15 января 2019 г.
Карайри Культура çуртĕнче ку ял тăрăхĕнче пурăнакан граждансен пĕтĕмлетỹллĕ конференцийĕ пулса иртрĕ. Унăн ĕçне район тата администраци пуçлăхĕсем В. Петровпа А. Кузнецов та хутшăнчĕç. Пухăннисем умĕнче малтанах вырăнти Культура çурчĕ çумĕнчи “Карай ен” ушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. А. Кузнецов сăмах илнĕ май, 2018 çулта Трак енре туса ирттернĕ ĕç-хĕл, бюджет укçи-тенкипе еплерех усă курни çинчен каласа кăтартрĕ, ку тăрăхра пурăнакансене канăçсăрлантаракан ыйтусем çине тулли хурав пачĕ. Александр Николаевич Сурăмхĕррипе Карай ялĕсен урамĕсене юсаса çĕнетес пирки каласа хăварчĕ. Район ертỹçи В. Петров хăйĕн сăмахĕнче мĕн пур ĕçе халăхпа пĕрле пухăнса, нимелле, пурнăçламаллине, пĕр шухăш-кăмăлпа пурăнмаллине палăртрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Платонов иртнĕ çулхи ĕçĕн кăтартăвĕсемпе, кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Унсăр пуçне Дмитрий Федорович ялсенче тирпей-илем тăвас, çулсене юсас, масар çинчи йывăçсене касса тирпейлес, çĕнĕ масар картине тытса çавăрас, шыв башнисене йĕркене кĕртес, тĕрлĕ йышши конкурссене хутшăнас ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Ялсен сăн-сăпачĕ, тăван тавралăх илемĕ хамăртан нумай килет. Йĕркелĕхе хамăрăн тумалла, ку ĕçе кашни çынна явăçтармалла — çапла пулчĕ конференцин тĕп шухăшĕ.Г. Егорова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)