Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Карайсем — Çĕнтерỹ уявĕнче

10 июня 2019 г.

Карайсем — Çĕнтерỹ уявĕнче

 Вăрçă... Мĕн тери хăрушă сăмах... Юн, арканнă хуласемпе ялсем, аманнă çынсем йынăшни, йĕри-тавра пуля шăхăрни, самолетсем çине-çине бомба тăкни, автомат, пулемет сасси... Шăпах çапларах куратăп тата ăнланатăп "вăрçă" сăмаха. Акă тискер Гитлер çарне çапса аркатнăранпа 74 çул та çитрĕ. Хăрушă та асаплă вăрçăра ирсĕр фашиста çĕнтерессишĕн Карай ял тăрăхĕнчен те нумай çын çар ретне тăнă, чылайăшĕ пуçне хунă. Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртрĕ. Ветерансен йышĕ, шел пулин те, çулран-çул чаксах пырать. Паянхи куна Красноармейски районĕпе кăна вăрçă паттăрĕсем тăваттăн çеç юлнă. Пирĕн тăрăхра вĕсем юлмарĕç. Анчах та ентешĕмĕрсен паттăр ĕçĕсем пирĕн чĕресенче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕç. Çакна асра тытса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 74 çул çитнине халалланă митинг Карай ялĕнче те иртрĕ. Савăнăçлă мероприяти Культура çурчĕ çу-мĕнчи лапамра пуçланчĕ. Сценăна ялавсемпе илемлетнĕ. Шкул ачисем “Дети войны” ташăпа пухăннисем умне тухаççĕ. Ун хыççăн уява хутшăннисем иртнĕ вăрçăра вилнисене хисеп туса пĕр минут шăп тăчĕç. Çак паллă уяв ячĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Платонов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Иванов, Карай шкулĕн ертỹçи Р. Малинина, вĕренекенсем палăк патне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Унтан вĕсем тĕп уява килнисене ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, ăнăçусем сунчĕç. Вăрçă паттăрĕсем ỹссе çитĕнекен çамрăк ăрушăн манăçми пулса тăнине палăртса хăварчĕç. Уяв пысăк концерт программипе малалла тăсăлчĕ. Сцена çине “Карай ен” ушкăн (Л. Алексеева, И. Степанова, Н. Григорьева, Е. Федорова, Л. Коромыслова, Н. Дмитриева, Л. Платонова, Г. Егорова) “Огонек”, “Смуглянка” юрăсемпе пухăннисем умне тухрĕ. Карай шкулĕн вĕренекенĕсем “Прадедушка, “Ах, эти тучи”, “Эх, путь дорожка” юррăсене, “Катюша”, “Кукушка” (Е. Пегасова), “Пасхальный благовест”, “Плач — концерт зарничников” ташăсене (ятарлă тумсем тăхăнса) парнелерĕç, ăсталăхĕсемпе куракансене тыткăнларĕç. Вĕрентекенсем тăрăшса хатĕрлентернĕ. Арçынсен ушкăнĕ (В. Петров, В. Кириллов, Ю. Федоров, Д. Платонов, Б. Федотов) А. Алексеев ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ертсе пынипе “Не плачь девчонка”, “Çыру çырсамăр салтаксем патне”, “На поле танки грохотали” юрăсене ăста юрларĕç. “Надежда” ташă ушкăнĕ “ВДВ”, “Катюша” ташăсене парнелерĕ. И. Степанова, Е. Федорова, Г. Егорова, район хăни П. Яковлев, Д. Платоновпа А. Алексеев хавас юрăсем шăрантарчĕç. Н. Григорьева “Молодая мать” сăвва вуларĕ. Концерта кану çурчĕн ертỹçи Л. Алексеева ертсе пычĕ. Икĕ сехет ытла пынă концерт пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Тĕп уяв хыççăн пухăннисем тỹпене салют феерверкĕ çутатнине кăмăллăн пăхса сăнарĕç. Тĕп спонсорĕ вырăнти тулли мар яваплă “Караево” пĕрлешỹ (ертỹçи О. Борисов) пулчĕ. М. Романова.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика