28 декабря 2018 г.
Хамăр ялта М. Петров пек ĕçчен те пултаруллă çынсем пурришĕн чунăм туллин савăнать манăн. Çак хастар та пултаруллă, нимĕнле ĕçрен те пăрăнман пенсионера ырăпа асăнса хăвармасăр юлас килмест. Ял çыннисемшĕн çав тери ырă ĕçсем тăвать Михаил Петрович. Кĕркунне те, çуркунне те ял çыннисен анкарти-пахчинчи тата уйри çĕрĕсене сухаласа пулăшать вăл. Унăн тĕрлĕ йышши ял хуçалăх техники пур. Нумаях пулмасть М. Петров хăйсен умĕнчи шыв колонкине тĕпрен юсаса хĕлле шăнса лармалла мар (алăклă) турĕ. Кирек епле ĕç патне те алли ларать унăн. Чăн-чăн ял çынни вăл. М. Петров евĕр ĕçчен те туслă, тимлĕ арçынсем пур ялта. Акă, С. Тимофеевпа В. Куприянов тата темиçе ентеш тăрăшнипе çуркунне ял вĕçĕнчи пĕве патĕнче выльăх-чĕрлĕхе каçса çỹреме каçă йĕркелештерчĕç. Пултаруллă арçынсем анат енчи колонкăсене те тимлесех юсарĕç, пĕр тăкăрлăкри хапхана та çĕнетмесĕр хăвармарĕç. Урамсенче çутă кĕртмелле пулсан, такам пырса туса парасса кĕтмерĕç, ăна çак маттурсемех пурнăçларĕç. Пĕрне ырласа теприне хурлаймăн. Асăннă ĕçсене Н. Потапов, В. Тимофеев тата В. Павлов та хутшăнчĕç. Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕнче эпир, Кỹлхĕррисем, алă усса лармарăмăр. Сысна çулĕнче вара пире çĕнĕ ĕçсем кĕтеççĕ.
Г. Егорова.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)