10 июня 2019 г.
Кашни ялтах хамăр тăрăхри тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе япăх мар ĕçлесе пыраççĕ. Акă, Карай тăрăхĕнчи Çырмапуçĕнче те иртнĕ канмалли кунсенчен пĕринче ял варринчи райпо лавкки патĕнчи тата кану çурчĕ умĕнчи лапамра, контейнерсем лартмалли ятарлă вырăна, шăтăксем чавса юпасем лартрĕç. Профнастил пăрăхĕсенчен каркас тыттарса виçĕ енчен тимĕрпе хупларĕç. Кунта, сахаллăн пулин те, Д. Платонов, А. Семенов, В. Родионов тата Б. Романов тăрăшса ĕçлерĕç. Владик Родионов профильлĕ пăрăхсене сăрласа пычĕ. Борис Романов сварка ĕçне пурнăçларĕ. Пурте хавхаланса тăрăшрĕç. Çитес вăхăтра çак вырăна бетон сарма палăртаççĕ.
М. Романова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)