Караевское сельское поселение Красноармейского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх производствин ветеранĕсене асăнса

15 января 2019 г.

Ял хуçалăх производствин ветеранĕсене асăнса

 Карайри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн спорт залĕнче ял хуçалăх производствин ветеранĕсене В. Чаховскипе В. Платонова асăнса ветерансен командисем хушшинче мала тухассишĕн волейбол енĕпе ăмăртусем пулса иртнĕ. Аса илтеретпĕр: вĕсем иккĕшĕ те Карай тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ, В. Чаховский вĕрентỹ тытăмĕнче, юлашки çулсенче вара район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп инженерĕнче тăрăшнă, В. Платонов чылай тапхăр "Караево" ЯХПК ертỹçинче, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕнче вăй хунă. Уява савăнăçлă лару-тăрура уçма район пуçлăхĕ В. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Я. Григорьев, район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн ертỹçи Р. Осипова, Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Платонов, вырăнти шкул директорĕ Р. Малинина, В. Чаховскин мăшăрĕ Н. Чаховская, ыттисем хутшăннă. Тухса калаçакансем В. Чаховскипе В. Платонова ырă енчен палăртнă, пурăннă чухне вĕсем Трак енĕн об- ществăпа спорт пурнăçне туллин хутшăннине пĕл-тернĕ. Пĕр минут хушши шăп тăнă.

 

 
 

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429628, Чувашская Республика, Красноармейский район, с.Караево ул.Центральная, д.7
Телефон: 8(83530) 35-2-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика