10 июня 2019 г.
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ача-пăчана хỹтĕлемелли куна уявларăмăр. Çавна май 2018-2019 вĕренỹ çулне пĕтĕмлетес тĕллевпе Карайри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкул администрацийĕ ашшĕ-амăшĕсене, ялта пурăнакансене, шкултан вĕренсе тухнисене кану çурчĕпе шкул хушшинчи лапама уяв концертне йыхравларĕç. Ку уява Карайсем, йăлана кĕртсе, 3 çул ирттереççĕ. Праçнике пĕчĕк пепкесенчен пуçласа шкултан кăçал вĕренсе тухакансем, вĕрентекенсем, кунта вăй хуракан ĕçченсем пурте хутшăнчĕç. Уяв концерчĕ каç кỹлĕм пуçланчĕ, унта халăх йышлăн пухăнчĕ. Концерт программи пуян пулчĕ. Ачасем кăçалхи вĕренỹ çулĕнче конкурссене хутшăнса район шайĕнче мала тухнă тата шкулта ирттернĕ чи лайăх ташă-юрăсемпе, шỹтсемпе, инсценировкăсемпе, шкулта мĕнле пысăк ĕçсем туса пынине ашшĕ-амăшĕсене паллаштарчĕç. Праçник икĕ сехете тăсăлчĕ. Уяв концертне Р.Г. Порфирьева аслă вожатăйпа 8-мĕш класра вĕренекен Володя Ильин питĕ ăнăçлă ертсе пычĕç. Пĕчĕк тăхтавсем туса шкул администрацийĕ (Р.И. Малинина директорпа унăн çумĕ И.Н. Кириллова) вĕренỹ çулĕнче пулнă паллă пулăмсемпе паллаштарчĕç, чи пултаруллисене Хисеп грамотисемпе Дипломсем, Тав хучĕсем парса чысларĕç. Шкул ачисенчен кăçал 70: вĕренỹ çулне “4” тата “5” паллăсемпе вĕçленине палăртма кăмăллă. Шкулта тата шкул тулашĕнче ирттернĕ тупăшусене хастар хутшăнакансем, шкулти обществăлла ĕçсенче пуçарупа палăрнисем те Тав хучĕсем илме тивĕçрĕç. Шкулти пултаруллă спортсменсем сцена çине тухсан халăх алă çупса кĕтсе илчĕ. Шкул, район чысне республикăра хỹтĕлекенсем чыла-йăн. Уйрăмах йĕлтĕрпе, çăмăл атлетикăпа çитĕ-нỹсем пысăк. Акă, 5-мĕш класра вĕренекен Егор Иванова илер-ха, районта ирттерекен ăмăртусенче (хĕллехи, çуллахи сезонта та) 1-мĕш вырăна хăй çулхисем хушшинче никама та памарĕ. Маттур, пирĕн Егор, вĕренỹре те лайăх ĕлкĕрсе пырать, юрă-ташăра та пултарать. Çавăн пекех тепĕр пултаруллă хĕр ачапа Татьяна Димитриевăпа паллаштарас килет. Вăл 7-мĕш класра вĕренет, вĕренỹре “5” паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать, спортпа та малтисен ретĕнче, олимпиадăсемпе тĕрлĕрен конкурссенче вырăнсем йышăнать. Чун савăнать çавнашкал хастар ачасем пурришĕн. Шкулпа çемье пĕрле туслă ĕçлесе пырсан çеç пысăк ăнăçусем тума пулать. Тачă çыхăнура ĕçлет шкул коллективĕ ашшĕ-амăшĕсемпе. Вĕсен пысăк ушкăнĕ шкул администрацин Тав çырăвĕсене директортан йышăнчĕ. Çавсен йышĕнче шкул канашĕн ертỹçи Н.А. Димитриева, ашшĕсен канашĕн ертỹçи С.В. Иванов та пулчĕç, пурĕ 11 çемье. Уяв концерчĕн программине Кỹлхĕрринче пурăнакан амăшĕсемпе ачасем илемлĕ шỹтлĕ ташăпа пуянлатрĕç. Ташшине лартаканĕ Н.А. Димитриева, шкул канашĕн ертỹçи. Ачасем çапла лайăх вĕренни, вĕсен пултарулăхĕ, шкулти пурнăç интереслĕ те ăнăçлă, кал-кал пулса пыни шкул коллективĕнче вăй хуракансенчен питĕ нумай килет, вĕрентекенсенчен уйрăмах. “Пĕрлĕхре — вăй”, — тенĕ ваттисем. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ пирĕн шкулта. Пĕр тĕллевпе туслă хутшăнура, пĕр-пĕрне пулăшса, йывăр чух ал тăсса пама пултараççĕ вĕсем. “Питĕ пултаруллă та пуçаруллă вĕрентекенсем ĕçлеççĕ пирĕн шкулта, пурĕ те вĕсем 11-ĕн çеç, çапах та питĕ яваплăха туйса пысăк ĕç туса пыраççĕ. Пирĕн шкулта тахçанах “иккĕ” илекенсем çук. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем кăтартăвĕсем те яланах савăнтарнă. Кăçал та çавна шанатпăр, куçăхас марччĕ! Юрă-ташăра пит маттур, ачасене хăйсен ăсталăхне параççĕ. Чи маттуррисем çак ĕçре вара Р.Г. Порфирьева вожатăйпа Л.К. Степанова, О.К. Семенова вĕрентекенсене асăнса хăварас килет. “8 çул директор çумĕ, 26 çул хушши директор пулса çак коллективра ĕçлеме тỹр килнишĕн чунтан савăнатăп, çакăнта ĕçри телее тупрăм эпĕ. “Мĕншĕн учителе вĕренсе тухрăм-ши?” тесе нихçан та хама хам ỹпкелешмен”, — тет шкул ертỹçи Р.И. Малинина. Римма Изосимовна сцена çине ачасене математикăпа нумай çул хушши вĕрентнĕ пултаруллă учитель-ветерана О.Д. Тимофеевăна тата шкул çулне çитмен ушкăнра ачасемпе ĕçленĕ воспитателе Н.И. Сергеевăна йыхравларĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вĕсем шкул администрацийĕ ыйтнипе ĕçлеме килĕшнĕшĕн, шкула пулăшнăшăн ăшшăн тав турĕ, Тав çырăвĕпе парнесене тыттарчĕ. Уяв концертне пурте пĕрле тăрса пĕчĕккисемпе çитĕннисем “Çапла пурăнать пирĕн шкул” юрăпа вĕçлерĕç. Ачасене тата шкул коллективне тав тума Карай тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Платонов васкарĕ. Дмитрий Федорович уяв ячĕпе ачасене саламларĕ, çитĕнỹсем туса пыма çирĕп сывлăх, телейлĕ ачалăх сунчĕ. Илемлĕ концертшăн тав турĕ. Каласа хăвармалла, уяв концертĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Платонов музыкăшăн яваплă пулчĕ. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Н.А. Дмитриева тав сăмахĕ тухса каларĕ. “Ирина” лавккан администраторĕ те И.Н. Степанова ăшшăн-ăшшăн саламласа, шкулăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр тесе ăнăçусем сунчĕ, пылак çимĕçпе (мороженăйпа) сăйларĕ пурне те. Юлашкинчен шкул директорĕ Р. Малинина пурне те çавнашкал ăшă саламсемшĕн тав турĕ, концерта хутшăннă пур ачана та пылак кучченеçпе сăйларĕ. Кĕçех тỹпере туслăх салючĕ çути саланса кайрĕ. Ачасем те, аслисем те пĕр-пĕрне саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç. Р. Иванова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)