтатчĕ. “4” паллă тивĕçтерсех каймастчĕ пулас — сăлтавне ыйтатчĕ. Пĕррехинче задачăна ниепле ăнланайманран тин суса кĕнĕ сĕте витререн кĕленче савăтсене те ярса аппаланчĕ атте. Эпĕ пур пĕрех чухласа илейменрен тарăхрĕ пулас — пĕçерккĕ “туянтăм”, — каласа кăтартать çулсем иртнĕ май III степень Ĕç Мухтавĕн орденне, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентỹ хисеплĕ ĕçченĕн ятне илнĕскер. Амăшĕнчен хăйне тирпейлĕх, илеме курас туйăм куçнине йышăнать вăл. Раиса Терентьевна çамрăк чухне вырăнти фельдшер пунктĕнче санитаркăра ĕçленĕ, каярах колхозра пилĕк авнă. Ĕçре темĕнле ывăнсан та кил-çурта тирпейсĕрленме паман. — Чỹрече ани çинче темĕн тĕрлĕ чечек те ỹстеретчĕ анне. Пуçтарнă вырăн таврашне çывăрма вăхăт çитмесĕр тĕкĕнме юраманнине пĕчĕкренех каласа ăнлантаратчĕ вăл пире. Шыва витре тулли ăстарнă. Кĕвентепе тарăн çырмаран йăтаттăмăр ăна. Витре тулли мар-тăк каялла яни те пулнă. Ĕçе, пĕр пуçланă-тăк, тĕплĕ тумаллине çапла ăса хывса пынă эпир. Юрра-ташша çав тери ăстаччĕ анне, хỹхĕм кĕлеткеллĕскер. Шукăль тăхăнса çỹреме кăмăллатчĕ. Хăнана кайсан кĕреке илемĕ пулнă çав, — тивĕçлипе мăнаçланать хĕрĕ çывăх çыннисемпе. Тăван ялĕнчи тулли мар вăтам шкултан питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă Римма Канашри педучилищĕне çул тытнă. Кĕçĕн классенче пĕлỹ панă Анастасия Федотовна пек вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕскер хăйĕн умĕнче урăхла çул-йĕр курман. Училищĕрен вĕренсе тухнă чухне института каяс тĕллевлисене унтах экзамен тыттарнă. — Ялтан вĕçтерсе çитрĕм, анчах тĕрĕслеве кая юлтăм. Вĕрентекен мана ятларĕ, çапах та кĕрсе ларма ыйтрĕ. Эпĕ намăслантăм — хăяймарăм. Çапла пединститута кĕресси пĕр çулталăк каярах юлчĕ. Çĕрпỹ районĕнчи çут ĕç пайне (çапла калатчĕç ун чухне) ĕç пирки пырсан тăван шкула ярасшăн пулчĕç — пирĕн директор Валентин Андреев каласа хунă иккен. Эпĕ килесшĕнех пулмарăм. “Лĕпсере кайсан Соççим Риммиех пулса юлăп, унта мана кам итлĕ?” — шухăç канăç памарĕ. Апла пулин те путлĕ сĕнỹ урăх пулмарĕ. Пуçламăш классен вĕрентекенĕ валли вырăн çук — физкультура, ĕç, ỹкерỹ, музыка предмечĕпе сехетсем тиерĕç. Юрлама юрататтăм-ха, баян та калакалаттăм, физкультурăна чунтан кăмăллаттăм, ỹкерỹ урокĕсенчен вара кăшт хăраттăм — çав тери тĕплĕн хатĕрленеттĕм, — кун-çул пирки сăмах малаллах сыпăнать. Вăрнарта ял хуçалăх специальноçне алла илнĕ Валерий Малинина, Красноармейски тăрăхĕн каччине, Лĕпсере виçĕ çуллăха агроном-бригадирта ĕçлеме янă. Йĕкĕт çамрăк вĕрентекене тỹрех куç хывнă. Чĕри патне çул тупсан качча тухма ыйтнă. — Туй кунĕ асрах. Ара, ирхине вĕренме кĕмешкĕн экзамен тытрăм вĕт! Çỹçĕм аванах вăрăмччĕ, прическа тума вара вăхăт самаях кирлĕ. Нумай шухăшласа тăмасăр парикмахерские вĕçтертĕм, кĕске касма ыйтрăм. Пĕркенчĕк айĕнче кăтраланакан пайăркасене курманран пулас мăшăр: “Мĕн туса хунă эсĕ çỹçỹпе?!” — тесе тĕлĕнчĕ. ПĔР ТИЕВ ХЫÇÇĂН — ТЕПРИ Римма Малинина шăпине Карай ялĕн каччипе çыхăнтарнăшăн нихăçан та ỹкĕнме тивменнине палăртать. 43 çул пурăнать вăл кунта, çав яла иккĕмĕш тăван кĕтесĕ пекех йышăнать. Çамрăклăхĕ, вăй питти çулсем (халĕ те хевтесĕр мар-ха!) халăхшăн, ял-йыша ĕçлесе, юрă-ташăпа чун-чĕрене хавхалану кỹрсе иртнине калать. — Карай тăрăхĕнче пилĕк ял: Сурăмхĕрри, Çĕньял, Çырмапуç, Кỹлхĕрри, тĕп Карай. Ĕлĕкрех кашни хутлăхрах шкул пулнă. Аслă ỹсĕмри вĕренекенсем тĕп Карай шкулне килетчĕç. Эрне варринче ачасем килĕсене çỹремен — интернатра юлнă. Çавăнта воспитательре ĕçлеме пуçларăм. Аслă хĕрĕмпе Людмилăпа декрет отпускĕнче пулнă хыççăн ĕçе тухнă тĕле пуçламăш классене вĕрентекен вырăнĕ пушанчĕ. Çав тери кăмăллаттăм ĕçлеме. Анчах 3 класс вĕрентсе кăларнă хыççăн шкул директорĕн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен заместителĕнче вăй хума ыйтрĕç. Шăпах вĕрентекенсем çурла уйăхĕнчи конференцине кайнăччĕ. Мана СССР Хучĕпе наградăларĕç. Чысланăшăн савăнма та пĕлмерĕм, завуч лавне кỹлĕнес килменнипе макăртăм та, — пулни-иртнине куç умне кăларать вĕрентỹ тытăмĕн сукмакне 45 çула яхăн такăрлатнă ветеран-педагог. Тăрăшсан сăрт çинче те тырă пулать тенешкел, Римма Изосимовна шаннă çĕнĕ тивĕçе те пурнăçлама хăнăхнă. Ку кăна-и, общество ĕçĕнче те яваплăх тиеннĕ хастар йĕркелỹçĕ хул пуççийĕ çине: Римма Малинина Карайри хĕрарăмсен канашне 10 çул ертсе пынă. — Ку тиеве вара чунтанах пурнăçлама тăрăшаттăм. Ялти хĕрарăмсен пурнăçне тĕрлĕ енлĕх кĕртессишĕн мĕн кăна шухăшласа кăлармастăм-ши? Мăшăрăм Валерий купăс ăста калатчĕ, концертсемпе ял халăхне савăнтарнисĕр пуçне тĕрлĕ вырăна тухса çỹреттĕмĕр. Çула тухсан çур çĕр иртмесĕр таврăнасса ан та кĕт — ирхине пилĕк сехетре ыйха татса килти хуçалăхра тăрмашнă, хăпартлансах ĕçе тухса чупнă. Хĕрарăмсене явăçтарма алă ăстисен, тĕрлĕ ытти кружока хамах ертсе пыраттăм. Спорт уявĕсем те çав тери хаваслă иртетчĕç, — иртнишĕн тунсăхлани сисĕнет хастар хĕрарăм калаçăвĕнче. Римма Изосимовнăн йĕркелỹçĕ пахалăхĕсем хушăнса-вăйланса пынă. Çакна район ертỹлĕхĕ те асăрхасах тăнă. Туртакан лашана тата пысăкрах тиеве кỹлесси — пурнăç йĕрки. 1993 çулта çаврăнăçуллă та ăслă вĕрентекене Карай шкулне ертсе пыма шаннă. Ашшĕнчен çирĕплĕхе, амăшĕнчен типтерлĕхе туптанă педагог лав çăмăл пулмасса пĕлсех турта хушшине тăнă. Унтанпа хăйсем пурăнакан тĕлтен инçе мар шкул иккĕмĕш киле çаврăннă. 26 çул директорта тарăшнă Римма Изосимовнăн каникул та, отпуск та пулман, иртнĕ çулла кăна 2 эрнелĕх кăнтăра çул çỹреве тухнă. Ỹсĕмне кура ĕçрен кайма ыйтса çырас шухăшлăскер Хура тинĕс хĕрринчи çут çанталăк, хуласен илемĕпе хăпартланса çĕнĕ вăйпа çĕнĕ вĕренỹ çулне пуçланă. Карай шкулĕ кивĕ пулин те килен-каяна ăшăлăхĕпе туртать. Картише кĕрсенех хуçалăх çирĕп алăра пулнине туйса илетĕн. Гараж, пахча çимĕç управĕ, шкул ỹсĕмне çитмен ачасен пỹлĕмĕсем, спортзал, автономлă котельнăй... — ертỹçĕ яваплăхне Р. Малинина йышăннăранпа хăтланă-юсанă объект сахал мар. Шкул çумĕнчи сад-пахча чылайранпа — районта чи лайăххисен шутĕнче. Кунта çитĕнтернĕ çимĕçе сутса пухнă укçапа шкул хăйĕн тăкакĕсене саплаштарса пынă. Шкул сысна, вăкăр самăртнă тапхăр та пулнă. Хыснаран укçа-тенкĕ тăкаксемпе шайлашуллă уйăрса пырайман самантсенче шкула пулăшакансем тупăнни епле ан хавхалантартăр? Ял хуçалăхĕнче чылай çул курăмлă çитĕнỹсемпе палăрнă Виталий Платонов (шел, халĕ вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ) уçă чунĕпе уйрăмах палăрнине асăнать Римма Изосимовна. — Паллах, ертỹçĕ тивĕçне мĕнлерех пурнăçласси ĕçченсен ушкăнĕнчен килет. Мана ку енĕпе ăннă тесе шухăшлатăп. Пĕр-пĕрне ăнланса пыни пĕлтерĕшлĕ. Тăрăшакана вара хавхалантармаллах. Экскурсие, санаторие е кану çуртне пĕр-икĕ кунлăха та пулин çуллен кайса килеттĕмĕр. Ялта пурăнаканшăн пушшех вырăнлă кун пек уçăлса килни, — шухăшне палăртать Римма Изосимовна. ВĂХĂТСĂР ТАТĂЛНĂ ЮРĂ Ертỹçĕре хĕрарăм килти хуçалăх шанчăклă алăра пулсан кăна ĕçлесе пыраять. Ку шухăша та хăех палăртрĕ экс-директор (вăл çак должноçра сыв пуллашнăранпа пĕр уйăх та çитмен-ха). Мăшăрĕпе пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнни, килте сахал вăхăт пулнăшăн нихăçан та ỹпкелешменни çĕнĕ ỹсĕмсем патне талпăнма хавхалантарнă. Тату пурăнакан хастар çемье сцена çинче тăтăшах пулнине асăннăччĕ-ха, Илья Степанов композитор, Карай шкулĕнче чылай çул ĕçленĕ музыкçă, Малининсене халалласа “Савнă мăшăра” юрă та хайланă. Шел, чылай вăхăт пĕрле шăрантарма пỹрмен ăна Валерипе Риммăн. Хитре юрă вăхăтсăр татăлма пултарасса ура тапса пурăннă чухне кам ĕнентĕр? — Икĕ хĕр — Людмилăпа Надежда, ывăл Сергей çитĕнчĕç. Вĕсен те çемье çавăрма вăхăт çитрĕ. Çапла пĕррехинче ывăл валли хĕр çураçма кайрăмăр. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче. Кĕр мăнтăрĕпе туй кĕрлеттерме шухăш тытнă çамрăксемшĕн мăшăрăм та питĕ хĕпĕртерĕ. Туя хатĕрленнĕ хушăрах çĕр улми кăларатпăр, мăшăр кăмпа татса хĕлле валли янтăласшăн вăхăт вăрлать. “Пĕр пушă минут та çук”, — тенĕ вăл пĕр ирхине шкул хуралçине. Мĕнле вăй çапла васкатрĕ-ши? Эпĕ ĕçрен таврăннă çĕре упăшкан чĕри аран-аран тапатчĕ. Çăлса хăвараймарăмăр... — куççуль капланать кил хуçи ăш пиллĕ арăмĕн куçне. Йывăр хуйха ĕç çĕклет теççĕ. Тăван ашшĕне, ун хыççăн шăллĕне, мăшăрне çухатнă Римма Изосимовна çуначĕ усăнсах ларасран ывăлĕ Сергей çăлнă. Валерий Михайловича юлашки çула ăсатсан пĕр стройка хыççăн теприне пуçланă. Шухăш авăрне путма паман çывăх çыннине. Çăлăнăç тепĕр йỹппи — Римма Изосимовна кĕлеткене сывă тытассипе тĕслĕх кăтартни. 20 çул ытла ĕнтĕ темĕнле васкавлă ĕç пулсан та ирсерен çур сехет гимнастика тăвать хăй сывлăхне упрама пĕлекенскер. Мăшăрне çухатнă хыççăн Скандинави уттипе аппаланни хăйне лăпланма пулăшнине пытармасть. Хальхи вăхăтра анлă сарăлнă спорта хăйĕн тусне Людмила Филипповăна, пĕрешкел шăпаллă хĕрарăма, явăçтарнă вăл. Çумăр е юр çăвать-и, сивĕ-и е шăрăх-и — Карай тăрăхĕнчи икĕ тус патак тытса хăйсем хăнăхнă çула утăмласа виçеççĕ. ЮНПА КУÇНĂ ĂСТАЛĂХ Валерий Малинин тирпейлĕ ылтăн алăллă кил хуçи пулнине мăшăрĕ кăна мар, ял-йыш та палăртать. Ывăлĕ вара ашшĕнчен те ирттерни пирки иккĕленмеççĕ. Йывăçа, тимĕре савалама-шаккама-туптама ăсталăх пухасси юнпа кукашшĕнчен те куçнă-и тен? Арçын тумалли пур ĕçе те пĕлет 35-ри çамрăк. Курăр та савăнăр: пахча хыçĕнче кỹлĕ хĕрринче каç тĕттĕмĕнче электрохунарсем вăйă выляççĕ. Лупас хыçĕнче ача-пăча вăйă лапамĕ çитĕннĕ çынна та кăчăк туртать, сап-сарă пĕренерен пураланă мунча, ун çумĕнчи-тăрринчи кану пỹлĕмĕсем, тăпăл-тăпăл беседка килен-каян хăнана хăтлăх-тасалăхпа илĕртеççĕ. — Сергей ытла та тĕплĕ чăнах, ĕçе пуçăнсан хăйне шеллемест. Пĕррехинче, ун чухне вăл вăтам класра вĕренет-тĕр, шкулта ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ иртет. Директор пулнă май ывăлăн класне вăхăтрах çитеймерĕм. Алăкран кĕнĕ май вĕрентекен калани илтĕнет: “Сергей Малинин амăшĕн ывăлĕ пулма пăрахасшăн мар курăнать. Дежурнăй чухне чỹрече анисене шăлма та аса илмен”. Вăтанни-намăсланнипе хĕрелсе кайрăм. Киле çитсен ывăлпа калаçма лартăм. “Анне, шантарса калатăп: урăх ман пирки япăх каланине илтме тивмĕ санăн. Эпĕ “амăшĕн ывăлĕ” пулмăп”, — терĕ вăл. Сăмахĕ тỹрре тухрĕ. Хăй ĕçрен пачах та хăраманнине кашни утăмĕпе ĕнентерет, — чунне уçать виçĕ ача амăшĕ. Аслисем çулланса пынă май çĕнĕ ăру çураласси — пурнăç саккунĕ. Сергей те виçĕ ача ашшĕ пулма ĕлкĕрнĕ. Çемйипе Шупашкарта пурăнаканскер яла кашни канмалли кунах васкать. Тинех яваплă ĕçрен пушанса тивĕçлĕ канăва кĕтсе илнĕ Римма Изосимовнăшăн пỹрт ачисемпе, мăнукĕсемпе тулнинчен ырăрах пулăм çук та.
И. Иванова. (“Чăваш хĕрарăмĕ”).
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)